Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Я.Ухсай ячĕллĕ Культура керменĕнче Учительсен кунне халалласа ирттернĕ савăнăҫлă мероприятине хутшăннă

Михаил Игнатьев поздравил педагогов Чувашии с профессиональным праздникомЮпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Я.Ухсай ячĕллĕ Культура керменĕнче Учительсен кунне халалласа ирттернĕ савăнăҫлă мероприятине хутшăннă. Палăртнă пулăм пуҫланиччен, чи малтан Чăваш Ен Ертӳҫи Культура керменĕнче хатĕрлесе тăратнă куравсене пăхса тухнă.   Пухăннă педагогсемпе калаҫнă, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ.  Раҫҫей шайĕнче хисепе тивĕҫнисене уйрăммăн палăртса тав сăмахĕсем каланă.  Вĕрентекенсем хăйсен сăмахĕнче Чăваш республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева ăшшăн саламланă, вĕрентӳ тытăмне аталантарса пыма витĕм кӳнĕшĕн ырланă, ҫитĕнкен ăрăва патриотизмла воспитани парас ĕҫе пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă. Ҫĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш №-лĕ шкулăн директорĕ Вера Вавилова чи пултаруллă вĕрентекенсене финанс тĕлĕшĕнчен пулăшу панишĕн ырласа хăварнă республика ертӳлĕхне.   Регионти чи лайăх шкулсем ҫулсерен патшалăх пулăшăвне тивĕҫнине те асăннă. Куншăн пĕтĕмпех Михаил Игнатьева тав сăмахĕсем каланă.     

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче пысăк опытлă педагогсене те, тин ҫеҫ ĕҫлеме пуҫланисене те патшалăх пулăшăвне парса тивĕҫтерни вырăнлă тесе каланă.  Сăмаха май, ҫак кунсенче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренекенсем Раҫҫей Федерацийĕн шайĕнче йĕркеленĕ Кремльте Мускавра иртнĕ чаплă пулăма хутшăнни пирки аса илсе хăварнă. «Ҫакă пире тата та лайăхрах аталанса пыма вăй-хăват кӳрет.  Педагогсен чысне ҫӳле ҫĕклеме май парать», - тенĕ вăл сăмаха тăсса.

Республика, чăнласах та, педагогсемпе мăнаҫланма пултарать тесе палăртнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, уявăн торжествăлла пайне уҫнă май паян. «Эсир вĕрентсе кăларакан ачасем регион, пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче ирттерекен ăмăртусемпе конкурссенче кулленех малти вырăна тухаҫҫĕ.  Патшалăх экзаменĕсене те яланах тивĕҫлĕ тытаҫҫĕ.  Ачасем аслă шкулсене вĕренме кĕни ҫаксене пĕтĕмпех ҫирĕплетеҫҫĕ», - тенĕ вăл хăйĕн докладĕнче паянхи уява пухăннисене саламласа.

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата ҫакна та каланă, ҫулсерен республика хыснинче вĕрентӳ пайне аталантарса пыма сахал мар укҫа-тенкĕ уйăрса хăварнине палăртнă.   Вĕренӳ пайĕн инфратытăмĕ ҫĕнелнине, пурлăхпа техника бази те пуянланса пынине асăннă.  Пĕр сăмахпа калас пулсан, ҫак тытăмра пĕтĕмпех паянхи пурнăҫпа тӳр килет.  Чи пахи вара, юлашки ҫулсенче вĕренӳ пайне вăй илсе ҫирĕпленме укҫа-тенкĕ бюджетра чылай пăхса хăварни.  Ӳлĕмрен те кăтарту чакмассине асăнса хăварнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

«Педагогсен ĕҫĕ яланах ыттисемшĕн ырă тĕслĕх.  Патшалăх политикишĕн те вĕсен ĕҫĕ пĕлтерĕшлĕ.  Шăпах та, эсир Тăван ҫĕршыв валли тивĕҫлĕ граждансем пулма пĕлӳ паратăр», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.  «Йăла-йĕркесене пăхăнса, иртнине хисеплесе, малашлăха пирĕн пурсăмăрăн те пĕрле тăрăшса ĕҫлесе йĕркелемелле», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Ҫулсерен ППЭ кăтартăвĕсем Раҫҫейри вăтам кăтартуран пысăк пулни пурсăмăра та хавхалантарать.

«2017 ҫулта шкулсенче ППЭ кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Чăваш Республики 85 регион хушшинче хисеплĕ 4-мĕш вырăна тухнă. Ҫак пысăк ӳсĕме эпир пурсăмăр та тухăҫлă ĕҫлемен пулнă пулсан, тăвайман пулнă пулăттăмăр. Педагогсем ăста та пысăк тавракурăмлă пулни куҫкĕретех», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

«Шанатăп, пуласлăхра педагогсем тата та пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрассине.  Ҫитĕнӳснем тума вăй-хал, ҫирĕп сывлăх сунатăп», - тенĕ Михаил Игнатьев.  

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев хăйĕн докладĕнче регионта пĕтĕмпе 1000 вĕренӳ учрежденийĕ шутланнине пĕлтернĕ, вĕсенче пурĕ 23 пин  вĕрентекен ĕҫленине асăннă.

Вĕренӳ пайĕнче инфратытăм кулленех вăй илсе пырать тенĕ министр.

«Шкул вĕренĕвне вăй илтерме, актуаллă ыйтусене татса пама пурĕ 5 млрд тăкакланă.  409 шкулта юсав ĕҫĕсене ирттернĕ. 100 спортзалта тĕпрен юсав ĕҫне пурнăҫланă. Шкулсенче санузелсене пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе ҫитернĕ,   8 ҫĕнĕ шкул хăпартса лартнă. Ҫитес ҫулсенче 31 шкул хута ямалла, 70 шкула тĕпрен юсаса ҫитермелле.  Енчен те ҫак ĕҫсем пĕтĕмпех пурнăҫлансан, шкулсенче ачасене иккĕмĕш сменăпа вĕрентесси пăрахăҫланĕ», - тенĕ вăл.  

Регионта пултаруллă педагогсем сахал мар.  «Эсир Раҫҫей пуласлăхне йĕркелетĕр.  Ачасене тарăн пĕлӳпе тивĕҫтересcишĕн ырми-канми тăрăшатăр», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май министр.

Паян уява пухăннисене ҫакăн пекех  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршинова тата Никoлай Малов саламланă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов  Учительсен уявĕ пурсăмăра та пĕр чăмăра пухнине палăртнă. «Ҫак кун, эпир хамăра вĕрентсе кăларнă учительсене пĕтĕм чун-чĕререн тав сăмахĕсем калатпăр,  Вĕсен паха ĕҫ опычĕсем пирки аса илетпĕр», - тенĕ вăл.  

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕсем пекех кашни ачашăн питĕ яваплă пулнине каланă.  «Эпир шкулсем, ача сачĕсем хута яратпăр, анчах та сирĕнсĕр эпир пулас ăрăва тивĕҫлĕ хатĕрлеймен пулнă пулăттăмăр», - тенĕ вăл.   

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов ҫапларах каланă: «Эсир Учитель ятне тивĕҫлĕ тытса пыратăр. Хисепе пурсăр та тивĕҫлĕ.  Илемлĕх, ыр кăмăллăх, хăватлă энерги парса тăратăр пурсăмăра та!», - тенĕ депутат.

Паян, уявра хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисемпе хавхалантарнă.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн грантне тивĕҫнисене уйрăммăн палăртса свидетельство парса чысланă.

Мероприятире учительсен хорĕсен республикăри конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕ иртнĕ.  Мала тухнисене  мухтанă.

Республикăра Ашшĕпе Амăшĕн ҫулталăкне халалласа ирттернĕ конкурс ҫĕнтерӳҫине Улатăр хулинчи учительсен хорĕ тивĕҫнĕ, вĕсем вырăсла юрласа  куракансене тыткăна илнĕ.  Чăвашла юрлакансем те кая юлман, Вăрмар тăрăхĕнчи учительсен хорĕ палăрнă.  Канаш хулин хорĕ ку хутĕнче хушма парнене тивĕҫнĕ.   

Михаил Игнатьев хорсем питĕ халăхшăн усăллă пулнине, вĕсем культурăна упраса хăварма витĕм кӳнине асăннă.  Ҫак ĕҫе ӳлĕмрен ачасене явăҫтарма чĕнсе каланă.

 

Фоторепортаж  



07 октября 2017
15:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter