Кăҫал Чăваш Енрен ҫар ретне кĕркуннехи тапхăрпа 1294 яша ăсатма палăртса хунă

Пĕтĕм Раҫҫейĕпе, ҫав шутрах Чăваш Республикинче те кĕркуннехи тапхăрпа яшсене ҫар ретне тăма хатĕрлес ĕҫ пуҫланнă.  Ҫара салтака яшсене юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа раштав уйăхĕн 31-мĕш кунччен ăсатма ирĕк панă. Кăҫал Чăваш Енрен ҫар ретне тăратма 1294 яша палăртса хунă.  

Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳҫисемпе тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăра шăпах та ҫак асăннă ыйтăва анлăн сӳтсе явнă.  «Чăваш республикинче ҫак виҫĕ уйăх хушшинче ĕҫе кирлĕ пек шайра йĕркелесе ертсе пымалла, лартнă тĕллевсене туллин пурнăҫламалла», - тесе ҫирĕппĕн каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Чăваш республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева хăйĕн сăмахĕнче, ҫак палăртнă кăтарту кăҫалхи ҫуркунехи тапхăртинчен кăштах пĕчĕкрех пулнине асăннă. Министр каланă тăрăх, Чăваш Енрен ҫар ретне тăратма 1164 ҫынна палăртнă.  Федераци службин наци гвардине 120 яша тата РФ Президенчĕн полкне 10 салтака хатĕрлесе тăратма тĕллев лартнине пĕлтернĕ.  

Чăваш Енĕн юстици ертӳҫи плана тултарассипе хатĕрленсе ирттернĕ ĕҫ кăтартăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.  Кăҫал авăн уйăхĕн вĕҫĕнче Чăваш Республикинчи Ҫар комиссариатĕнче методика енĕпе ĕҫсем пулса иртнине палăртнă.  Регионти муниципалитетсенче йыхрав комиссийĕн ĕҫĕсене активлăрах йĕркелесе пыма сĕнӳ тăратнине пĕлтернĕ.

Паянхи пурнăҫ таппинче салтаксен пĕлӳ шайне ҫирĕп тĕрĕслесси те кун йĕркинче.  Транспортсемпе ҫӳреме ятарлă пĕлӳ парассипе Чăваш Енри ДОСААФпа хĕрӳ ĕҫ пырать. Вĕренĕве 5 учрежденийĕнче йĕркелеме палăртса хунă.  Бюджет витĕмлĕхĕпе пурĕ 245 яша вĕрентсе кăларма плана кĕртнĕ.

Салтаксен сывлăхне те аванах тĕрĕслеҫҫĕ.  Министр каланă тăрă, пĕлтĕр ҫак тапхăрта мĕнпур салтаксенчен 74,6 проценчĕ ҫар ретне тăма юрăхлă пулнă тесе асăннă.  Ку енĕпе РФ службисем кăтартăва  2020-мĕш ҫул тĕлне 79 процента ҫитерме тĕллев лартнă. «Эпир плана тултаратпăр.  Пирĕн нимĕнле иккĕленӳ те ҫук.  Регионта ҫамрăксене патриотизм туйăмне аталантарса пырассипе курăмлă ĕҫсем пулса пыраҫҫĕ.  Ҫамрăксем салтака хапăл тусах каяҫҫĕ», - тенĕ Наталья Тимофеева.   

Чăваш Республикин ҫар комиссариатчĕ Александр Мокрушин хăйĕн сăмахĕнче республикăра пухăнмалли пунктăн инфратытăмне ҫĕнетессипе  тĕпрен юсав ĕҫĕсем пынине пĕлтернĕ.   Паянхи кун тĕлне, регионта военкоматра пĕтĕмпе 19,6 пин ҫын шутланcа тăнине асăннă.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владмир Викторов хальхи вăхăтра медицина комиссийĕсем яшсене салтака кайма тĕрĕслев витĕр кăларассипе ҫивĕч ĕҫленине палăртнă.

Ку хутĕнче ертӳҫĕсем салтака каяс марришĕн тарса ҫӳрекен яшсем пирки те сăмах пуҫарнă.  Чăваш Енри шалти ĕҫсен министрĕн ҫумĕ Леонид Вакс ку енĕпе уголовлă майпа ĕҫ пуҫарнă пĕр тĕслĕх те пулманнине ырă хыпара пĕлтернĕ.  «Ҫуркуннехи тапхăрпа иртнĕ ĕҫре пурĕ йĕрке пăсакансене 16 тĕслĕх тупса палăртнине асăннă, яшсене административлă майпа явап тыттарнă», - тенĕ вăл.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, паянхи пурнăҫ таппинче, ҫамрăксем салтака кайнин пысăк пĕлтерĕшне лайăх ăнланни куҫкĕретех тенĕ. Малалла та ҫак ыйтупа активлă ĕҫлеме чĕнсе каланă пурне те.   

  



09 октября 2017
12:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter