Шупашкарта Индустри паркĕн территорийĕнче «БИРС Арматура» ТМЯО уҫăлнă

 Юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Шупашкарта Индустри паркĕн территорийĕнче «БИРС Арматура» ТМЯО уҫăлнă. Производствăн цехĕпе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев паллашнă.

«Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмне аталантарма кирлĕ пек мĕнпур условисем йĕркелесе тăратмалла тесе тĕллев лартать.  Ăна тĕпе хурса Чăваш Республикин тĕп хулинче Индустри паркне ҫĕклесе лартма ятарлă ҫĕр лаптăкне уйăрнă.  Вăл вырăнта пуян инфратытăм пăхса хăварнă. Газ, электричество линийĕсене уҫнă. Предпринимательсен производство пайне уҫма ҫав тери меллĕ пулчĕ», - тесе каласа хăварнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Арматура калăпланин ĕҫĕ республикăшăн ҫĕнĕ направлени пулса тăчĕ.  Таварсемпе газ, нефть, хими, промышленноҫ, машинăсем тăвакан предприятисенче анлăн усă кураҫҫĕ.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ производство ертӳлĕхне ăнăҫусем, курăмлă ĕҫлесе пыма вăй-хăват суннă, енчен те таварсен пахалăх шайĕ пысăк пулсан, вĕсене экспорта та тăратма аван тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Регион ертӳлĕхĕсем таварсен пахалăх шайне курса хакланă. Заводра пăрăхсем валли тĕрлĕ арматура хатĕрлесе кăлараҫҫĕ.  Предприятийĕн таварне уйрăм условисенче анлă усă кураҫҫĕ.  Калăпăр, ҫакăн йышши таварсене «Бованенково-Ухта-2» газ валли пăрăхсене хута ярас ĕҫре хăй вăхăтĕнче анлăн усă курнă. Палăртма кăмăллă, объекта хута янă чухне РФ Президенчĕ Владимир Путин та хутшăннă. Час-часах таварсемпе нефть компанийĕсем усă кураҫҫĕ.

«БИРС Арматура» ТМЯОра пĕтĕмпе халлĕхе 40 ҫын вăй хурать. Компанийĕн Управляющийĕ Вадим Сироткин хăйĕн сăмахĕнче предприятире ĕҫлекенсем пĕр сменăпа тăрăшнине пĕлтернĕ. «Таварсене промышленноҫ предприятийĕсем ыйтни куҫкĕретех.  Ҫитес ҫултан икĕ сменăпа ĕҫлеме тĕллев лартатпăр. Енчен те промышленноҫ производствин калăпăшĕ ӳссе пырсан, ĕҫлекенсен йышĕ те нумайланасси паллă, кăтартăва утмăл пиллĕке ҫитерме палăртса хунă», - тесе каланă ертӳҫĕ. «Предприятине ура ҫине тăма аван. Коммуникаци ҫителĕклĕ. Хулари пĕртен-пĕр лайăх вырăна илтĕмĕр, транспортпа пырса ҫӳреме те питĕ лайăх», - тесе сăмаха малалла тăснă вăл.   Аса илтерсе хăваратпăр, хальхи вăхăтра Шупашкарта промышленноҫ производствисене ҫĕнĕлле хута ярассипе икĕ проект пурнăҫа кĕрет. Вĕсем пурĕ 47 га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче вырнаҫнă.  Енчен те ыйту туллин пурнăҫлансан, халăх валли 1300 ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ. Объектсене хута яма пурĕ 2,5 млрд тенкĕлĕх инвестици хывăнĕ. Ҫакăн йышши индустри паркĕсем республикăри ытти хуласенче те пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ, питĕ аван объектсем ҫĕкленсе ларни.  

Фоторепортаж



01 ноября 2017
08:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter