Федерацин архив агенствин ертӳҫи Андрей Артизов ҫапла каланă: «Чăваш Енре архив тытăмĕн аталанăвĕнче – ырă ылмашусем», - тенĕ

 Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин архив агенствин ертӳҫипе Андрей Артизовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Ертӳҫĕсем Чăваш Енре архив тытăмне аталантарассипе ҫыхăннă нумай ыйтусене анлăн тишкернĕ.

Сумлă хăна Чăваш Республикинчи Архив ĕҫĕсен уйрăмĕн пурлăхпа техника бази чылай ҫĕнелнине палăртнă, тытăм ырă енне улшăнса пыни куҫкĕретех тенĕ хăйĕн сăмахĕнче.  Ҫак ӳсĕме тума Чăваш Республикин ертӳлĕхĕ пысăк витĕм кӳнине асăннă вăл.  Чăнласах та, регионти влаҫ хисепе тивĕҫ тенĕ сăмаха малалла тăснă май. Чăваш Республикинчи Патшалăх архивĕн ҫуртне тĕпрен реконструкци тунине пысăка хурса хакланă килнĕ сумлă ертӳҫĕ. «Объектра условисем ĕҫлеме ҫителĕклĕ.  Документсем ĕмĕрĕпех паха упранасси те паллă. Информаци технологийĕ вăй илсе пыни савăнтарать. Пĕр сăмахпа калас пулсан, хальхи пурнăҫ таппипе тӳр килет ҫак учреждени», - тенĕ вăл.    

Михаил Игнатьев ҫапларах каланă: «Хăй вăхăтĕнче ҫак асăннă учрежденире ĕҫ хучĕсене упрама меллĕ пулман, условисем ҫителĕксĕррине ҫирĕплетнĕ специалистсем.  Чăваш Ен Правительстви  йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене тишкернĕ хыҫҫăн, бюджетран укҫа-тенкĕ уйăрасси пирки йышăну турĕ», - тенĕ вăл.  

Федерацин архив агенствин ертӳҫи тата ҫакна та палăртса хăварнă: «Нумаях пулмасть, икĕ уйăх каялла  юнашар регионта - Ульяновск облаҫĕнче ҫĕнĕ объект хута кайрĕ.  Вăл ĕҫе ыттисем те витĕм кӳнĕ, сирĕн субъектра вара пачах урăхла, эсир хăвăр бюджетран пысăк укҫа уйăрса, ҫак архива ҫĕнетни ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх пулса тăчĕ. Куншăн, чи малтанах, Сире, Михаил Васильевич пысăк тав», - тенĕ ертӳҫĕ. Халăхăн ыйтăвĕсене тивĕҫтересси, ĕҫ хучĕсене упраса хăварасси – патшалăх политикин тĕп ҫул-йĕрĕсенчен пĕри шутланать тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха тăснă май.

Палăртса хăваратпăр, регионта пурĕ 25 муниципалитетра архив уйрăмĕсем йĕркеленнĕ, вĕсем пĕтĕмпе 3 млн яхăн единица тирпейлесе тытса тăраҫҫĕ.  

Юлашки 5 ҫул хушшинче ҫак учрежденисем пурĕ 4 пин ытла мероприяти йĕркелесе ирттернĕ. Республикăра архив докуменчĕсемпе усă куракансен йышĕ куҫкĕретех ӳссе пырать, кăтарту юлашки тăватă ҫул хушшинче 40 процент хăпарнă.

Фоторепортаж



01 ноября 2017
13:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter