Шупашкарта Чăваш Республикин Патшалăх историйĕн архивĕн ҫуртне реконструкциленĕ хыҫҫăн, савăнăҫлă лару-тăрура паян уҫнă ҫĕре хăнасем чылайăн пуҫтарăннă

Раҫҫейри Патшалăх архив службине йĕркеленĕренпе 100 ҫул, Чăваш Республикинчи архив службине пуҫарнăранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа, Чăваш Енĕн тĕп хулинче – Шупашкарта Чăваш Республикин Патшалăх историйĕн архивĕн ҫуртне реконструкциленĕ хыҫҫăн, савăнăҫлă лару-тăрура паян уҫнă ҫĕре хăнасем чылайăн пуҫтарăннă.

Торжествăлла пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Федерацин архив агенствин ертӳҫи Андрей Артизов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев хутшăннă.

Михаил Игнатьев пухăннисене саламланă май: «Хăй вăхăтĕнче ҫак асăннă учрежденире документсене упрама меллĕ пулман, профессионалсем условисем ҫителĕксĕррине пĕр хутчен ҫеҫ мар ыйту тăратнă. Регион Правительстви  йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене тишкернĕ хыҫҫăн, бюджетран укҫа-тенкĕ уйăрасси пирки йышăну турĕ», - тенĕ вăл.  

Чăваш Республикин Правительстви Чăваш Енре архив ĕҫне аталантарас ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрать тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Архивăн пурлăхпа техника бази пуянланнă тесе палăртнă республика Ертӳҫи.  Ҫак ĕҫсене пурнăҫлама 2015-2017-мĕш ҫулсенче пĕтĕмпе республика хыснинчен 170 млн тенкĕ патнелле уйăрнă.  

«Архив – пулни-иртнине аса илтерекен документсене упрать, пирĕн историне ăса хывса пурăнма вĕрентет.  Чăваш Ен историйĕн пуянлăхне упрама май паракан служба пулса тăчĕ», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев сăмаха малалла тăснă май.  

«Архив ҫурчĕсем пирĕн ҫĕршывра час-часах хута каймаҫҫĕ.  Кун пек пысăк ĕҫсене, ăҫта регион ертӳҫисем лайăх ĕҫлеҫҫĕ, унта лару-тăру ырă енне улшăнни куҫкĕретех», - тесе сăмаха ҫирĕплетсе хăварнă Федерацин архив агенствин ертӳҫи Андрей Артизов. «Паян ҫак чаплă объекта уҫни регионшăн кăна мар, ҫĕршывшăн та пысăк пулăм пулса тăчĕ. Республика пысăках мар пулин те, бюджетран укҫа-тенкĕ тупса хăварнă, ҫурта тĕпрен юсаса тирпейленĕ. Ҫакă ытти субъектсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăчĕ», - тесе уйрăммăн палăртса каланă сумлă хăна.  

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов хăйĕн сăмахĕнче ҫапларах каланă: «Архив хучĕсене упрама пĕлмелле кăна мар, вĕсене ҫитĕнекен ăрăва тĕплĕн паллаштарас ыйту ҫине те тимлĕх уйăрмалла, ҫакă пысăк пĕлтерĕшлĕ пуриншĕн те. Тăван ҫĕршыва, тăван халăха юратма, историне тарăнрах пĕлме витĕм кӳрĕ», - тенĕ вăл.

Паян мероприятинче яланхиллех архив ĕҫĕнче хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.

Хĕрлĕ хăйăва сумлă хăнасем каснă хыҫҫăн, ҫурта кĕрсе курнă, унти условисемпе паллашнă, тĕрлĕ куравсене пăхса ҫаврăннă.

Палăртса хăваратпăр, ҫак объект регионти чи пысăк архив учрежденийĕсенчен пĕри шутланать. Кунта сахал мар ал ҫырăвĕсем, истори докуменчĕсем упранаҫҫĕ. Совет Союзĕн геройĕсем ҫинчен ҫырнисем, паллă ăсчахсем пирки те чылай материалсем пур.  Региона килнĕ ертӳҫĕ Андрей Артизов республикăн архив ĕҫне пысăка хакланă, ытти субъектсемшĕн тĕслĕх тесе палăртнă.

Фоторепортаж



01 ноября 2017
17:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter