Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш наци конгресĕн Президенчĕпе Николай Угасловпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 Чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш наци конгресĕн Президенчĕпе Николай Угасловпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Аса илтеретпĕр, юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче, Чăваш наци конгресне йĕркелесе янăранпа 25 ҫул ҫитнине халалласа, чаплă мероприяти иртнĕ.  ЧНК Аслă пухăвне пухăннисем пĕр сасăллă пулса Николай Угаслова организацийĕн Президенчĕ пулма суйласа хăварнă.

Обществăлла организацийĕн тин ҫеҫ суйланă ертӳҫĕне Николай Угаслова Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă, малашнехи ĕҫре ӳсĕмсемпе палăрма сĕннĕ. «Сирĕн ĕҫе пысăка хурса хаклать халăх, нимĕн иккĕленмесĕрех тепĕр тапхăра ĕҫлеме суйларĕ. Шанатăп, малашлăхра Сирĕн тата та пысăк пуҫаруллă проектсем пурнăҫа кĕрессине.  Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа, яваплăха туйса ырă ĕҫсем пурнăҫласа пырассине те ĕненетĕп», - тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха малалла тăснă май.

Николай Угаслов Михаил Игнатьева организацине аталанса пыма витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă.

«Ĕҫ питĕ яваплă, анчах та пĕччен тăрăшнипе ӳсĕмсем тума йывăртарах.  Ушкăнпа килĕшсе, пĕрне-пĕри пулăшса ĕҫлесен  ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма аван.  Палăртма кăмăллă, ĕҫлеме условисем ҫителĕклĕ.  Пирĕн патшалăх политики наци ыйтăвĕсем ҫине пысăк тимлĕх уйăрни никама та иккĕлентермест. Актуаллă ыйтусене вăхăтра татса пани те куҫкĕретех», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Николай Угаслов.

Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем республикăра пурăнакан тĕрлĕ халăх хушшинчи килĕшĕве тытса пырассипе ҫыхăннă ыйтусене анлăн сӳтсе явнă, чăваш чĕлхипе культурине упраса хăварассипе курăмлă ĕҫсем йĕркелемелли ҫинчен канашланă.

 Фоторепортаж



01 ноября 2017
11:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter