Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин суд приставĕсен службин республикăри Управленийĕн ĕҫченĕсене професси уявĕ ячĕпе саламланă

Чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин суд приставĕсен службин республикăри Управленийĕн ĕҫченĕсене професси уявĕ ячĕпе саламланă.

«Федерацин суд приставĕсен службин Чăваш Енри Управленийĕн ĕҫченĕсем хăйсене шанса панă ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫлаҫҫĕ. Специалистсен професси пĕлĕвĕн шайĕ пысăк пулни куҫкĕретех.  Эсир пĕр килти пек пĕрне-пĕри ăнланса килĕштерсе ĕҫлетĕр.  Суд кăларнă йышăнусене вăхăтра тата туллин пурнăҫласа пыратăр.  Ҫак службăра ĕҫлесе тивĕҫлĕ канăва тухнă ветерансене уйрăм тав.  Вĕсем хăйсен паха ĕҫ опычĕсене ҫитĕнекен ăрăва вĕренсе пыраҫҫĕ. Ҫакă хăйех пысăк хисепе тивĕҫ. Пархатарлă ĕҫшĕн сире пурне те пысăк тав тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Кăҫал ҫулталăк пуҫланнăранпа пурĕ вĕсен служби Суд йышăнăвĕсене тĕпе хурса, 6 млрд ытла парăма халăхран шыраса илнĕ. Тĕрлĕ шайри бюджета пурĕ 2,7 млрд куҫарса панă. Юлашки ҫулсенче Суд приставĕн ĕҫченĕсем патшалăх пурлăхĕсемшĕн – ҫĕршĕн аренда укҫисене парса татманнисене тупса палăртса явап тыттарас ĕҫре сахал мар тăрăшни сисĕнет.  Алимент, пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх пулăшăвĕпе усă курнăшăн пухăннă парăмсене те вĕсем вăхăтра кирлĕ пек тытăмсене куҫарса парассишĕн тимлеҫҫĕ.

Акă калăпăр, кăҫал 9 уйăх хушшинче Федерацин суд приставĕсен службин республикăри Управленийĕн тытăмĕнчи подразделенисенче суд йышăнăвĕсене пурнăçламалли сахал мар производство пулнă, вĕсен служби ачасен интересĕсене хӳтĕлесе 159 миллион тенкĕ пуҫтарнă.

Паян, сăмаха май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин кăларнă саккун пирки те сăмах пуҫарнă. Ӳлĕмрен служба специалисчĕсем полици ĕҫченĕсемсĕрех, парăм пур ҫынсене тытса чарма пултараҫҫĕ, кун пек саккун йышăнни - йĕрке пăсакансене вăхăтра тупса палăртма май парĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.  

Федерацин суд пристăвĕсен службин Чăваш Енри Управленийĕн Пуҫлăхĕ Анатолий Иванов хăйĕн докладĕнче пĕтĕмпе кăҫал вĕсем йĕрке пăсакансен тĕлĕшпе 5000 административлă майпа ĕҫ пуҫарнине асăннă, уголовлă майпа вара 500 ĕҫ йĕркелесе тăратнине пĕлтернĕ. Алимент тӳлемен çынсем - уйрăм категори. Çак ĕç пĕлтерĕшне кура приставсем ку енĕпе уйрăмах çине тăни куçкĕрет – сахал мар уголовлă ĕç пуçарнă.  

Паян уяв ячĕпе пухăннисене ҫакăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, регионти ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен уйрăм ертӳҫисем тата ытти официаллă хăнасем саламланă.

Хисепе тивĕҫнисене яланхиллех мероприятинче патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. Суд приставĕн институтне йĕркеленĕренпе 150 ҫул ҫитнине халалланă медальпе Чăваш Ен ПУҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫак асăннă службăра тивĕҫлĕ ĕҫлесе канăва тухнă ветерана – Зоя Юрасовăна чысланă. Вăл служба тивĕҫне яваплăха туйса, Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн 50 ҫул патнелле ĕҫленĕ.      

 Фоторепортаж



01 ноября 2017
15:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter