Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ 2017-мĕш ҫул валли пăхса хăварнă республика бюджетне ырланă

Госсовет Чувашии одобрил поправки в республиканский бюджет на 2017 годЧӳк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ 14-мĕш ларăвне хутшăннă. Депутатсем паян Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин 2017 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2018 тата 2019 ҫулсенчи тапхӑрти республика бюджечӗ ҫинчен" Саккун проектне тишкернĕ.  Кăҫал ҫак документа виҫҫĕмĕш хут тӳрлетӳсем кĕртнĕ.  

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина доклад тунă.

Чăваш Республикин 2017-мĕш ҫул валли йышăннă республика бюджечĕ вăтамран 499,6 млн ӳсесси паллă. Бюджетăн тăкаксен пайĕнче хушма укҫа-тенкĕ уйăрнă, социаллă тĕллевлĕ программăсене пурнăҫа кĕртме тăкакланĕ.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн пайне аталантарма 1222,6 млн уйăрса хăварнă. Вĕсенчен 750 млн ытла медицина учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине ҫĕнетме, 30 млн тенкĕлĕх медицина хатĕрĕсене туянма палăртнă.  Ҫакăн пекех Шупашкарти Ленин проспектĕнче нумай функциллĕ поликлиникăра строительство ĕҫĕ хĕрӳ пырать. Хулари 2-мĕш №-лĕ Ача-пăча больницине реконструкцилеме те укҫа-тенкĕ палăртса хунă. Ҫак ĕҫсене пурнăҫлама республика хыснинчен  сахал мар укҫа тăкăнĕ.

Республикăра вĕрентӳ пайне аталантарма хушма пулăшу пулĕ, кăтарту 356,5 млн танлашать.  Вĕсенчен 156,5 млн регионти муниципалитетсене куҫать, унта ĕҫлекенсен шалу укҫине ӳстерме тăкакланĕ.

Вĕренӳ учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине ҫĕнетме тата та 187 млн уйăрса хăварнă. Пулăшупа вĕрентӳ хатĕрĕсене туянма, физика пӳлĕмĕсене ҫĕнетсе улăштарма, ятарлă приборсем илме, Ҫĕрпӳ хулинчи «Южный» микрорайонти шкула тирпейлесе ҫитерме тĕллев лартнă.   Палăртса хăвармалла, шкулсенче спортзалсене те юсама плана кĕртнĕ.

Чăваш Республикин Ҫул-йĕр фончĕ малтанхи кăтартуран 84,5 млн тенкĕлĕх ӳсĕ.

Мĕнпур ҫĕнĕлĕхсемпе тӳрлетӳсем кĕртсе хăварнă хыҫҫăн, 2017 ҫулхи республика хыснин тупăш пайĕ - 43690,1 млн пулĕ, тăкак пайĕ  - 44913,2 млн танлашать. Дефицит республика хыснин малтанхи шайра пулать, вăл 1223,1 млн танлашать.

Чăваш Республикин патшалăх умĕнчи парăмĕ 2018-мĕш ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 14203,6 млн пулĕ.  

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем тĕрлĕ ыйтусем хускатнă. Шалу укҫи пирки, нумай ачаллă ҫемьесене социаллă пулăшусемпе тивĕҫтересси ҫинчен те самай ыйтусем панă.  Парламентари ҫĕнетнĕ ĕҫ хутне тĕпрен ырланă, бюджета кĕртнĕ тӳрлетӳсене лайăх тенĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, республикăри куҫ чирĕсене сиплекен больницăн тĕп врачĕ Дмитрий Арсютов хăйĕн докладĕнче ҫапларах каланă: «Сывлăх сыхлавĕн пайне ҫакăн пек хушма укҫа-тенкĕ йышăнса хăварни, тĕрлĕ медицина хатĕрĕсене пуянлатма анчах мар, сывлăх пайĕнче профилактика ĕҫне те йĕркелесе пыма чылай витĕм кӳрет», - тенĕ. Документа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ ырланă, республика хыснинчен хушма 1,2 млрд тенкĕ пысăк ĕҫсем пурнăҫлама май парассине асăннă.  Республикăри шкулсенче 70 процента яхăн ятарлă стоматологи уйрăмĕсем вырнаҫнине палăртнă. Ҫитес тапхăрта шкулсенче сывлăх сыхлавне аталантарассипе йышăннă проекта тĕпе хурса тата та 28 пункт уҫма тĕллев лартнине тепĕр хут палăртса каланă депутат.  Енчен те тĕллев лартнисем пĕтĕмпех пурнăҫлансан, куҫ чирĕсемпе чирлекенсен шучĕ 20 процента чакасси куҫкĕретех пулĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров хăйĕн сăмахĕнче шкулсенче физика пӳлĕмĕсене пуянлатни ачасене тарăн пĕлӳ пама пулăшать тенĕ.  Паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе пыни, тĕрлĕ конкурссенче ачасене мала тухма витĕм пулĕ, Раҫҫейри чи лайăх ТОП шкулсен йышне кĕрсе юлма та ансатланĕ тенĕ вăл.

Палăртса хăвармалла, вĕрентӳ ĕҫĕн кăтартăвĕсемпе Раҫҫейри чи лайăх вунă регион шутĕнче Чăваш Республики.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев депутатсене ҫак документа ырланăшăн тав тунă.   Укҫа-тенкĕ патшалăх программисене пурнăҫлама тăкакланассине ҫирĕплетсе хăварнă.

«Налуксене предприятисемпе организацисем вăхăтра куҫарса пынине кура, экономика хăватланнипе, республика бюджечĕ куҫкĕретех ырă енне улшăнса пырать.  Социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пĕтĕмпех вăхăтра татса парассишĕн пурсăмăр та ҫине тăрсах ĕҫлетпĕр», - тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.

Сесси вăхăтĕнче депутатсем ытти саккун проекчĕсене те тишкернĕ, тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.   

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев Чăваш Республикинчи патшалăх граждан службинче ĕҫлекенсен квалификациллĕ требованийĕсем ҫĕнелни пирки тĕплĕн каласа кăтартнă, Чăваш Республикин патшалăх граждан служащийĕсем пирки калакан Саккунăн 7-мĕш тата 15-мĕш статьисене ҫĕнĕлĕхсем кĕни ҫинчен ăнлантарса панă. Ĕҫ хутне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем ырланă.

Каҫал ен районĕнчи Урмаел маларах село тенĕ пулнă, халĕ вăл ял пулса тăнă. Депутатсем каялла Урмаел сали теме ыйтнă.  Палăртнă тăрăхра пĕтĕмпе 3200 ҫын пурăнать.  Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем те чылай.  Халăх референдум хыҫҫăн, Урмаел сали теме йышăннă.

«Урмаел питĕ ăнăҫлă аталанса пыракан пункт шутланать.  Инфратытăм ыттисемшĕн тĕслĕх тесен те йăнăш мар.  Ача ҫураласлăхĕн кăтартăвĕ пысăк, пĕр сăмахпа каласан, унăн пуласлăхĕ самай аван пулĕ», - тесе каланă Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов. Депутатсем палăртнă шухăшпа килĕшсе, сĕнĕве ырланă.  Паян Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.       

 Фоторепортаж



10 ноября 2017
17:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter