Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсен кунне халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă

Чӳк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсен кунне халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă.

Михаил Игнатьев Шалти ӗҫсен органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсене тата вете­ранӗсене професси уявĕпе саламланă, тухăҫлă ĕҫленĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем чун-чĕререн каланă. Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫсен министерствин мӗнпур подразделе­ни­йӗпе тытӑмӗн сотрудникӗсем саккунлӑхпа право йӗркине шанчӑклӑн хурал­ланине, чи кӑткӑс тӗллевсене пур­нӑҫланӑ чухне те килӗштерсе тата йӗр­келлӗ ӗҫлеме пултарнине уҫҫӑн кӑ­тартса па­нине ҫирĕппĕн палăртнă. Аслисем вĕренсе хăварнине ҫитĕнекен ăрури полицисем тĕпе хурса ĕҫленине палăртнă. Республика Правительствипе Шалти ӗҫсен министерстви ве­дом­ствӑсем хушшинче тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫленӗрен регионта ҫи­рӗп те лӑпкӑ лару-тӑру сыхланса пынине, халӑх власть органӗсене шанас­си ӳсет тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев полици ĕҫченĕсене паян уявра саламланă май. «Пирӗн пӗрлехи тӗллев – республикӑра пурӑнакан кашни ҫынах право йӗркине пӑсма хапсӑнакан киревсӗр ӗҫсенчен шан­чӑклӑ хӳтлӗх туптӑр, малашлӑха ырӑ шанӑҫпа пӑхтӑр тесе мӗн кир­лине пӗтӗмпех тӑ­васси», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Регионта «Хăрушлăхсăр хула» проект анлăн пурнăҫа кĕрсе пынине асăнса хăварнă регион Пуҫлăхĕ. Йĕрке пăсакансен шучĕ те республикăра кулленех чакса пыни куҫкĕретех тенĕ вăл.

Ĕҫре хастарлăхпа палăрнисене, пысăк ҫитĕнӳсем тунисене яланхиллех торжествăлла пайра патшалăх наградисем парса хавхалантарнă.  Ветерансем те ку хутĕнче пысăк хисепе тивĕҫнĕ.

Чăваш Республикин шалти ĕҫсен министрĕ Сергей Неяскин Чăваш Ен Пуҫлăхне хăйсене ҫакăн пек ырăпа каланăшăн тав тунă, республика ертӳлĕхĕ кирек-епле ыйтăва та татса пама яланах витĕм кӳнине палăртнă.  Професси ӑсталӑхӗ тата Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑнса мĕнпур ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланăшăн ĕҫтешсене ҫирӗп сывлӑх, ҫи­тӗ­нӳ­сем тата та професси шайне ӳстерсе пыма су­ннă.

Ҫак кун уява пухăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Енри федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров ăшшăн саламланă, ĕҫре ăнăҫусем суннă.



10 ноября 2017
18:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter