Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Шалти ӗҫсен органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата вете­ранӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Сирӗн ӗҫӗр хуть хӑш саманара та кӑткӑс тата хӑрушӑ шутланнӑ, ку вӑл халӗ те ҫаплах, ӑна пурнӑҫлама пысӑк чӑтӑм­лӑхпа хас­тарлӑх та­та хӑюлӑх кирлӗ.

Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫсен министерствин мӗнпур подразделе­ни­йӗпе тытӑмӗн сотрудникӗсем саккунлӑхпа право йӗркине шанчӑклӑн хурал­лаҫҫӗ, чи кӑткӑс тӗллевсене пур­нӑҫланӑ чухне те килӗштерсе тата йӗр­келлӗ ӗҫлеме пултарнине уҫҫӑн кӑ­тартса па­раҫҫӗ.

Республика Правительствипе Шалти ӗҫсен министерстви ве­дом­ствӑсем хушшинче тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫленӗрен регионта ҫи­рӗп те лӑпкӑ лару-тӑру сыхланса юлать, халӑх власть органӗсене шанас­си ӳсет. Пирӗн пӗрлехи тӗллев – республикӑра пурӑнакан кашни ҫынах право йӗркине пӑсма хапсӑнакан киревсӗр ӗҫсенчен шан­чӑклӑ хӳтлӗх туптӑр, малашлӑха ырӑ шанӑҫпа пӑхтӑр тесе мӗн кир­лине пӗтӗмпех тӑ­васси.

Професси ӑсталӑхӗ тата Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑнни, сир­тен кашниех хӑйӗн ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлани ве­домст­во ум­не лартнӑ тӗллевсене малашне те ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлама пу­лӑшса пы­расса шанса тӑ­ратӑп.

Шалти ӗҫсен органӗсен сотрудникӗсене ҫирӗп сывлӑх, ҫи­тӗ­нӳ­сем, ырлӑх-пурлӑх тата професси шайне ӳстерсе пыма су­натӑп.

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                             Михаил Игнатьев

 



10 ноября 2017
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter