Шупашкарта Халăхсен Туслăхĕн ҫуртне торжествăлла майпа уҫнă

В Чебоксарах открылся Дом дружбы народов Чувашской РеспубликиЧӳк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Шупашкарта Халăхсен Туслăхĕн ҫуртне торжествăлла майпа уҫнă.

Хĕрлĕ лентăна касма Чăваш республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Раҫҫей халăхĕсен Ассамблейĕн Канаш Председателĕ Светлана Смирнова, Чăваш Енри халăхсен  Ассамблейĕн Канаш Председателĕ Лев Кураков хутшăннă.

Чăваш Республикинче пĕтĕмпе 128 тĕрлĕ наци ҫыннисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе туслăн пурăнаҫҫĕ. Пĕтĕмпе регионта наци культурисен 36 пĕрлешĕвĕ ĕҫлет. Вĕсен пуҫарăвĕпе пурĕ ҫулсерен ҫĕршер ытла чаплă мероприятисем регионта иртеҫҫĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, регионта Халăхсен Туслăхĕн ҫуртне уҫни ҫав тери паллă пулăм пулнине асăннă. «Республикăри наци культурин автономийĕн ертӳҫисем Тăван ҫĕршывăмăра хисеплеччĕр, тĕрлĕ халăхсен йăли-йĕркисене ăса хывса пурăнччĕр тесе сахал мар тăрăшаҫҫĕ», - палăртнă вăл.

Тĕрлĕ нацисем хушшинчи туслăха ҫирĕплетме ҫак ҫурт витĕм кӳресси паллă. «Тĕрлĕ халăх ҫыннисем ӳлĕмрен ҫак ҫурта пухăнса пĕр-пĕринпе туслăн калаҫса кирек-епле ыйтăва та татса пама пултараҫҫĕ.  Вĕсене валли нумай функциллĕ центр пулса тăчĕ. Пĕрле пухăнса вĕсем кăсăклă проектсене те пурнăҫа кĕртме пултарасси паллă. Кунта вĕсем чĕлхе пуянлăхне туйма, ыттисене тĕрлĕ халăхсен культурипе йăли-йĕрки ҫинчен каласа кăтартма пултараҫҫĕ», - тенĕ.

Республика Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, ачасенче патриотизм туйăмне аталантарасси, ытти халăхсене хисеплеме вĕрентесси пĕтĕмпех ҫемьерен пуҫланать тенĕ сăмаха малалла тăснă май.

«Обществăлла организацисем ыйтнипе, ҫынсем сĕнӳ тăратнине шута илсе, Чăваш Енре 2017-мĕш ҫула Амăшĕпе Ашшĕн ҫулталăкĕ теме йышăнса хăварнă. Пирĕн атте-аннесем хăйсен ачисем Раҫҫей Федерацийĕн тивĕҫлĕ гражданĕсем пулса ҫитĕнччĕр тесе сахал мар вăй хураҫҫĕ. Йăх-несĕлĕмĕрсен йăли-йĕркисене ҫитĕнекен ăрăва вĕрентсе хăварассишĕн тăрăшаҫҫĕ, влаҫ органĕсенче ĕҫлекенсемпе обществăлла организацисем пĕрне-пĕри пулăшса ăнланса пыраҫҫĕ, наци культурин пуянлăхĕ упранса юлтăр тесе кирлĕ пек мĕнпур условисем йĕркелесе тăратма тăрăшаҫҫĕ», - тенĕ вăл.

Паян мероприятине пухăннисене ҫывхарса килекен Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе  республика Пуҫлăхĕ ăшшăн саламланă.

«Кашни халăхăн йăли-йĕрки - Раҫҫейĕн мĕнпур халăх культурин уйрăлми пайĕ пулса тăрать», - тесе каланă вăл.  

«Ҫулталăк кăна иртрĕ Чăваш Республикинче Халăхсен Ассамблейне йĕркелесе янăранпа.  Ҫак кĕске вăхăт хушшинчех сахал мар ĕҫ пурнăҫланă вĕсем!», - тесе каланă Раҫҫей халăхĕсен Ассамблейĕн Канаш Председателĕ Светлана Смирнова.

Раççей халăхĕсен Ассамблейин Председателĕ Светлана Смирнова халăхсен туслăхне çирĕплетес енĕпе тухăçлă ĕçленĕшĕн Михаил Васильевич Игнатьева Раççей Халăхсен Ассамблейин Ылтăн медальне парса чысланă.

 «Влаҫ органĕсенче ĕҫлекенсемпе обществăлла организацисем пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлесен, ăнăҫу тата ҫитĕнӳ пулатех. Халăх Туслăхĕн ҫуртне уҫни – ҫакă ҫитĕнӳ, пирĕн ĕҫсен пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ», - тесе малалла тăснă сăмаха вăл.  

Паян ҫак савăнăҫлă пулăма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев, РФ Беларуҫ Республикин хисеплĕ консулĕ, Тутарстан Республикинчи халăхсен Ассамблейĕн Канаш Председателĕн ҫумĕ Сергей Маруденко тата та ытти официаллă хăнасем пуҫтарăннă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле пуҫтарăннă официаллă  хăнасем ҫурта кĕрсе унти условисемпе паллашнă. Наци ӳнерҫисен ĕҫĕсемпе кăсăкланнă, тĕрлĕ куравсене пăхса хакланă.

Мероприяти вĕҫленес умĕн «ҫавра сĕтел» мелĕпе ертӳҫĕсем тĕплĕ калаҫу ирттернĕ, актуаллă ыйтусене сӳтсе явнă.  

Палăртса хăваратпăр, ҫак ҫӳлерех асăннă ҫурта хута яма республика хыснинчен 10 млн тăкакланă.

2018-2019-мĕш ҫулсенче ҫуртăн шалти пайне пуянлатса тирпейлеме 16,5 млн уйăрма палăртса хунă.  Ҫак пулăшăва пĕтĕмпех Чăваш автономи облаҫне йĕркелесе янăранпа 100 ҫул ҫитнине халалланă.

Халăх пĕрлĕхĕн ҫуртĕнче тăрăшакансем  наци культурипе ҫыхăннă патшалăх программисене пурнăҫа кĕртсе пырассипе ĕҫлĕҫ, ытларах та ытларах халăх валли тĕрлĕ мероприятисем ирттерĕҫ, халăхсен хушшинчи ҫыхăнусене анлăлатассипе тимлĕҫ.   

Фоторепортаж



02 ноября 2017
16:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter