Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Санкт-Петербургри инвестициллĕ строительство проекчĕсен Фондăн делегацийĕпе тата Ҫĕнĕ банк аталанăвĕн представителĕсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Санкт-Петербургри инвестициллĕ строительство проекчĕсен Фондăн делегацийĕпе тата Ҫĕнĕ банк аталанăвĕн представителĕсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.   Ертӳҫĕсем калаҫу вăхăтĕнче РФ хулисене шывпа тивĕҫтерессипе ĕҫлекен проекта Чăваш Ене хутшăнтарасси пирки тĕплĕн сӳтсе явнă. Тăкаксене Ҫĕнĕ банк аталанăвĕн шучĕпе саплаштарасси пирки сăмахланă.

2018 ҫулта пĕрремĕш кварталта Раҫҫей Федерацийĕн Строительство министрĕ хуласене суйласа илме ирĕк паракан конкурс йĕркелеме палăртса хунă. Строительство ĕҫне пурнăҫлама подрядлă организацисене ĕҫе явăҫтарма конкурс ирттерме те тĕллев лартнă. Проекта пурнăҫа кĕртме Ҫĕнĕ банк аталанăвĕ витĕм кӳме палăртнă.    Проектăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – халăха пахалăхлă шывпа тивĕҫтересси, тавралăха сиен кӳрессинчен пăрасси.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионăн пилотлă проектсене хутшăнса ĕҫлессипе паха опыт пуррине пĕлтернĕ.

РФ Правительствипе Халăхсен хушшинчи банка реконструкцилес тата Раҫҫейре ЖКХ реформăлас тытăмсен проекчĕсене хутшăнакан 10-шĕнчен пĕри Чăваш Республики пулса тăнине каланă вăл.  2016 ҫулта регионта сахал мар пысăк объектсене хута янă. «Вятка» автоҫулпа «БОС» ГУП хушшинчи коллектора реконструкциленĕ. Ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле Шупашкарта нумай хваттерлĕ ҫуртсенче шывпа тата ăшăпа тивĕҫтермелли системăна автоматика шайне илсе ҫитерес ĕҫе вĕҫлеме палăртса хунă.

«Тĕнчери пысăк банксемпе ĕҫлессипе пирĕн пысăк опыт пур. Вĕсем пире шанни те куҫкĕретех. Малашне те тачă ҫыхăнса ĕҫлеме хатĕр. Пысăк проектсене пурнăҫа кĕртме тăрăшăпăр», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Ҫĕнĕ банкăн вице-президенчĕ Ксиан Жу  господин хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева ырласа тав сăмахĕсем каланă.

«Сирĕн тăрăха килсе ҫитсенех эпир тӳрех ăнланса туйса илтĕмĕр, вырăнти халăх проект ĕҫĕпе ĕҫлеме кăсăкланнине.  Проект пурнăҫланассине те ĕненетпĕр. Регионта инфратытăм «ҫирĕп ура» ҫинче тăрать.  Субъектăн банксемпе ĕҫлессипе те ыттисемшĕн тĕслĕх пулни никамшăн  вăрттăнлăх мар», - тенĕ вăл.

Ксиан Жу  господин енчен те ҫак проект пурнăҫа кĕрес пулсан, вăл тăваттăмĕш шучĕпе тăнине асăннă.  Раҫҫейре ҫӳлерех асăннă банк витĕмĕпе сахал мар ĕҫсем пурнăҫланни куҫкĕретех. «Чăваш Енре пуласлăх пуррине иккĕленместпĕр.  Ытти пайсемпе те ĕҫлеме тĕллев лартатпăр», - тесе хушса каланă вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.

 

Фоторепортаж



29 ноября 2017
08:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter