Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Аслă Сучĕн ҫĕнĕ Председателĕпе Анатолий Петровпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев встретился с новым Председателем Верховного Суда Чувашской Республики Анатолием Петровым Чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Аслă Сучĕн ҫĕнĕ Председателĕпе Анатолий Петровпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Ăна ҫак должноҫе Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ 2017 ҫулта юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче 506-мĕш №-лĕ Указĕпе ҫирĕплетнĕ пулнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Анатолий Петрова ҫĕнĕ должноҫе ларнă ятпа саламланă, малашнехи ĕҫре ӳсĕмсем тума суннă. «Эсир ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсемпе тачă ҫыхăнса тухăҫлă ĕҫленинчен  Чăваш Ен аталанăвĕ те килет.  Сирĕн кулленхи ĕҫре саккунсене пăхăнса таса чунпа яваплăха туйса ĕҫлемелле», - тенĕ Михаил Игнатьев.  

Анатолий Петров Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин хăйне  пысăка хурса шаннине тӳрре кăларассине каланă.

Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем патшалăх ыйтăвĕсене пурнăҫлассипе ҫыхăннă самантсем пирки тĕплĕн канашланă. Судсен ĕҫ-хĕлне лайăхлатас, Шупашкарти Мускав районĕн Суд ҫурчĕн строительство ыйтăвне те хускатнă.

Фоторепортаж



29 ноября 2017
17:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter