«РФ Президенчĕ Владимир Путин палăртнă демографи политикин пысăк калăпăшлă реформи туллин пурнăҫланасси никама та иккĕлентермĕ», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

 

Паянхи ĕҫе ҫакăн пекех республика Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Республикин вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, Чăваш Енри Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Алевтина Федорова, регионăн Ашшĕсен канашĕн председателĕ Алексей Мурыгин, республикăра массăллă информаци хатĕрĕсенче тимлекенсем пуҫтарăннă.  

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче РФ Президенчĕ сĕнĕвĕсене шута хурса, 2018 ҫултан ҫемьере пĕрремĕш ача ҫуралнăшăн уйăхсерен укҫан пулăшу куҫасси паллă тесе пĕлтернĕ. 2021-мĕш ҫулччен, амăшĕн капиталне те тӳлеме тĕллев лартнине асăннă.  Ҫамрăк ҫемьесене хваттерсем туянма ипотека кредитне пама ятарлă программăсем хатĕррине палăртнă,  Ача сачĕсенче яслисем пулассине, сиплев учрежденийĕсенче пурлăхпа техника бази пуянланассине каланă.

Уйăхсерен куҫакан укҫана ачасене ҫулталăк ҫурăна ҫитиччен тӳлĕҫ. Ҫемье тупăшне те шута илесси паллă.  Ҫак пулăшу валли виҫĕ ҫула 144,5 млрд тенкĕ пăхса хăварнă.

Амăшĕн капиталне 2021 ҫулта раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен тăсма палăртнă.  Унпа усă курма хушма мерăсем йышăнма тĕллев лартнă. Йывăр ҫемьесенче пурăнакансене уйăхсерен пулăшăва куҫарса пама пăхса хăварнă.  Шăпăрлансем ача садне ҫӳренĕшĕн те тăкака тӳлеме куҫарасси пирки май пуррине асăннă.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев паян Указ алă пусса ҫирĕплетнине пĕлтернĕ. 2017 ҫулта чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ҫемьесенче виҫҫĕмĕш ача ҫуралнăшăн е тата малаллисемшĕн, пепке виҫĕ ҫула тултариччен, уйăхсерен пурăнмалли чи пĕчĕк укҫа виҫине тивĕҫĕҫ. Палăртмалла енчен те ачасем 2016 ҫулта раштав уйăхĕн 31-мĕшĕ хыҫҫăн ҫуралнă пулсан. Указ официаллă майпа пичетленнĕ хыҫҫăн вунă кунран вăя кĕрет.

«2021 ҫулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен амăшĕн капиталне тӳлемелли ĕҫе эпир, Чăваш Ен те, хутшăнăпăр», - тесе пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Аса илтеретпĕр,  ҫемьере виҫҫĕмĕш пепке ҫуралнăшăн е тата виҫҫĕмĕш ачана усрава илнĕ пулсан, амăшĕн капиталне республикăран 100 пин тенкĕ куҫарса пама тĕллев лартнă.  РФ хыснинчен ҫак пулăшу пĕр ҫемьене 453 пин тенкĕ куҫĕ. РФ Президенчĕ Владимир Путин хваттерсем туянма ипотека кредитне илме ятарлă программăсем хатĕрлеме сĕнет.  Ҫак пулăшăва ӳлĕмрен 2018 ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа ҫемьесенче иккĕмĕш е тата виҫҫĕмĕш ача ҫуларнисем тивĕҫесси паллă пулĕ. Ҫамрăк ҫемьесем маларахри тапхăрта кредит хваттерсем илме туяннă пулсан, тăкака та саплаштарма пултарĕҫ, кредит ставки самай пĕчĕкленни савăнтарать, виҫе 6 процентпа танлашĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, ку мерăсемпе регионта пурăнакан ҫамрăк ҫемьесем усă курасси куҫкĕретех пулĕ тенĕ. Палăртса хăвармалла, халлĕхе республикăра ипотека кредичĕн ставки 11 процентпа танлашать.  Енчен те патшалăх пулăшу пама май шыраса тупсан, виҫе 6 процентпа танлашсан, ҫамрăксене самай пурăнма хавхалантарĕ.

«Ҫакă  пысăк пĕлтерĕшлĕ йышăну.  Пĕр енчен калас пулсан, ҫемьесене малашлăха ăнтăлма хистет, пурăнма условисем йĕркелесе тăратать, тепĕр енчен строительство пайĕнче ĕҫлекенсемшĕн те пысăк яваплăх.  Енчен те ĕҫ пулсан, строительство малалла аталанасси никама та иккĕлентермĕ",- тесе хăй сăмахне каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Раҫҫей Президенчĕ яслисенче икĕ уйăхран пуҫласа виҫĕ ҫула ҫитиччен пепкесем валли ҫителĕклĕ вырăнсем хатĕрлемеллине асăннă, ыйтăва туллин тивĕҫтермеллине пĕр хутчен ҫеҫ мар ҫирĕплетнĕ. Ача-пăча поликлиникисенче тăтăшах реконструкцисем ирттермеллине, тĕпрен юсавсем тумаллине, пурлăхпа техника базине те пуянлатмаллине калать.  

«Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн йышăнăвне эпир ырлатпăр, савăнсах мăнаҫланатпăр.  Ҫамрăк ҫемьесем финанс йывăрлăхне туйни - пĕчĕк пепке ҫурлалсан уйрăмах палăрать.  Паянхи куна упранса юлнă пулăшусемсĕр пуҫне ҫак хушма мерăсем ҫамрăксене чылай витĕм кӳрĕҫ.  Ачасене ӳстерме меллĕ пулĕ, сахал тупăшлă ҫемьесене аталанса пыма аван. Енчен те ипотека кредичĕн ставки 6 процент пулсан, ҫамрăк мăшăрсем хăйсен хваттер ыйтăвне туххăмрах татса парасси те иккĕлентермĕ.  Апла пулсан, ӳлĕмрен те демографи лару-тăрăвĕ ырă енне улшăнса пырасси паллă.  Кун пирки ҫапла пулассине эпир шанатпăр», - тесе хăй шухăшне каланă Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов.   

Чăваш Республикин Патшалăх канашĕн депутачĕ, регионти «Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ» обществăлла организаци ҫумĕнчи Ашшĕсен канашĕн председателĕ Алексей Мурыгин ҫапларах каланă: «Кăҫал, чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕ,  Раҫҫейшĕн хăйне евĕр паллă пулăм пулса тăчĕ. РФ Президенчĕ Владимир Путин пуҫарăвĕпе ҫак пысăк ĕҫ пулса иртрĕ, граждансен пурнăҫ  условийĕн шайне лайăхлатма май пуласси куҫкĕретех. Амăшĕн капиталне тӳлессипе ҫыхăннă ыйту малашне те пурнăҫланасси пурсăмăра та хавхалантарать.  Унпа тĕллевлĕн усă курма анлă ҫул-йĕрсем пуласси никама та иккĕлентермĕ», - тенĕ. 

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсене РФ Президенчĕ лартнă пуҫаруллă тĕллевсене пурнăҫлама чĕнсе каланă, вăхăта вăраха тăсмасăр тăрăшмаллине асăрхаттарнă.

«РФ Президенчĕ Владимир Путин палăртнă демографи политикин пысăк калăпăшлă реформи туллин пурнăҫланасси никама та иккĕлентермĕ», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Фоторепортаж



29 ноября 2017
14:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter