Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ростуризм Ертӳҫипе Олег Сафоновпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Руководитель Ростуризма Олег Сафонов: «Мы видим положительные изменения, позитивную динамику развития внутреннего и въездного туризма в Чувашии»Чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ростуризм Ертӳҫипе Олег Сафоновпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Тĕплĕ калаҫăва пухăннă ертӳҫĕсем «Создание туристско-рекреационного кластера «Этническая Чувашия» инвестициллĕ проект пурнăҫа епле кĕрсе пыни ҫинчен тĕплĕн сӳтсе явнă.  Регионта федерацин тĕллевлĕ программи мĕнле пурнăҫа кĕнине пăхса тухнă.

«Чăваш Ен ҫав тери кăсăклă пуриншĕн те, пуласлăхĕ те унăн чаплă.  Туризм ыйтăвĕ кирлĕ пек шайра пурнăҫланса пырать.  Эпир хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех йĕркелесе пама тăрăшăпăр. Сирĕн проектсем лайăх.  Чăваш Енре туризма аталантарма пысăк витĕм кӳнĕшĕн, Сире Михаил Васильевич, пысăк тав. Сирĕн пуҫарăва эпир пысăка хурса хаклатпăр», - тесе каланă Ростуризм Ертӳҫи Олег Сафонов.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Енри туризм аталанăвне ҫӳллĕ шайра хакланăшăн хирĕҫле тав сăмахĕсем каланă.

«Сахал мар бюджетран укҫа-тенкĕ тăкакланă.  Ҫак ĕҫ пире хушма пулăшу кӳрет, тухăҫлă ĕҫлеме май парать, хамăр ҫине илнĕ ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫлама хистет. Эсир, республикăри «Создание туристско-рекреационного кластера «Этническая Чувашия» инвестици хывнă проектпа тĕплĕн паллашрăр.   Ĕҫсене пĕтĕмпех вĕҫне-хĕрне ҫитерме тĕллев лартнă. Кирек-епле йывăрлăх сиксе тухас пулсан та, малаллах ăнтăлăпăр. Енчен те эсир пулăшу кӳмен пулнă пулсан, эпир ҫак проектсене йышăнса та хăварайман пулнă пулăттăмăр. Объектсене хута яма федераци хыснинчен чылай пулăшу куҫнă. Халăх хулара тин ҫеҫ ҫĕкленсе пыракан объектсене хапăл тусах йышăнать, туристсем те килсех тăраҫҫĕ.  Ҫак ĕҫсем ӳлĕмрен тата та лайăхрах пулса пырасси те паллă, пысăк хăвăртлăхпа ҫӳретме май паракан «Мускав-Хусан» магистраль хута кайсан ҫăмăллăхсем тата та пулĕҫ-ха», - тенĕ регион Ертӳҫи.

Олег Сафонов хăйĕн сăмахĕнче  регионта пурнăҫланă ĕҫсене пысăка хакланă. «Ĕҫсем питĕ активлă пулса пыраҫҫĕ.  Проект кăсăклă, унăн пуласлăхĕ те пысăк. Чăваш Республикинче федерацин тĕллевлĕ программи пурнăҫа кĕни пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ырă улшăнусене сисетпĕр.  Республикăра туризм ҫирĕп аталана пыни куҫкĕретех», - тесе каланă вăл.

Ҫитес тапхăрта федераци шайĕнче тепĕр пысăк проект анлă сарăлассине пĕлтернĕ сумлă хăна.  Ăна 2019-2025-мĕш ҫулсем валли йышăнса хăварасшăн тесе каланă сăмаха малалла тăснă май. «Енчен те ҫак проекта Чăваш Республики хутшăнсан, питĕ кăмăллă пулнă пулĕччĕ», -  тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе. 

Фоторепортаж



03 ноября 2017
13:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter