Чăваш Енре Ял хуҫалăхĕпе тирпейлекен промышленноҫ ĕҫченĕсен кунне халалласа торжествăлла мероприяти иртнĕ

Аграрии Чувашии завершили сельскохозяйственный год с наградамиЧӳк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Ял хуҫалăхĕпе тирпейлекен промышленноҫ  ĕҫченĕсен кунне халалласа торжествăлла мероприяти иртнĕ.

Уява пухăннă аграри ĕҫченĕсене чи малтанах Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă.

Мероприятийĕн торжествăлла пайĕ пуҫланиччен, пухăннисем тĕрлĕ курав ĕҫĕсемпе паллашнă, тĕрлĕ таварсен пахалăхне курса хакланă.

«Эпир сирĕнпе ҫураки вăхăтĕнче сахал мар тĕлпулусем ирттернĕ. Ун чухнехи вăхăтра пурсăмăр та тухăҫа епле пухса кĕртмелли пирки чылай пăшăрханнă», - палăртнă регион  Ертӳҫи ял ĕҫченĕсене саламланă май, тăрăшни кăлăхах мар, ҫитĕнӳсем кăҫал пĕлтĕрхинчен те пысăкрах пулчĕҫ тесе пĕтĕмлетнĕ сăмаха.  

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче тата ҫакна та палăртса хăварнă, ҫак отрасльте ĕҫлеме пĕлекен паха специалистсем нумайлансах пынине асăннă. Каламасăрах паллă, вĕсем чăнласах та ҫĕрпе тухăҫлă ĕҫлеҫҫĕ, унăн витĕмлĕхне ăнланаҫҫĕ. Муниципалитет ертӳҫисене вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне аталантарса пыма кирлĕ пек мĕнпур условисене йĕркелесе тăратмаллине чĕнсе каланă. Ял хуҫалăх валли уйăрнă ҫĕр лаптăкĕсене пусă ҫаврăнăшне кĕртессипе те ҫине тăрса ĕҫлемеллине асăрхаттарнă.

Регион Ертӳҫи ҫамрăк специалистсене ял хуҫалăх пайĕпе тăрăшса тата ăнланса ĕҫлеме пĕлмеллине каланă. Сăмаха май, агропромышленноҫ комплексĕнче тăрăшса тава тивĕҫлĕ канăва тухнă ветерансене, республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕшĕн пысăк тӳпе хывнăшăн мухтаса тав тунă.

Михаил Игнатьев республикăри ял хуҫалăх пайĕнче тăрăшакансем регионта пурăнакансем валли ҫителĕклĕ таран таварсем тирпейлесе кăларнине асăннă. Ҫитес ҫул та аграри пайĕнче вăй хуракансене тухăҫа кирлĕ пек шайра пуҫтарса илме сĕннĕ.

Республикăн ял хуҫалăх тытăмĕнчи ĕҫ кăтартăвĕсемпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов тĕплĕн паллаштарнă.  Вăл хăйĕн сăмахĕнче, кăҫалхи ҫул ытти ҫулхисемпе танлаштарсан, калама ҫук пысăк тухăҫ пуҫтарса тирпейлесе кĕртнине асăннă хăйĕн докладĕнче. Юлашки ҫирĕм ҫул хушшинче кун пек ҫитĕнӳ пачах та пулман.  Тырă пӳлмене 650 пин тонна пуҫтарса хунă. Ҫĕрулмине те чылай пухни сисĕнет. Сĕт-ҫу  тирпейлессипе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те сахал мар пысăк ҫитĕнӳсем тунă.

Ял хуҫалăх пайĕнче чылай инвестициллĕ проекчĕсем пурнăҫа кĕрсе пынă, патшалăх енчен пулăшу куҫать.

«Чăваш Республикинчи аграри пайне 2017 ҫулта аталанса пыма патшалăх енчен куҫакан пулăшу 14 процент хăпарнă, кăтарту 2,4 млрд танлашать.   Ҫитес ҫул епле патшалăх пулăшăвĕ пуласси хамăртан пĕтĕмпех килет. Енчен те ҫитĕнӳсемпе ĕҫлесен, шанса панă ĕҫсене яваплăха туйса пурнăҫласан, ӳсĕм пулĕ-ха», - тесе калаҫăва пĕтĕмлетнĕ министр.

Ҫак кун уява пухăннă ял ĕҫченĕсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев, Раҫҫей Федерацийĕн Общество палатин пайташĕ, Чăваш Республикин муфтийĕ Альбир Крганов тата ытти официаллă хăнасем саламлама пуҫтарăннă.

Торжествăлла пайра республика Пуҫлăхĕ ял хуҫалăх тытăмĕнче ĕҫлесе хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса чысланă.   

Фоторепортаж



03 ноября 2017
09:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter