«Чăваш Республикинче 2011-2018-мĕш ҫулсене валли Раҫҫей Федерацийĕнче туризма аталантарассипе палăртнă федерацин тĕллевлĕ программи ăнăҫлă пурнăҫланать. Ҫак ĕҫре пысăк тӳпе хываканĕ - Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Куншăн ăна эпĕ мухтаса пысăк тав сăмахĕсем калатăп», - тесе палăртнă Раҫҫей туризм агенствин Ертӳҫи Олег Сафонов

Ростуризм назвал успешной работу, проводимую в Чувашии по развитию туризма«Чăваш Республикинче 2011-2018-мĕш ҫулсене валли Раҫҫей Федерацийĕнче туризма аталантарассипе палăртнă федерацин тĕллевлĕ программи ăнăҫлă пурнăҫланать.  Ҫак ĕҫре пысăк тӳпе хываканĕ - Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Куншăн ăна эпĕ мухтаса пысăк тав сăмахĕсем калатăп», - тесе палăртнă Раҫҫей туризм агенствин Ертӳҫи Олег Сафонов.  Ҫак сăмахсенчен пуҫланă ĕҫлĕ канашлăва уҫнă май сумлă хăна.  Пухăннă ертӳҫĕсем  Чăваш Республикинче «Этническая Чувашия» инвестициллĕ проект пурнăҫа епле кĕрсе пынине анлăн тишкернĕ.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Енре ĕҫлĕ визитпа Олег Сафонов пулнă.  Вăл регионта туризма аталантарассипе пурнăҫланакан объектсемпе паллашнă, строительство ĕҫĕсемпе кăсăкланнă.  Шупашкар хулинчи Мускав районĕнчи Атăлăн ҫыран хĕрринчи тĕрлĕ ĕҫсене курса ĕненнĕ, объектсен пахалăх шайне пысăка хурса хакланă.  Ҫак кун ертӳҫĕсем Наци ӳнерĕнче, Чăваш тĕррисен музейĕнче, Культурăпа туризм центрĕн ĕҫĕпе кăсăкланнă.  

Олег Сафонов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинче федераци йышăнакан кирек епле программăна та туллин пурнăҫласа пынине тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă.   Палăртма кăмăллă, «Амазония» этнокомплекс ҫывăхĕнче ҫав тери пысăк спорт комплексĕ хута кайнă, ҫамрăксем маунтинбайк енĕпе хăйсен ăсталăхне туптани куҫкĕретех.  Сумлă хăна Шупашкарта ҫулсем тирпейлĕ пулнине, пахалăх енчен те ҫӳллĕ шайра тесе хакланă.

Регионта туризм ҫирĕп аталантăр тесе, влаҫ органĕсенче тимлекенсемпе бизнес пĕрлешӳсем пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫленине, ӳсĕмсем патне ăнтăлнине каланă. Сăмаха май, RUSSIATRAVEL порталĕнче Чăваш Ен, уйрăмах Шупашкар пирки хыпарсене анлăрах йĕркелесе тăратма чĕнсе каланă. Промышленноҫ енĕпе те туризма аталантарма сĕннĕ. Туристсем яланах хапăл тусах промышленноҫ предприятийĕсен таварĕсемпе кăсăкланнине палăртнă. Калăпăр, регионта «АККОНД», ликероводочнăй завод таварĕсем те паха тенĕ. «Гастрономическая карта России» проекта Чăваш Республики кĕрсе юлма пултарассине нимĕн иккĕленмесĕрех каланă.  «Республикăна туристсем пĕтĕм кăмăлтан килеҫҫĕ, кăтарту ҫулран ҫул ӳссе пырать. Калăпăр, 2016-мĕш ҫул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, кăтарту 7 процент ӳсни сисĕнет.  Кăҫал тата та ытларах пуласси те паллă. Сирĕн пуласлăх пысăк, проектсем сахал мар», - тесе каланă вăл.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин туризм агенствин Ертӳҫине ҫакăн пек ырă сăмахсемшĕн, регионăн ĕҫне пысăка хурса хакланăшăн тав тунă.  Сăмаха май, регионта обществăлла политика лару-тăрăвĕ пĕр тикĕс лайăх аталанса пынине каланă. Чăваш Енре йăла-йĕркене упраса хăварассшĕн, халăхсен туслăхне ҫирĕплетсе пырассишĕн тимлĕ ĕҫлесе пынине асăннă.

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев «Создание туристско-рекреационного кластера «Этническая Чувашия» проект пирки тĕплĕн каласа кăтартнă.

2013-2017-мĕш ҫулсенче тĕрлĕ бюджет ҫăлкуҫĕсенчен проекта пурнăҫа кĕртме 2 млрд 900 млн тенкĕ тăкакланине пĕлтернĕ. Вăл шутран федераци хыснинчен 955 млн куҫнине асăннă.

Инфратытăма аталантарма май паракан 14 объект уҫнă. Кăҫал ҫулла хулара аквапарк хута кайнă, халăх питĕ кăмăллă, ҫынсем чылай ҫӳренĕ. Ытти объектсенче те строительство ĕҫĕсем малалла пыраҫҫĕ. «Ясна» этнокомплексра ятарлă ял ҫĕкленнĕ, унта туристсем ҫав тери нумайăн пуҫтарăнаҫҫĕ. Пĕр сăмахпа каласан пурне те килĕшет.  

«ТРИгрупп»  ТМЯО проектсемпе ĕҫлекен  мененджер Марина Федорова хăнасене объектсен ĕҫĕсем пирки тĕплĕнрех каласа кăтартнă. Ростуризм ĕҫченĕсене кирек-епле ыйтăва та яланах татса пама витĕм кӳнĕшĕн мухтанă.

«Проект питĕ кăсăклă. Активлă аталанса пырать. Паянах ҫак ĕҫсене Раҫҫей шайне кăларса халăх патне илсе ҫитерме тăрăшмалла. Туристсем валли маршрут та пур, ăна ҫирĕплетнĕ.  Пĕтĕмпех ĕҫ пурнăҫланса пырасса кĕтсе лармалла мар, ҫынсене ытларах та ытларах явăҫтарас ыйту ҫине тимлĕх уйăрмалла», - тенĕ Олег Сафонов.

Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков Мускавăн Атăл ҫыран хĕррине илем кӳртесси ыйтăва Федерацин туризм агенстви самай пысăк пулăшу панине асăннă. Проект ĕҫĕсене пĕтĕмпе виҫĕ тапхăрпа пурнăҫлама тĕллев лартнине пĕлтернĕ.  Халлĕхе пĕрремĕш тапхăр тĕпрен пурнăҫа кĕнĕ тесе палăртнă вăл.

«Маларахри ҫулсенче шыва кĕмелли ятарлă пляжа пĕтĕмпе те ҫуллахи тапхăрта 30 пин ҫын ҫеҫ ҫӳренĕ пулсан, кăҫал ҫак кăтарту миллион ытла ӳссе кайнă. Ҫитĕнĕве ҫак кăтарту та ҫирĕплетет», - тенĕ вăл.

Олег Сафонов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енĕн тĕп хулинче туризм чăнласах та вăйлă аталаннине тепĕр хут палăртнă. «Объектсем ҫине пăхма питĕ кăмăллă.  Пур хатĕрсене те кăсăклă вырнаҫтарнă. Специалистсен професси пĕлĕвĕ пысăк пулни курăнать», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

«Пурсăмăр та пĕрле тăрăшса проектсене пурнăҫа кĕрсе пырассине ĕненетĕп. Инвесторсене те ытларах явăҫтарасси пирки иккĕленместĕп. Бизнес-инфратытăмĕн объекчĕсем пахалăх енчен пысăк шайра пулнине куратпăр», - тесе пĕтĕмлетнĕ сăмаха сумлă хăна.   «Чăваш Республикинче туризм аталанăвне пысăка хурса хаклатпăр, проектсем ăнăҫлă», - тесе тепĕр хут уйрăммăн палăртса каланă журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май Олег Сафонов.

«Эпир регионта федераци тĕллевлĕ программи пурнăҫа кĕрсе пынине тĕплĕн тишкертĕмĕр.   Хам куҫпа курса, объектсен ĕҫĕсене курса хакларăм.  Строительство пысăк шайра. Объект ĕҫĕсем туллин пурнăҫа та кĕрсе ĕлкĕреймен-ха, анчах та халăх кăмăлласах ҫӳрет вĕсене курма - ку вара чи пахи. Ҫак ĕҫе пурнăҫлама кирлĕ пек йышăнусем тунине куҫкĕретех ҫирĕплетсе парать.  Регион илемлĕ, хула сăн-сăпачĕ ырă енне улшăнса пыни пурсăмăра та хавхалантарать.  Ҫынсем питĕ кăмăллă ĕҫсемпе, ҫакна эпĕ те курса ĕнентĕм», - тенĕ Ростуризм Ертӳҫи Олег Сафонов.

Фоторепортаж



03 ноября 2017
11:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter