Чăваш Енпе Испани хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусем анлăланаҫҫĕ

Чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Мускавра пулнă.  Ҫул ҫӳревĕн тĕп тĕллевĕ - Чăваш Республикипе Испани Королевстви хушшинче икĕ енлĕ ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасси.

Мускавра Михаил Игнатьев Испани Королевствин Раҫҫей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Игнасио Ибаньесом Рубио господинпа тĕлпулу ирттернĕ.  

Тĕплĕ калаҫăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Раҫҫейпе ют ҫĕршывсен Roca Grоup генеральнăй директорĕ  Антонио Линарес, банк тытăмĕнче тăрăшакансем, бизнес пĕрлешӳсенче вăй хуракансем хутшăннă.

Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче икĕ ен хушшинче тахҫантанпах тĕвĕленнĕ ĕҫлĕ ҫыхăнусене ҫирĕп тытса пынине, ăна сарса пырассипе те кулленех тăрăшнине палăртнă.  Динамика ырă енне улшăнса пыни куҫкĕретех тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Икĕ ен хушшинче суту-илӳпе экономика енчен ĕҫлĕ ҫыхăнусем вăй илсе пынине палăртнă. Таварсен ҫаврăнăшĕ 2017-мĕш ҫулта кăрлач-ҫĕртме уйăхĕсенче чылай хăпарнине палăртнă Ертӳҫĕ.  Культура тытăмĕнче те ырă ылмашусем пуррине асăнса хăварнă вăл сăмаха малалла тăсса.

Игнасио Ибаньес Рубио  хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ пулса Михаил Игнатьев ĕҫленине ҫав тери хытă ырланă, чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕнче ыттисемшĕн тенĕ вăл.  Республикăн инвестици илĕртӳлĕхĕ пысăк пулнинче унăн тӳпи пысăк тесе палăртнă сумлă ертӳҫĕ.  Ют ҫĕршывсенчен инвесторсене явăҫтарассипе кулленех Чăваш Ен Пуҫлăхĕ тăрăшнине палăртнă.   Roca Group компанине Чăваш Республикинче производство уҫма пысăк пулăшу панăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă Михаил Игнатьев.  

Чăнласах та Чăваш Республикинче Roca Group ăнăҫлă ĕҫлет тесе ҫирĕплетнĕ Михаил Игнатьев. Раҫҫейри компанийĕн генеральнăй директорне Антон Линареса мухтаса хăварнă.  «Чăваш Енре Roca Group заводсем хута янă хыҫҫăн, ҫамрăксем валли ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрленнĕ. Производство кулленех сарăлса пырать. Roca брендпа таварсем чылай тирпейленсе тухаҫҫĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Антонио Линарес хăйĕн сăмахĕнче Roca Group предприятисене  Чăваш Енре питĕ ĕҫлеме килĕшнине пĕлтернĕ, хăйсене лайăх туяҫҫĕ тенĕ вăл.  «Раҫҫейре бизнеса аталантарма меллĕ регион Чăваш Ен шутланать. Тĕп центр пулса тăрать. Хальлĕхе тăватă испанец Чăваш Республикине пурăнма куҫса килнĕ. Вĕсем каялла хăйсен ҫĕршывне таврăнма шут тытмаҫҫĕ. Вĕсене пирĕн тăрăхра килĕшнĕ.   Пирĕн заводсем таварсене тирпейлесе кăларассипе чылай тăрăшаҫҫĕ. Чăваш Республикин Правительствин витĕмлĕхне эпир туятпăр.  Кирек епле сиксе тухакан йывăрлăха яланах вăхăтра татса пама тăрăшаҫҫĕ», - тенĕ сумлă ертӳҫĕ.

«Эпир Roca Group тĕслĕхĕпе ыттисем те сирĕн регионта ĕҫлеччĕр тесе тăрăшатпăр.  Пурте ҫакăн пек ĕҫлесен аван пулнă пулĕччĕ», - тесе хăй шухăшне пĕлтернĕ Игнасио Ибаньес Рубио. Паян малашнехи пурнăҫра социаллă пĕлтерĕшлĕ тата экономика тĕлĕшĕнчен ҫĕнĕ проектсене пурнăҫлас ыйтăва сӳтсе явма пухăннăшăн ҫав тери хĕпĕртерĕм тенĕ вăл.  

Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче ĕҫ климатне лайăхлатассипе, инвестици ытларах та ытларах явăҫтарассипе кулленех ĕҫленине палăртнă. Регионта бизнеса аталантарса пыма кирек-епле услови те пуррине каланă. Паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе ĕҫленине, ҫĕнĕ технологисем республикăра вăй илнине асăннă.  Чăваш Республики тĕнчери  95 ҫĕршывпа тачă ҫыхăнса ĕҫлет.  Регионта промышленноҫ пайĕ, ял хуҫалăх, транспорт инфратытăмĕ вăйлă аталанать, строительство куҫкĕретех ырă енне туртăнса пырать, кадрсен пĕлӳ шайĕ пысăк пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар, медицина хăватлă тесе каланă Михаил Игнатьев.

Юлашки ҫулсенче инвестициллĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ пысăк проекчĕсем пурнăҫа кĕнĕ. Раҫҫейĕпе те ҫук чаплă производствăсем хута кайнă. Халăх валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрленеҫҫĕ.  Халăх ĕҫсемпе кăмăллă пулни куҫкĕретех.  Электротехника кластерĕ ытти регионсемшĕн тĕслĕх тесен те йăнăш мар.

Паян ертӳҫĕсем агротуризм, медицина пайĕнче те ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарассипе тĕрлĕ ыйтусене анлăн сӳтсе явнă.

Испани Королевствин Раҫҫей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Игнасио Ибаньесом Рубио 2018-мĕш ҫулта хăйсем патĕнче Чăваш Республики пирки презентаци йĕркелесе ирттерме ирĕк панă.

«Чăваш Республики пуриншĕн те уҫă регион! Сирĕн пысăк малашлăхлă проектсене регионта пурнăҫа кĕртме пулăшу пама яланах хатĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Сăмаха май, сумлă ертӳҫĕне Чăваш Республикине килсе курма йыхравласа хăварнă. 

Фоторепортаж



03 ноября 2017
16:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter