Раҫҫей Федерацийĕн Регионсен аталанăвĕ енĕпе ĕҫлекен Правительство комиссийĕн ĕҫне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Михаил Игнатьев принял участие в заседании Правительственной комиссии по региональному развитию в РФЧӳк уйăхĕн 3-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Правительство ҫуртĕнче РФ Правительствин Вице-премьерĕ Дмитрий Козак Раҫҫей Федерацийĕн Регионсен аталанăвĕ енĕпе ĕҫлекен Правительство комиссийĕн ĕҫне йĕркелесе пынă. Ĕҫе пухăннă ертӳҫĕсем РФ регионĕсен бюджет кредичĕсене реконструкцилессипе актуаллă ыйтусене сӳтсе явнă, дотаци парассипе ҫыхăннă самантсене пăхса тухнă, РФ субъектсене бюджета витĕм кӳмелли федераци хыснинчен куҫакан грантсем пирки канашланă.  Ҫак Правительство комиссийĕн членĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев шутланать, паян вăл лару ĕҫне хутшăннă.

«Пирĕн тĕллев – бюджетсем хушшинчи ҫыхăнусене тĕрĕс йĕркелесе пырасси.  Пĕтĕмпех кирек-епле ыйту та уҫăмлă пулмалла.  Ҫак ĕҫре Раҫҫей Федерацийĕн федераци центрĕн регионсем умĕнче яваплăха туймалла, ҫакăн пекех Раҫҫейри субъектсен те федераци центрĕ умĕнче тивĕҫлĕ шайра пулма тăрăшмалла, пĕрне-пĕри яланах килĕшсе ĕҫлемелле. Ҫакăн пек тăрăшма пире пурсăмăра та Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ витĕм кӳрет, унăн тĕллевĕсене эпир пурнăҫа кĕртессишĕн ĕҫлетпĕр.  РФ Правительстви тĕрлĕ вариантсем палăртнă, ҫакна РФ Президенчĕ ырласа йышăнса хăварнă», - тесе каланă хăйĕн докладĕнче РФ Правительствин Председателĕн Ҫумĕ  Дмитрий Козак.  Паян ĕҫе пухăннисем РФ регионĕсен тăкак пайĕсене инвентаризаци туса ирттернин ĕҫ пĕтĕмлетĕвĕсене те пăхса тухнă. Енчен те РФ субъекчĕсем харпăр хăй тупăшне ӳстерсе пырассипе тимлĕ ĕҫлесе пыраҫҫĕ пулсан, вĕсене федераци центрĕнчен пулăшу пама май пуррине те пăхса тухнă.  Дмитрий Козак регионсем тухăҫлă бюджетпа ĕҫлесен, вĕсене пулăшу куҫарма май пулассине асăннă.

РФ финанс Министрĕ Антон Силуанов хăйĕн докладĕнче РФ субъекчĕсене бюджета шайлаштарма 2018-мĕш ҫул валли пăхса хăварнă пулăшусем ҫинчен чарăнса тăнă, вĕсен йĕркисемпе паллаштарнă. 

Фоторепортаж



03 ноября 2017
17:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter