Cусăр ачасемпе ҫамрăксен реабилитаци центрĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне халалласа «ҫавра сĕтел» мелĕпе уҫă калаҫу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел круглый стол по вопросам социальной поддержки инвалидовЧӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Шупашкарти сусăр ачасемпе ҫамрăксен реабилитаци центрĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне халалласа «ҫавра сĕтел» мелĕпе уҫă калаҫу ирттернĕ.

Тĕлпулăва республика Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин Прокурорĕ Василий Пословский, Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, регионти обществăлла организацисен ертӳҫисем тата ытти официаллă хăнасем пуҫтарăннă.

Пĕр пуҫтарăннĕ пек чухне, хăнасем центр ĕҫĕпе паллашнă, условисене курса ĕненнĕ, ачасемпе, ашшĕ-амăшĕсемпе, вĕрентекенсемпе курнăҫнă, вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлнĕ. 

Ĕҫе пухăннисем сусăр ҫынсемпе ҫыхăннă чылай актуаллă ыйтусене сӳтсе явнă.

Тĕплĕ калаҫăва тытăннă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев сусăрсене сывлăх суннă, паянхи куна регионта пĕтĕмпе 84,9 пин инвалид пурăннине пĕлтернĕ (республикăри мĕнпур халăхран 7 проценчĕ шутланать). Вĕсенчен ача-пăчасем – 4537. Чăваш Республикинче граждансене социаллă пулăшу парассипе йышăннă патшалăх программи туллин пурнăҫа кĕрсе пырать.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ коммерциллĕ мар организацисене сусăрсене витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă. «Эсир кирек-епле йывăрлăх сиксе тухсан та туххăмрах пире пĕлтерме тăрăшатăр, ҫакă чи кирли, эпир вĕсене татса парассишĕн ĕҫлетпĕр», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Хальхи вăхăтра 600 инвалид килте коммерциллĕ мар организацисен пулăшăвĕсемпе усă курать.

Кăҫалхи ҫул сусăрсене социаллă пулăшусемпе тивĕҫтерме патшалăх енчен пулăшăва пĕтĕмпе 386 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Инвалидсене ҫурт-йĕрсемпе тивĕҫтерме федераци хыснинчен укҫа-тенкĕ тăкакланать.  Кăҫал 10 уйăх хушшинче ветерансемпе инвалидсем пурĕ 160 свидетельство илнĕ, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 153 млн танлашать.

Сусăр, ĕҫлеме пултаракансене хăйсене кăмăла каякан ĕҫ вырăнĕсемпе тивĕҫтерес ыйту та кун йĕркинчех тăнă. Патшалăх пулăшăвĕн витĕмлĕхĕпе регионта пурĕ инвалидсене 720 ятарлă ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлесе панă, 60 млн уйăрнă. Вăтамран пĕр ĕҫ вырăнне хатĕрлеме бюджетран  85 пин тенкĕ тăкакланнине пĕлтернĕ республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Кăтарту лайăх, ытти регионсемпе танлаштарсан малта пыни те куҫкĕретех.

Ҫĕршывра демографи лару-тăрăвне лайăхлатас ыйтăва чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче РФ Президенчĕ ҫумĕнчи Ача-пăча интересĕсене хӳтĕлес стратегине пурнăҫа кĕртме йĕркеленĕ  2012-2017-мĕш ҫулсем валли йышăннă Наци стратегийĕн ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Координаци канашĕн ларăвĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путинпа пĕрле анлăн пăхса тухнă.  Кун пирки актуаллă ыйтăва Чăваш Республикин Правительство ҫуртĕнче тĕплĕн сăмах хускатнине асăнса хăварнă регион Пуҫлăхĕ.

 Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хăйĕн сăмахĕнче регионта сусăр ҫынсене пулăшу парассипе тимлекен ятарлă программăсем пурнăҫа епле кĕрсе пыни ҫинчен анлăн чарăнса тăнă. «Республикăра пĕр ҫын та тимлĕхсĕр тăрса юлмĕ», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе министр. Республикăра ĕҫлеме пултаракан 26 пин сусăра шута илнĕ, ĕҫе вырнаҫтарасси пирки кашнинпех ятарлă калаҫусем йĕркеленине пĕлтернĕ вăл.

Чăваш Республикин Прокурорĕ Василий Пословский сусăрсене тивĕҫлĕ тимлĕх уйăрасси тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăнине пĕлтернĕ. Мĕнпур ĕҫре йĕрке хуҫалантăр тесе вĕсен служби кулленех тăрăшнине каланă вăл. «Ҫулталăк пуҫланнăранпа йĕрке пăснă 359 тĕслĕхе шута илнĕ. Кашнинпех тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă», - тенĕ республика Прокурорĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ сусăрсене валли ятарлă условисем йĕркелесе тăратасси уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе асăннă. Кун пирки час-часах Раҫҫей Президенчĕ сăмах хускатать. Тахҫантанпах, вуншар ҫул та тăсăлнă йывăрлăх кăларса тăратнă ыйту вырăнтан тапранчĕ. Паянхи пурнăҫ таппинче пуҫарăва тĕпе хурса ячĕшĕн кăна ĕҫлеменни куҫкĕретех.  

Комплекслă пулăшупа тивĕҫтерес ыйтăва ырласа Пĕтĕм Раҫҫейри инвалидсен обществин председателĕ Маргарита Кузминых укҫа-тенкĕ кăлăхах тăкакланманнине асăннă. Сăмаха май, инвалидсем валли обществăлла транспортсенче те ятарлă условисем пулмаллине тепĕр хут чĕнсе каланă.  Шăпах та, ку енĕпе «Доступная среда» программа вырăнлă тенĕ.

РФ социаллă страховани фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Галина Николаева  ытларах сусăрсене техника хатĕрĕсемпе тивĕҫтерни пирки чарăнса тăнă.  Инвалидсене пĕтĕмпе РФ федераци хыснинчен  272 млн ытла тăкакланине пĕлтернĕ. Кăҫал та ҫак ĕҫ ҫителĕклĕ таран пурнăҫланнине палăртнă вăл сăмаха тăснă май.

«Это чудо» ыркăмăллăх фончĕн вице-президенчĕ Наталья Васильева хăйсен программисем пирки каласа кăтартнă. Влаҫ органĕсенче тăрăшакансемпе тачă ҫыхăнса пынине палăртнă, пулăшу яланах пуррине пĕлтернĕ.  

Шупашкарти электроаппарат заводĕнче инвалидсем валли мĕнле ĕҫсем хатĕрлесе тăратни пирки предприятийĕн генеральнăй директорĕ Роман Никулин тĕплĕн каласа кăтартнă.

Тĕлпулăва пухăннисем ăшшăн калаҫнă, хальхи пурнăҫ таппинче тухса тăракан ыйтусем пирки канашланă.

Патшалăх учрежденийĕсем патĕнче сусăр ҫынсен транспорчĕсем валли ятарлă вырăнсем ҫителĕксĕр пулнине асăннă.  Куҫ курманнисем валли обществăлла транспортсен чарăну вырăнĕсенче хыпарсене саспа пĕлтерсе тăрсан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ.  Сахал мар ыйтусем хускатнă, тивĕҫлĕ йышăнусем тунă, регион Пуҫлăхĕ мĕнпур ыйтусене ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ.   

Фоторепортаж



30 ноября 2017
09:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter