Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Сире Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

 Тӑван ҫӗршывӑмӑрпа тӑван ен историйӗ пире пӗрлӗхпе пӗршу­хӑш­лӑх пурнӑҫра мӗнпур йывӑрлӑха ҫӗнтерме пулӑшнине ӑса хывма вӗ­рен­тет. Ҫӗршыва захватчиксенчен ирӗке кӑларнӑ ополчени ҫыннисен пат­тӑр­­лӑхӗ, – патриотлӑхӑн хавхалантаракан чаплӑ тӗслӗхӗ, ӑна асра тытса эпир ку чухнехи чи кӑткӑс чӗнӳсем ҫине те тивӗҫлӗн хурав пама пул­та­ратпӑр.

Чӑваш Енре 128 наци ҫынни туслӑн та килӗштерсе пурӑнать. Чӗл­хе, тӗн тата культура уйрӑмлӑхӗсене пӑхмасӑр, республикӑра пурӑна­кан­­сем пӗрлехи ӗҫшӗн пӗр чӑмӑра пӗрлешеҫҫӗ, ырӑ кӳршӗллӗ хут­шӑ­нусене тата пӗр-пӗрне пулӑшассине мала хуракан йӑласене тирпей­лӗн сыхласа уп­раҫҫӗ, инкекре никама та пӗччен тӑратса хӑвармаҫҫӗ.

Нацисемпе тӗнсем хушшинчи ҫураҫулӑха ҫирӗплетме пирӗн рес­пуб­ликӑра чылай общество организацийӗн, хастар активистсен, политика лидерӗсемпе халӑхӑн сумлӑ ҫыннисен пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлӗ пу­лӑ­шать. Чӑ­ваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне уҫни – вӗсен тава тивӗҫлӗ ӗҫӗ­сене хисеп туни. Ку чухнехи нумай ӗҫ-хӗллӗ культура центрӗ тӗрлӗ на­ци пӗр­лӗхӗн пред­ставителӗсене пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме, ха­­лӑх­сем хуш­шинчи тата Раҫҫей шайӗнчи мероприятисене ӑнӑҫлӑ ирт­терме май парать.

Хаклӑ ентешсем! Пӗрле чухне – эпир вайлӑ! Обществӑри килӗ­шӳлӗх малашне те Чӑваш Республикин тухӑҫлӑ аталанӑвӗн, унӑн ҫын­нисен тулӑх пур­нӑҫӗн ҫирӗп никӗсӗ пуласса шанса тӑратӑп.

Сирӗн килӗрте яланах ҫураҫупа тӑнӑҫлӑх хуҫаланччӑр, чӗрӗре ха­мӑрӑн нумай нациллӗ Тӑван ҫӗршывӑмӑрпа мӑнаҫланма хистекен ҫутӑ туйӑм вӑй парса тӑтӑр! Сире ҫирӗп сывлӑх, телей тата пӗтӗм ырӑ пу­ҫарура ӑнӑҫусем сунатӑп!

 

 

Чӑваш Республикин    Пуҫлӑхӗ                                                          Михаил Игнатьев

 



04 ноября 2017
08:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter