Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патне Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламсем килсех тăраҫҫĕ

Чăваш Ен Пуҫлăхне Михаил Игнатьева  Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев саламланă. «Ҫак паллă пулăм пирĕншĕн истори кăна мар. Хальхи Раҫҫейшĕн уйрăмах килĕшӳ, пĕрлĕх, пĕрне-пĕри пулăшма пĕлни ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ.   Эпир пурсăмăр та тĕрлĕрен, пур-пĕрех пĕр пек Тăван ҫĕршывăмăра юрататпăр, унăн ҫитĕнĕвĕсемпе мăнаҫланатпăр.  Кирек епле йывăрлăхшăн та пĕрле кулянма пĕлни паха.  Ҫĕршывăмăрăн пуласлăхĕ пирки ырми-канми тăрăшатпăр»,  - тенĕ салам йĕркисенче. 

Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе ăшшăн саламланă.

«Ҫак уяв  пирĕн  Раҫҫей историйĕн паттăрла пулăмĕсем пирки аса илтерет.  Граждансен туйăмне, наци культурипе ытти йăла-йĕркесене, патриотизма, тăван халăхăмăрăн мăнаҫлăхне ҫирĕплетсе парать.   Вăл наци килĕшĕвне, пĕрлĕхе, тăнăҫ пурнăҫа кăтартать. Аслă Раҫҫейшĕн ӳсĕмсем тума, пуласлăха вăйлатма витĕм кӳрет.  Нумай ĕмĕрсем хушши упранса пыракан йăла-йĕркене, ăс-хакăла ăса хывса пурăнни – пире кирек епле йывăрлăха та парăнтарма май парать, ҫĕршыва тата та вăйлăрах аталантарса пыма пулăшать», - ҫапларах ҫырнă салам йĕркисенче.

«Иртнипе ҫыхăннă асра юлнă уроксем пирĕн Тăван ҫĕршыва, тăван ҫĕре юратма хистеҫҫĕ, ҫĕршыв шăпишĕн яваплăх туйма витĕм кӳреҫҫĕ, обществăна пĕр чăмăра пухса пĕр-пĕринпе туслă килĕштерсе пурăнма вĕрентеҫҫĕ. Ҫаксем чăнласах та, пурсăмăршăн та тĕп пуянлăхсем пулса тăраҫҫĕ, халăхăн никĕсĕ шутланаҫҫĕ.  Ҫак пысăк пĕлтерĕшлĕ ăнлавсем патшалăха тата та вăйлăрах аталантарса пыма май параҫҫĕ», - тесе ҫырнă хăйĕн саламĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин Председателĕ Вячеслав Володин.  

«Ҫак пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв -  пурсăмăра та пĕрлештерсе тăракан символ пулса тăчĕ. Раҫҫей историйĕшĕн те паллă пулăм.   Тăван ҫĕршывăмăра парăнни, иксĕлми вăй-хăватăмăр пуррине, ĕмĕрсем хушши упранса юлнă тупрана сыхласа хăварма, пуҫаруллă ĕҫсем пурнăҫлама, пурсăмăра та пĕр чăмăра пухма вĕрентет.    Аслă Тăван ҫĕршывăмăр аталанăвĕшĕн, мăнаҫлăхĕшĕн тăрăшса ĕҫлеме хистет», - тесе шăрҫаласа ҫырнă салам ҫырăвĕнче  Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Антон Вайно.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе ытти ăшă саламсем те кулленех килсе пыраҫҫĕ.

Михаил Игнатьева ҫакăн пекех РФ Правительствин Председателĕн Ҫумĕ Ольга Голодец, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Администрацийĕн Ертӳҫин Ҫумĕ Магомедсалам Магомедов, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин Председателĕн Ҫумĕ Ирина Яровая, Раҫҫей Федерацийĕн оборона Министрĕ Сергей Шойгу арми генералĕ ăшшăн саламланă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева РФ регионĕсен Ертӳҫисем саламланă. Вĕсем:

Мускав Мэрĕ Сергей Собянин, Архангельск облаҫĕн Кĕпĕрнаттăрĕ Игорь Орлов, Кабардин-Балкар Республикин Пуҫлăхĕ Юрий Коков, Чулхула облаҫĕн Кĕпĕрнаттăрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Глеб Никитин, Сахалин облаҫĕн Кĕпĕрнаттăрĕ Олег Кожемяко, Киров облаҫĕн Кĕпĕрнаттăрĕ Игорь Васильев, Кемерово облаҫĕн Кĕпĕрнаттăрĕ Аман Тулеев, Курск облаҫĕн Кĕпĕрнаттăрĕ Александр Михайлов, Орел облаҫĕн Кĕпĕрнаттăрĕ Андрей Клычков, Пенза облаҫĕн Кĕпĕрнаттăрĕ Иван Белозерцев, Оренбург облаҫĕн Кĕпĕрнаттăрĕ Юрий Берг, Дагестан Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Владимир Васильев, Калмыки Республикин Пуҫлăхĕ Алексей Орлов тата та ытти официаллă ҫынсем.

Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева Раҫҫей Федерацийĕн Наци гвардийĕн Федераци службин директорĕ – РФ Наци гвардийĕн ҫарĕн главнокомандующийĕ Виктор Золотов, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Раҫҫей Федерацийĕн Пенси фончĕн Правленийĕн Председателĕ Антон Дроздов,  Федерацин ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен ертӳҫисемпе республикăн влаҫ тытăмĕнче тăрăшакансенчен саламсем килсе ҫитнĕ.



04 ноября 2017
08:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter