Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе Валентин Шурчановпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Октябрьти Аслă революци пулнăранпа 100 ҫул ҫитнине паллă тăваҫҫĕ.  Ҫак кун Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе Валентин Шурчановпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Чи малтанах вĕсем пĕрне-пĕри ҫак паллă кунпа саламланă, Раҫҫей шăпишĕн пысăк витĕм кӳнине каланă.

Регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче 1917 ҫулхи революци XX-мĕш ĕмĕрти  чи паллă пулăмсенчен пĕри пулса тăнине,  вăл Раҫҫей историйĕн аталанăвне улăштарма пултарнине,  Пĕтĕм тĕнчери пулăмсене витĕм кӳнине палăртнă. Историне яланах ăса хывса пурăнмалла, унăн урокĕсене пĕлмелле тесе чĕнсе каланă.  

Ку хутĕнче вĕсем калаҫу вăхăтĕнче бюджет политики пирки ыйтусене хускатнă.

Валентин Шурчанов хăйсем йĕркелесе ирттерекен мероприятисем ҫинчен каласа кăтартнă.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республика интересĕсене федераци шайĕнче хӳтĕленĕшĕн РФ Патшалăх Думин депутатне тав тунă. 

Фоторепортаж



07 ноября 2017
12:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter