Шупашкарта Хĕрлĕ площадьре «Эпир - пĕрлĕхре» ятпа Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа торжествăлла митинг иртнĕ, унта 11 пин ытла ҫын пуҫтарăннă

Митинг-концерт в честь Дня народного единства собрал в Чебоксарах около 11 тысяч человек Чӳк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта Хĕрлĕ площадьре «Эпир - пĕрлĕхре»  ятпа Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа торжествăлла митинг иртнĕ.  Ҫак кун К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕн умĕнче 11 пин ытла ҫын пуҫтарăннă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев уява килнисене ăшшăн саламланă: «Тӑван ҫӗршывӑмӑрпа тӑван ен историйӗ пире пӗрлӗхпе пӗршухӑшлӑх пурнӑҫра мӗнпур йывӑрлӑха ҫӗнтерме пулӑшнине ӑса хывма вӗрентет. Чӑваш Енре 128 наци ҫынни туслӑн та килӗштерсе пурӑнать. Чӗлхе, тӗн тата культура уйрӑмлӑхӗсене пӑхмасӑр, республикӑра пурӑнакансем пӗрлехи ӗҫшӗн пӗр чӑмӑра пӗрлешеҫҫӗ, ырӑ кӳршӗллӗ хутшӑнусене тата пӗр-пӗрне пулӑшассине мала хуракан йӑласене тирпейлӗн сыхласа упраҫҫӗ, инкекре никама та пӗччен тӑратса хӑвармаҫҫӗ», - тенĕ.  «Пирĕн тĕллевсенчен пĕри – аслă несĕлĕмĕрсем упраса хăварнă йăла-йĕркене ăса хывса ҫитĕнекен ăрăва вĕренсе хăварасси», - тесе чĕнсе каланă пухăннă ентешĕмĕрсене саламланă май.  Ҫак уявра уйрăмах аслă ҫыннăмăрсене, ветерансене ăшшăн саламланă, вĕсен пархатарлă ĕҫĕсем нихăҫан та асран тухманнине палăртнă. «Пуласлăха шанни, тăнăҫлăха тытса пыни, пĕр-пĕринпе килĕшсе ăнланса ĕҫлени, пĕрлĕхре пулни – пурсăмăра та ҫитĕнӳсем, ҫĕнтерӳсем тума пулăшĕҫ», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ уява пухăннисене саламланă май. «Пӗрле чухне эпир вайлӑ! Обществӑри килӗшӳлӗх малашне те Чӑваш Республикин тухӑҫлӑ аталанӑвӗн, унӑн ҫыннисен тулӑх пурнӑҫӗн ҫирӗп никӗсӗ пуласса шанса тӑратӑп. Сирӗн килӗрте яланах ҫураҫупа тӑнӑҫлӑх хуҫаланччӑр, чӗрӗре хамӑрӑн нумай нациллӗ Тӑван ҫӗршывӑмӑрпа мӑнаҫланма хистекен ҫутӑ туйӑм вӑй парса тӑтӑр! Сире ҫирӗп сывлӑх, телей, юрату тата пӗтӗм ырӑ пуҫарура ӑнӑҫусем сунатӑп!», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов хăйĕн сăмахĕнче Хĕрлĕ тӳремре пухăннисем, Тăван Ҫĕршывăмăра, Тăван Ене юратакансем, ăна хисеплекенсем пулнине палăртнă. Чăваш Ен пуласлăхĕшĕн пăшăрханакан халăхсем тесе каланă. «Мĕнпур халăх пĕр чăмăра пухăнса, республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономики ҫирĕп аталантăр тесе тăрăшать», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.   Яланах пирĕн Ҫĕршывăмăрта юрату, мирлĕ пунăҫ пултăр тесе чĕнсе каланă.  

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов ентешсене саламланă май, уявăн историйĕ пирки кăштах чарăнса тăнă.    «Паян пирĕн чĕресем ҫĕршывăн пысăк историйĕшĕн савăнаҫҫĕ. Эпир пурсăмăр та тĕрлĕ ҫысем, анчах та Тăван ҫĕршывăмăра юратма пĕлни, уншăн хĕпĕртени – пĕрлĕхре пулма витĕм кӳреҫҫĕ», - тенĕ вăл.

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов хăйĕн саламĕнче Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ Раҫҫейĕн тĕп уявĕсенчен пĕри тесе асăннă.  «Эпир яланах Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путинпа, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Михаил Васильевич Игнатьевпа пĕрле килĕшсе ĕҫлетпĕр. Раҫҫей тата Чăваш Ен пĕрлĕхре!», - тесе каланă вăл.  

«Эпир паян 500 пин ҫын! Туслăн пĕр ҫемьере килĕшсе пурăннă пек ĕҫлетпĕр», - тесе каланă Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев.  «Эпир пурсăмăр та пĕр пек Чăваш Ене юрататпăр, чăваш ҫĕрне хисеплетпĕр.  Пĕрлĕхре пурăнатпăр. Пĕрлĕхре пирĕн вăй. Чăваш Ен халăхĕ пĕр чăмăра пухăнни Раҫҫей вăйне ҫирĕплетсе парать», - тенĕ вăл.  

Чăваш Енри халăхсен Ассамблейин Канаш Председателĕ Лев Кураков ҫынсен кăмăл-сипет туйăмĕ ырă енне улшăнса пыни куҫкĕретех тенĕ. Шăпах та, ҫак ăнлавсем  Раҫҫейе хăватлă пулма витĕм кӳреҫҫĕ тенĕ.

«Анлă историйĕн тапхăрĕнче ҫĕршыв пĕр хутчен ҫеҫ мар йывăрлăха тӳснĕ. Халăх туслă пулни кирек-епле кĕтменлĕхе те парăнтарнă. Паян эпир вăйлă халăх», - тесе каланă пухăннă ентешсене саламланă май Чăваш Республикинчи Обществăлла палата председателĕ Алексей Судленков.

Митинг уяв концерчĕпе тулнă. Тĕрлĕ халăх хăйсен юрри-ташшипе пурне те савăнтарнă.  

Фоторепортаж  



07 ноября 2017
08:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter