Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа ирттернĕ мероприятисене пĕтĕмлетнĕ

 Чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕ таран регионта пĕтĕмпе 500 мероприяти ирттернĕ, вĕсене пĕтĕмпех Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалланă.

Палăртса хăвармалла, мероприятисем регионти мĕнпур муниципалитетсенче анлăн иртнĕ, вĕсенче пурĕ 30 пин ытла ҫын хутшăннă. Кун пирки Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев каласа кăтартнă паянхи планеркăра, ăна яланхиллех Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ирттернĕ.

Министр хăйĕн сăмахĕнче тата ҫакна та асăннă, ҫак кунсенче Чăваш Республикин тĕп хулинче Халăхсен Туслăх ҫуртне уҫнă тенĕ.  

Шупашкарта Хĕрлĕ площадьре «Эпир пĕрлĕхре!» ятпа митинг-концерт иртнĕ.  Ҫак кун мĕнпур политика партийĕн пайташĕсем, обществăлла организацисем, профсоюз пĕрлешĕвĕсем, ĕҫ ушкăнĕсем пĕр чăмăра пухăнса торжествăлла пулăма пуҫтарăннă.  

Иртнĕ эрнере Чăваш Республикинче пурăнакансем «Пысăк этнографи диктантчĕ» Пĕтĕм халăхсем хушшинчи культурăпа ҫут ĕҫ акцине хутшăннă. «Чӳк уйăхĕн 4-мĕшĕнчи паллă пулăм чаплă концертпа вĕҫленнĕ.  Вăл мероприятинче тĕрлĕ халăхсен пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарнă. Юнашар регионсенчен те культура ăстисем сахал мар пуҫтарăннă», - тесе хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе каланă Чăваш Ен культура министрĕ.   

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче, иртнĕ кану кунĕсенче регионта Октябрьти Аслă революцине 100 ҫул ҫитнине халалласа сахал мар мероприятисем пулнине палăртнă.

Михаил Игнатьев мероприяти йĕркелӳҫисене пысăк тав сăмахĕсем каланă, чăнласах та кашни пулăм хăйне евĕр асра юлнине асăннă. «Ҫанталăк кăштах сивĕ тăчĕ пулин те, халăх чылай пухăнчĕ, вĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерни куҫкĕретех пулчĕ, ҫынсем ҫав тери кăмăллă», - тенĕ вăл.    



07 ноября 2017
14:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter