Чирпе кĕрешме республикăра пурăнакансен 42,8% кĕркунне грипран хÿтĕлекен вакцина туни пулăшĕ

 Чӳк уйăхĕн варринче гриппа чирлекенсен йышĕ ӳсме пултарассине палăртса каланă  медицина пайĕнче тăрăшакан специалистсем.

2017/2018-мĕш ҫулсенче эпидемиологи лару-тăру епле пуласси пирки сӳтсе явнă паянхи планеркăра. 

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов  хăйĕн сăмахĕнче, хальхи вăхăтра пĕтĕмпе 528,4 пин ҫынна прививка тунине пĕлтернĕ.  Раҫҫей Сывлăх сыхлавĕн министерствин приказĕпе килĕшӳллĕн, ОРВИпе тата гриппа чирлекенсене кулленех ҫивĕч тĕрĕслесе тăнине каланă министр хăйăн сăмахĕнче калаҫăва малалла тăснă май.  Медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтермеллин ҫулсен карттине те анлăн тишкернине, ăна аслисем валли тата пĕчĕккисем валли пăхса хăварнине палăртнă.  

Республикăра чирлисене валли ятарлă вырăнсем хатĕрлесе тăратнине те палăртнă министр.  Грипп вирусĕнчен асăрханмалли препаратсем те ҫителĕклĕ пулнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов хăйĕн сăмахĕнче, регионта пурăнакансенчен 42,8 процентне прививка туни ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ тенĕ, кун пек пысăк ҫитĕнӳ юлашки ҫулсенче пулманнине асăннă. «Патшалăх халăхăн сывлăхне упраса хăварассишĕн чылай пулăшу уйăрать.  Кăтарту ырă енне улшăнассине шанатпăр», - тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.

Хушма пулăшăва тивĕҫнине кура, регионта тата та 3857 ҫынна прививка тунă. Предприятисемпе организацисем те хăйсем патĕнче тăрăшакансене грипран прививка тума вакцина сахал мар туяннă.  Ĕҫе тивĕҫлĕ шайра пурнăҫласа пыраканнисем ҫаксем:  «ЧПО им. В.И. Чапаева», «Газпром трансгаз Нижний Новгород» ТМЯО,  «ЭЛАРА» АО, «ЧЭТА» ТМЯО,  «Племенной птицеводческий завод «Канашский» АО.

 Чăваш Енри Роспотребнадзор Управленийĕн Ертӳҫи Надежда Луговская хăйĕн докладĕнче, республикăра ĕҫлеме пултаракан халăхсем хушшинче грипран прививка сахалтарах тунине асăннă. Шупашкар хула администрацине тата Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацине муниципалитетсенчи предприятисемпе, организацисемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме сĕннĕ, ыйтăва кирлĕ пек шайра пурнăҫлама чĕнсе каланă.

«Кăҫалхи ҫул ҫурла уйăхĕнче региона вакцинăсене илсе килнĕ. Эпир вăхăтра грипран прививка туса ирттертĕмĕр. Паянхи пурнăҫ таппинче халăха хыпарсене вăхăтра тата тĕрĕс илсе ҫитерни паха», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Чире вăраха каяссинчен прививка туни ҫав тери лайăх пулнине ҫынсен ăнланмалла.  Вăхăтра сипленни хамăршăнах лайăх, кун пирки никамăн та манма юрамасть тенĕ вăл.

Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков докладра Раҫҫей чемпионатчĕ пирки каласа кăтартнă.  Баскетбол вăййисене чи хастаррисем тухнине палăртнă министр. Пурĕ 14 команда пулнине каланă, Чăваш Ен чысне «Чебоксарские ястребы» хӳтĕленине асăннă.

«Республикăри спорт пурнăҫĕшĕн ҫак мероприяти питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпир спортăн ҫак тĕсне кăмăл тăвакансене кирлĕ пек условисем йĕркелесе пама пултаратпăр», - тенĕ министр.  

Ăмăртусем «Чебоксары Арена» Пăр керменĕнче иртĕҫ.

«Пирĕн командăна хавхалантарма тăрăшмалла.  Ҫакăн пек пысăк шайра иртекен ăмăртусене хутшăнни хăйех пысăк чыс», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   



07 ноября 2017
16:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter