Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

Чӳк уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ, ăна яланхиллех регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – республикăри халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтересси. Ҫакна тĕпе хурса, регионти вăрҫă ветеранĕсен госпитальне республикăри эндокринологи диспансерне пĕрлештерме пăхса хăварнă.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов хăйĕн докладĕнче икĕ учреждение пĕрлештерни, халăх валли питĕ вырăнлă пулассине палăртнă.  Сиплев учрежденийĕсем пĕр-пĕрин пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе ҫынсене тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕҫтерме пултараҫҫĕ. Условисем питĕ хăтлă йĕркеленнине те асăнса хăварнă министр.  «Палăртса хăвармалла, эндокринологи енĕпе вăраха кайса чирленĕ ҫын госпитале лексенех, тӳрех вĕсен пысăк медицина хатĕрлĕ реанимаци уйрăмне выртма май пулĕ, унта пĕтĕмпех федераци стандарчĕпе тӳр килни те куҫкĕретех», - тесе пĕлтернĕ министр сăмаха малалла тăснă май.

Кунсăр пуҫне регионти психиатри больницине Улатăрти психиатри больницине тата Етĕрнери психиатри ҫуртне пĕрлештерме тĕллев лартнă. Кун пирки йышăнăва паян ырланă, филиалсем хупăнмĕҫ. Маларах вĕсем мĕнле ĕҫленĕ, ҫакăн пекех ĕҫе йĕркелесе пырасси паллă. Пысăк должноҫри ҫынсен шучĕ кăна чакĕ, ытти медицина ĕҫченĕсем хăйсен вырăнĕнчех ĕҫлесси куҫкĕретех пулĕ.  Сиплев учрежденийĕсене модернизацилени, ҫынсемшĕн питĕ меллĕ, вĕсем медицинăн пысăк технологийĕсемпе усă курма пуҫлĕҫ. Куншăн халăх питĕ кăмăллă, ертӳҫĕсене ырлаҫҫĕ. Тата тепĕр тесен, тухăҫлă ĕҫлесси те куҫкĕретех пулĕ. Енчен те укҫа-тенкĕне перекетлеме май килсен, сиплев учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатма та вырăнлă пуласси паллă.

 Сывлăх сыхлавне аталантарассипе йышăннă патшалăх программине те ҫĕнĕлĕхсем кĕртесси пирки сӳтсе явнă. Ертӳҫĕсем ача-пăчасен клиника больницине тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркелессипе ҫыхăннă ыйтусем тавра та сăмах пуҫарнă. Пурĕ ҫак палăртнă учреждение тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркелеме РФ Президенчĕн Резерв фондĕнчен  26,5 млн уйăрнă.  

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов уйăрнă пулăшупа ҫурта тĕпрен илемлетме май килнине палăртнă. «Ҫĕнетнĕ поликлиникăра условисем пĕтĕмпех пулĕҫ, ачасене тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсен кăмăлне каяссине ĕненетпĕр, медицина ĕҫченĕсем хаваспах хăйсен юратнă ĕҫне килсе, пĕтĕм чун-чĕререн чирлисене сиплессе шанатпăр», - тенĕ министр.

Медицина пайне хушма укҫа-текĕ куҫасси паллă, ăна эмельсем илме, васкавлă пулăшу пама транспорт туянма, учрежденисене тĕпрен юсав ĕҫне йĕркелеме тĕллев лартнă.   Тӳлевсĕр граждансене медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтермелли пирки ыйтăва тишкернĕ.  Патшалăх программине ҫĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Пĕр ҫынна тивĕҫтермелли пулăшу виҫи 2017 ҫулта 332,2 тенкĕ ӳсĕ, вăл вара 10 пин те 883 тенкĕпе танлашать.  



08 ноября 2017
16:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter