Чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче «Шупашкар Арена» Пăр керменĕнче Раҫҫей чемпионачĕ пуҫланнă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев посетил баскетбольный матч «Чебоксарские ястребы» – «Уралмаш»Чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче «Шупашкар Арена» Пăр керменĕнче Раҫҫей чемпионачĕ пуҫланнă, спортсменсем баскетбол  ăмăртăвĕсенче хăйсен ăсталăхне виҫнĕ. Чăваш Республикин чысне «Чебоксарские ястребы» (Шупашкар хурчкисем) команда хӳтĕлет.   Ĕнерхи ăмăртура вĕсем «Уралмаш» командăпа тупăшнă.  Чаплă вăйăна курма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков, Чăваш Республикин Правительство членĕсем хутшăннă.    

Куракансене ҫав тери ăста вăйăна курма тӳр килнĕ.  Ҫĕнтерӳ патне кашни ушкăн ăнтăлнă. Командăсем ăмăртусенче ăста вылянă.  Чăваш Республикин команди пухмача тăватă ҫĕнтерӳ хунă. Руна-Баскет (Мускав хулинчен команда) тата АЛТАЙ-Баскет (Алтай крайĕнчен) килнĕ командăсене пирĕннисем парăнтарма пултарнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев мероприятине пăхнă хыҫҫăн, ҫапларах каланă: «Ăмăртусем ҫав тери ҫӳллĕ шайра иртеҫҫĕ.  Командăсем хытă хатĕрленни куҫкĕретех.  Паллах, эпĕ «Чебоксарские ястребы»  командăшăн мăнаҫланатăп, вĕсем ҫĕнтерӳ туччĕр тесе пăхатăп.  Мĕншĕн тесен, пире ҫывăх ҫак ушкăн тата ҫитменнине хамăр тăрăхри спортсменсем», - тенĕ вăл журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май.   Сăмаха май, пирĕн регионта спортсменсене хăйсен ăсталăхне туптама ҫителĕклĕ таран условисем йĕркелесе панине каланă вăл.

Чӳк уйăхĕн 8-мĕшĕнче «Чебоксары Арена» Пăр керменĕнче иккĕмĕш хут ăмăртусем иртĕҫ.  Чӳк уйăхĕн 11-12-мĕш кунĕсенче вара пирĕн Чăваш Енри командăн  «Нефтехимиком» ушкăнпа тупăшма тивĕ.  

Палăртса хăваратпăр, кăҫал республика хыснинчен Пăр керменĕнче спорт валли ятарлă паркет сарма укҫпа-тенкĕ пăхса хăварнă пулнă.   Термохатĕр пăр ҫинче нимĕнле кăлтăксăрах тĕрлĕ спорт вăййисене ирттерме май парать.  Маларах ҫакăн йышши ăмăртусене И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче тата Маунтинбайк центрĕнче йĕркеленĕ пулнă.

Чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче ăмăртусем 78:73 шутпа вĕҫленнĕ. Мала тухаканнисем Шупашкар баскетболисчĕсем пулнă.  

Фоторепортаж



08 ноября 2017
09:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter