Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев суту-илӳ, услам ĕҫĕнче тăрăшакан ертӳҫĕсемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ

Обсуждены вопросы пресечения возможностей появления на рынке контрафактной алкогольной продукции и расширения матрицы продукции местных товаропроизводителей в розничных торговых сетях Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев суту-илӳ, услам ĕҫĕнче тăрăшакан ертӳҫĕсемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ.  Кун йĕркинчи чи ҫивĕч ыйтусем: эрех-сăра рынокĕнче пахалăх шайĕнчен питĕ япăх таварсене сирсе хăварасси, ҫынсене усал таварсене сутассинчен асăрханасси, хамăр регионта тирпейленсе тухакан шĕвексене халăх патне илсе ҫитересси тата ыттисем те.  Паянхи тĕплĕ калаҫăва регион Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Владимир Аврелькин хутшăннă. Ертӳҫĕсем хăйсен сăмахĕсенче паянхи пурнăҫ таппинче халăх патне епле тавара илсе ҫитернине ятарлă службăсенче тăрăшакансем ҫивĕч кулленех тĕрĕслесе тăнине пĕлтернĕ. Хăрушсăрлăх ыйтăвĕ кун йĕркинчех тăнине палăртнă вĕсем.  Наркăмăшлă эрехе сутса, халăха аптратассинчен право хуралĕнче тимлекенсем сыхă тăни куҫкĕретех. 

Палăртса хăвармалла, республикăра паха эрех-таварĕ предприятисенче ҫителĕклĕ таран калăпланса тухать. 2017-мĕш ҫулта Етĕрнери спирт завочĕ тата Шупашкарти ликерпа водка завочĕ те вăй илсе кайнă.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче, кăҫал ҫак ҫӳлерех асăннă предприятисем ĕҫе тытăннăранпа республика хыснине сахал мар укҫа-тенкĕ кĕнине палăртнă. 2017-мĕш ҫулта чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджетне акцизран 385,7 млн тенкĕлĕх тупăш кĕнине пĕлтернĕ. Паянхи куна илес пулсан, ҫак предприятисем тупăша тата та 30 процента ҫити ӳстерессишĕн тăрăшни те куҫкĕретех тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫапларах каланă: «Кирек-епле республика хыснинчи тупăша та яланах эпир социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама тăкаклатпăр, программăсене тĕпе хурса укҫа-тенкĕне уйăратпăр», - тенĕ.

     Фоторепортаж



09 ноября 2017
14:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter