«Трактор завочĕ» Концернăн социаллă пурнăҫĕпе экономика лару-тăрăвне тишкерекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ

Состоялось заседание рабочей группы по рассмотрению ситуации на предприятиях Концерна «Тракторные заводы» Чӳк уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Тулашэкономика банкĕн Председателĕн ҫумĕ Петр Золотарев, «Ростех»  ГК  индустри директорĕ Сергей Абрамов, «Компания корпоративного управления «Концерн «Тракторные заводы» ТМЯОăн социаллă пурнăҫĕпе экономика лару-тăрăвне тишкерекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ.

Палăртса хăваратпăр, Петр Золотарев тата Сергей Абрамов «Промтрактор» АУО, «Промтрактор-Промлит» ТМЯО тата «Чебоксарский агрегатный завод» АУО ҫитсе килнĕ, унти ĕҫ ушкăнĕсемпе тĕл пулса калаҫнă.

Регион Пуҫлăхĕпе пĕрле «Трактор завочĕ» Концерн предприятийĕсене уралантарассипе ҫыхăннă финанс планне пăхса тухнă. Халăха ĕҫпе тивĕҫтерес ыйту та вĕсен кун йĕркинчех пулнă. 

«Трактор завочĕ» Концерн организацийĕсене финанс тĕлĕшĕнчен витĕм кӳрес ĕҫ тахҫанах пуҫланнă. Ҫĕршыв ертӳлĕхĕ мĕнпур ыйтусене кулленех ҫирĕп тĕрĕслесе тăрать. Уйрăм хăш-пĕр ҫынсем ҫак Концерн хупăнса ларасси пирки усал хыпарсем сарма тăрăшаҫҫĕ, анчах кăлăхах. Предприятисем вăй илни никамшăн та вăрттăнлăх мар», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев канашлу ĕҫне уҫнă май.  

«Ростех» Патшалăх корпорацийĕ Тулашэкономика банкĕпе пĕрле кирлĕ пек мĕнпур мерăсем йышăнма тăрăшаҫҫĕ, халăх ĕҫлетăр тесе тимлеҫҫĕ, предприятисем хăватланччĕр тесе вăй хураҫҫĕ. Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – «Трактор завочĕ» Концерн  организацийĕсене ура ҫине тăратса, ҫынсене пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсемпе тивĕҫтересси», - тесе каланă Михаил Игнатьев.

«Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин тата РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев, Тулашэкономбанк кулленех тĕрлĕ мерăсем йышăнаҫҫĕ. Кăтарту та ҫук мар,  «Компания корпоративного управления «Концерн «Тракторные заводы» ТМЯО «Ростех» Патшалăх корпорацине куҫарасси аван пулса пырать», - тесе каланă «Ростех» Патшалăх корпорацийĕн индустри директорĕ Сергей Абрамов

Хальхи вăхăтра активсен ĕҫĕсене пĕтĕмлетӳ тăваҫҫĕ. «Эпир чăнласах та, Чăваш Республикинче ĕҫлекен предприятисемпе мăнаҫланатпăр. «Трактор завочĕ» Концерн пуласлăхĕ пысăк пулни никама та иккĕлентермест.  Технологисем организацисенче вăй илсе пыраҫҫĕ, халăх кăмăллă ĕҫлени куҫкĕретех. Малалли тĕллевсем – производствăн таварсен калăпăшне ӳстересси, социаллă ҫирĕплĕхе шайлаштарасси, «Ростех» ГК Концерн предприятийĕсене пĕр ҫемьери пек йышăнасси», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне вăл.  Сергей Абрамов республика ертӳлĕхне мухтаса тав сăмахĕсем каланă, кирек-епле ыйтăва татса пама витĕм кӳме тăрăшнине палăртнă.

Тулашэкономика банкĕн Председателĕн ҫумĕ Петр Золотарев хăйĕн сăмахĕнче, «Трактор завочĕ» Концерн ĕҫне финанс тĕлĕшĕнчен ВЭБ Сăнав канашĕ чылай пулăшу панине те асăннă. Калăпăр, 2016 ҫулта раштав уйăхĕнче Тулашэкономика банкĕ 5,75 млрд граждансен дивизионĕн предприятийĕсене аталантарма пулăшу уйăрнă, халăхăн ĕҫ укҫин парăмне парса татма витĕм кӳнĕ.  Предприятийĕн парăмĕсем сахалланнă.

«Ҫакă пысăк ҫитĕнӳ. Пур-пĕрех йывăрлăхсем тăрса юлнă-ха. Енчен те ӳлĕмрен предприятисем «Ростех» ГК куҫсан вĕсене тата та аталанма меллĕ пуласси вара пурсăмăра та ĕҫлеме хавхалантарать. Кун пек йышăну тунине чăннипех те, эпир ырлатпăр. «Ростех» вăйлă аталанакан промышленноҫ пайĕ шутланать», - тенĕ вăл.   

Петр Золотарев ырă хыпар пĕлтернĕ: «ВЭБ Сăнав канашĕ ҫитес тапхăрта 1,5 млрд пулăшу куҫарма йышăну тунă», - тенĕ вăл.

«КТЗ тата «Ростех» пĕр-пĕринпе килĕшсе ҫулсен карттине йышăнать.  Ҫитес вăхăтра кăтартусем ырă енне куҫассине ĕненетпĕр. Финанс лару-тăрăвĕ ҫăмăлланассине те шанатпăр», - тенĕ вăл. «Эпир йывăрлăхран ырă пулăма куҫатпăр.  Ку чи кирли.  Раҫҫей, Чăваш Ен Правительствисем пире пулăшу кӳни те ĕҫлеме хавхалантарать», - тесе хăй шухăшне каланă «Трактор завочĕ» Концернăн генеральнăй директорĕ Альберт Баков.    

Петр Золотарев сăмаха ҫапларах пĕтĕмлетнĕ: «Промшленноҫ потенциалĕ пысăк пуласси курăнать. Шупашкарта Концернта ĕҫлекенсен йышĕ ӳсни сисĕнет.  Ӳлĕмрен те ĕҫлекен халăх йышĕ нумайланĕ.  Заказсем чылай.  Калăпланса тухакан таварсене РФ кăна тăратасшăн мар, ют ҫĕршывсене те ăсатма тĕллев лартăпăр», - тенĕ.

 Фоторепортаж



09 ноября 2017
17:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter