Чăваш Республикинче «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче хĕрарăмсен хушшинчи ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе тĕнче Кубокне тивĕҫессишĕн спорт ăмăртăвĕсем пуҫланнă

В столице Чувашии стартовали соревнования Кубка мира по вольной борьбе среди женщинПаян, раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Чăваш Республикинче «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче хĕрарăмсен хушшинчи ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе тĕнче Кубокне тивĕҫессишĕн спорт ăмăртăвĕсем пуҫланнă.

Чи малтанхи тапхăрпа пынă ăмăртусене курма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кайнă.  Унпа пĕрле Раҫҫейри ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе йĕркеленĕ Федерацин пĕрремĕш вице-президенчĕ Омар Муртузалиев пулнă.  

Ăмăртусенче паян Японирен, Китайран, СШАран, Азербайджанран, Монголирен, Швецирен, Украинăран тата Раҫҫейрен чи вăйлă спортсменсем килсе ҫитнĕ.

Ăмăртусем 8 виҫе категорире иртеҫҫĕ.  Чăваш Енрен Вероника Чумикова - 58 кг ҫитичченхи виҫе категорипе тухнă.  Вăл Канаш районĕнчен. 2016 ҫулта Европа чемпионачĕ ята тивĕҫнĕ пулнă.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, РФ Кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн вице-президенчĕ Омар Муртузалиев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республики сумлă пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕнче Кубокне тивĕҫлĕ хатĕрленнине мухтаса каланă, йĕркелӳ комитечĕн ĕҫĕсем те ҫав тери ҫӳллĕ шайра тесе хакланă.

«Эрне хушши иртекен ăмăртусем пуҫланчĕҫ. Кубока ҫĕнсе илессишĕн тĕнчери чи вăйлă 8 команда тупăшать. Шанатпăр, пурсăмăра та савăк кăмăл парнелессине. Куракансем хапăл тусах ăмăртусене куҫ илмесĕр пăхаҫҫĕ», - тенĕ сумлă хăна. Чăваш Ен Пуҫлăхне Михаил Игнатьева ҫак мероприятине ирттерме пысăк витĕм кӳнĕшĕн ырланă Омар Муртузалиев.  Республикăри пысăк пăр керменĕнчи зал Парижран нимĕнрен те кая мар тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Спортсменсене паян кĕрешӳре питĕ меллĕ, хăнасем кăмăллă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн пĕрремĕш вице-президентне Омар Муртузалиева региона ҫак чаплă тĕнче шайĕнчи ăмăртусене ирттерме шаннишĕн тав тунă. «Эпĕ кăмăллă, ҫак мероприяти пирĕн республикăра иртнишĕн. Пире хисеплени куҫкĕретех. Раҫҫей команди ҫĕнтерӳ тума талпăнни сисĕнет. Эпĕ те хамăрăн пĕрлештернĕ ушкăншăн мăнаҫланса тăратăп. Шанатăп, мала тухассине, спортсменсен тупăшăвĕ хĕрӳ», - тенĕ вăл.

Палăртса хăвармалла ҫакăн йышши ăмăртусем Раҫҫейре кăҫалхипе виҫҫĕмĕш хут иртеҫҫĕ. Шупашкарта пĕрремĕш хут паян пуҫланнă.

Финал ăмăртусем раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче пулаҫҫĕ, «Матч! Боец» телеканалăн тӳрĕ эфирĕнче 13 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен куракансем пăхма пултараҫҫĕ.

Фоторепортаж



01 декабря 2017
18:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter