Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев халăха харпăрхăй ыйтăвĕсемпе йышăннă

Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» Парти Председателĕ Дмитрий Медведевăн регионти обществăлла йышăну пӳлĕмĕнче халăха харпăрхăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.

Тĕлпулăва ҫакăн пекех Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, Пĕтĕм Раҫҫейри «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» политика партийĕн регионти уйрăмĕн Секретарĕ Николай Малов, унăн ҫумĕ, Парти Председателĕн Д.А.Медведевăн регионти обществăлла йышăну пӳлĕмĕн ертӳҫи Николай Николаев хутшăннă, халăха хумхантаракан ыйтусене итленĕ.

Шупашкарта пурăнакан Елена Ногаева хăйĕн сăмахĕнче хулари  автомашина ҫулĕсем ҫывăхĕнче ҫутă ҫителĕксĕр пулнине каланă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ыйтăва итленĕ май, ҫапларах хурав панă: «Юлашки ҫулсенче регионти ҫулсене тĕпрен юсаса сарма, модернизацилеме сахал мар укҫа-тенкĕ тăкакланать. «Хăрушлăхсăр тата паха ҫулсем» проект та анлăн пурнăҫа кĕрсе пырать.  Водительсемпе ҫуран ҫӳрекенсем валли сахал мар чаплă условисем хатĕрленĕ. Федераци, регион тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ 113,045 ҫухрăм ҫула транспорт инфратытăмне ҫĕнетессипе йышăннă программăсене тĕпе хурса йĕркене кĕртсе майлаштарнă. 2018 ҫлта «М-7 Волга» федераци трасси еннелле ҫутăпа тивĕҫтерме плана кĕртнĕ», - пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Унăн калăпăшĕ 4,8 ҫухрăм пулĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Хакĕ вара 11 млн танлашĕ. «Объекта пурнăҫа кĕртме аукциона пуш-ака уйăхĕсенче йĕркелесе ирттерме палăртнă, ун чухне подрядлă организаци кам пуласси те паллă пулĕ. Ҫулсене сарма строительство ĕҫне ҫу-юпа уйăхĕсене плана кĕртнĕ. Графикпа килĕшӳллĕн ĕҫсем пулса пырасса шанатпăр», - тенĕ вăл.

Каҫал ен районĕнче пурăнакан Людмила Макаровăна ялта культура ҫурчĕ пуласси пирки ыйту кăсăклантарнă.

Михаил Игнатьев юлашки икĕ ҫул хушшинче республикăри ялсенче пĕтĕмпе 7 объект хута янине асăннă. Мĕнпур бюджетсенчен пурĕ 96 млн тăкакланнине пĕлтернĕ. 2018 ҫулта тата та 4 клуб уҫма плана кĕртсе хăварнă. Республика хыснинчен пурĕ 14 219,6 пин тенкĕ уйăрнине асăннă регион Пуҫлăхĕ. «Ялти культура ҫурчĕсенче пуҫаруллисен ĕҫлемелле.  Пурин валли те яланах алăксем уҫă пулмалла.  Кану вырăнĕ пулса тăмалла», - тенĕ вăл. Регион Пуҫлăхĕ ялти халăха пуҫаруллă проектсем хатĕрлесе пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшмаллине чĕнсе каланă.

Муркаш тăрăхĕнче пурăнакан Лира Гаврилова республика Ертӳҫине ялсенче автомашина ҫулĕсем лайăх пулнăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă.

Елена Карповăна Вăрнар районĕнчи уйрăм ялти урамсенчи газификаци ыйтăвĕ пăшăрхантарнă. Михаил Игнатьев вăл асăннă яла газ кĕртме Чăваш Республикин газификаци программине кĕртсе хăварнине пĕлтернĕ.  Палăртнă объектăн ĕҫĕ 3 млн 500 пин тенкĕне кайса ларма пултарассине те каланă.

«Эпир республика хыснинчен ҫуррине 50 процентне тӳлеме пултарайратпăр, анчах та, ытти тăкака вара вырăнти бюджетран уйăрма тивĕ», - тесе ăнлантарса панă регион Ертӳҫи. Сăмаха май, республика хыснинчен сахал мар укҫа-тенкĕ ялсенче газ кĕртме уйăрнине палăртнă. Халăхăн пурăнма условисем чаплă пулччĕр тесе чылай тăрăшни куҫкĕретех.

2012-2016-мĕш ҫулсенче Чăваш Республикинче газификаци программине пурнăҫлама 80 млн ытла тăкакланă.  

Д.А.Медведевăн Парти Председателĕн регионти обществăлла йышăну пӳлĕмĕн ертӳҫи Николай Николаев хăйĕн сăмахĕнче депутатсем регионта 444 йышăну уйрăмĕнче халăха харпăрхăй ыйтăвĕсемпе йышăннине пĕлтернĕ.  «Халăх ытларах пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх условийĕсем пирки кăсăкланать, вăл мĕнпур ыйтусенчен 34 процента яхăн йышăнать», - тесе каланă  Николай Николаев.

 Фоторепортаж



01 декабря 2017
17:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter