Хĕрарăмсен хушшинче ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе тĕнче Кубокĕ пуҫланнă, ăна паян савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă

Состоялось торжественное открытие Кубка мира по вольной борьбе среди женщинРаштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарта Пăр керменĕнче хĕрарăмсен хушшинче ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе тĕнче Кубокĕ пуҫланнă. Ăна паян савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă.

 Аса илтеретпĕр, ăмăртусене  Японирен, Китайран, СШАран, Азербайджанран, Монголирен, Швецирен, Украинăран тата Раҫҫейрен пĕрлештернĕ ушкăнсем килсе ҫитнĕ.

Чи малтанах спорт уявне халалланă хавхалану саманчĕ пулса иртнĕ, каярах официаллă хăнасем курма пыракансемпе спортсменсене ăшшăн саламланă, пухăннă кĕрешӳҫĕсене ҫитĕнӳсемпе палăрма чĕнсе каланă.  

Чăваш Республикинче пурăнакансен ячĕпе Михаил Игнатьев пурне те хĕрӳллĕн саламланă, турнира тухакансене пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма суннă.   «Пире тĕнчери чи чаплă та сумлă, паллă, вăйлă спортсменсене кĕтсе илме шаннă. Ҫакă чăннипех те пысăк чыс пирĕншĕн. Паянхи пурнăҫ таппинче патшалăх политики спорт аталантăр тесе чăннипех те курăмлă ĕҫсем туса пыни куҫкĕретех, условисем ҫителĕклĕ», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Спорт яланах пурсăмăра та пĕр чăмăра пухма пулăшать, килĕшӳлĕхе тытса пыма витĕм кӳрет, туслăха ҫирĕплетет тенĕ сăмаха тăсса.

Тĕнчери кĕрешӳҫĕсен Халăхсен хушшинчи Федерацин вице-президенчĕ Наталья Ярыгина хăйĕн саламĕнче республика ертӳлĕхне мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  

Ҫак кун спорт уявне пухăннисене Раҫҫейри Кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Омар Муртузалиев ăшшăн саламланă.  Мероприяти уяв концерчĕпе тăсăлнă.

Тĕнче Кубокĕн финал ăмăртăвĕсем раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче пулаҫҫĕ.  Вăл Шупашкарта «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче иртет. Вăл кун мала тухнисене торжествăлла майпа чыслĕҫ.  

Фоторепортаж



01 декабря 2017
19:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter