Кун йĕркинчи тĕп ыйту: бюджет — 2018

Патшалăх Канашĕн черетлĕ 15-мĕш сессийĕн эрне каялла иртнĕ пĕрремĕш тапхăрĕнче республикăн 2018 çулхи, планпа пăхнă 2019 тата 2020 çулсенчи бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне пĕрремĕш вулавпа йышăннăччĕ. 

Валерий Филимонов спикер кун йĕркине çирĕплетичченех сăмах илнĕ май чи малтан пухăннисене республика Конституцине йышăннăранпа шăп та лăп 17 çул çитнĕ ятпа саламларĕ. Унтан ЧР Пуçлăхĕ пĕр кун маларах ачаллă çемьесене пулăшас тĕллевпе алă пуснă указ, РФ Президенчĕ ача çуратассине хавхалантарма тунă пуçарусем пирки сăмах пуçарчĕ. Республика çемьесене 3-мĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн пособи тÿлекен 60 регион йышне таврăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Ен ачалăха хÿтĕлес енĕпе хальччен те нумай тунă. 5 районта 2 çул тултарнă ачасене садиксенчи вырăнсемпе туллин тивĕçтернĕ, 9 районта 1,5 çулти ачасем те садиксене çÿреме пултараççĕ. Президент пуçарăвĕсем вара икĕ уйăхран пуçласах пĕчĕккисене яслисене яма май парĕç.

Кун йĕркине çирĕплетнĕ хыççăн бюджет саккунĕн проекчĕпе вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарчĕ. Унăн параметрĕсем эрне каяллахипе танлаштарсан улшăнман: тупăш — 43 миллиард, тăкаксем — 42,9 миллиард тенкĕ. Хăш-пĕр фракци тăкаксене пысăклатмалли сĕнÿсем панă-ха, вĕсене комитетсенче тишкернĕ — ырламан.

Ку хутĕнче те «Пĕрлĕхлĕ Раççей» членĕсем бюджет проектне кар! тăрса хÿтĕлерĕç. Альбина Егорова татăклăн каларĕ: бюджета йышăнмаллах, çакă кăрлачăн 1-мĕшĕнчен бюджетниксене ĕç укçине пĕр чăрмавсăр тÿлеме кирлĕ. Алексей Мурыгин оппозици представителĕсем бюджетра республика аталанăвне хăват памалли проектсем çук тенипе килĕшмест. «Хăтлă хула» программа хăех мĕне тăрать! Ача çуратассине хавхалантармалли утăмсем вара, ун шучĕпе, строительство отрасльне те çĕнĕ вăй парĕç.

Светлана Енилина трибуна умне тепĕр хут тухнă май депутатсен чылай ыйтăвне уçăмлатрĕ. Тĕрĕссипе, чылай хурав сессин иртнĕ тапхăрĕнчех янăранăччĕ — вĕсем патне тепĕр хут таврăнни кирлех те мар-тăр. Вăл палăртнă тăрăх, трактор завочĕ пĕтет тени тĕрĕс мар: панкрутлăх ку тĕслĕхре — сывату процедури, концерн предприятийĕсем «Ростех» ПК тытăмне куçнă май çĕнĕ вăйпа ĕçлесе каймалла. Бюджет саккунĕшĕн кашни статьяшăн уйрăммăн сасăларĕç. 35 сасă — «майлă», саккăрăн — «хирĕç». Республика раштав уйăхне çитес çул валли çирĕплетнĕ бюджетпа кĕрет.



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
01 декабря 2017
09:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter