Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн вĕренӳ Министрĕ Ольга Васильева йĕркелесе ертсе пынă видеоканашлăва хутшăннă

Михаил Игнатьев в режиме видео-конференц-связи принял участие в заседании Координационного совета Минобрнауки РоссииРаштав уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн вĕренӳ Министрĕ Ольга Васильева йĕркелесе ертсе пынă видеоканашлăва хутшăннă. Координаци канашлăвĕн ĕҫĕнче ертӳҫĕсем кадрсен тытăмне модернизацилессипе ҫыхăннă ыйтусем тавра сӳтсе явнă.

Мероприятине ҫак кун ҫавăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, «Межрегиональный центр компетенций – Чебоксарский электромеханический колледж» ГАПОУ директорĕ, Чăваш Республикин Обществăлла палатăн председателĕ Алексей Судленков хутшăннă.

Видеоканашăва уҫнă май, РФ вĕренӳ Министрĕ Ольга Васильева регионсен хушшинчи центр хута ярасси РФ 7 субъектĕнче пурнăҫа кĕнине палăртнă.   

«Раҫҫей Президенчĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн, икĕ ҫул хушшинче ҫак центрсем ҫĕкленсе ларнă, вĕсем тĕнче шайĕнчи объектсем пулса тăнă», - тенĕ вăл. МКЦ тĕп тĕллевлĕ – паха специалистсем хатĕрлеме пулăшассине асăннă.  Хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан технологисене аталантарса пырассипе те вĕсен ҫине тăрсах ĕҫлемеллине каланă.  Педагогсен паха ĕҫ опычĕсене те тĕпе хурса вĕренмеллине сăмаха малалла тăснă Министр. 2018-мĕш ҫулта Раҫҫей Федерацийĕн  Вĕренӳпе наука министерстви ҫĕршыври 44 субъекта вĕренӳ тытăмне модернизацилеме витĕм кӳме тĕллев лартнине пĕлтернĕ.   

МЦК тĕп аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсем пирки Наци фончĕн директор ĕҫĕсене пурнăҫлакан  Ирина Аржанова тĕплĕн доклад тунă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, центрсене хута яма пурĕ 4 млрд тенкĕ тăкакланине асăннă. Палăртнă укҫаран 60 процентне регионсем хăйсем тивĕҫтернине те каласа хăварнă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев канашлăва пухăннисене регионта центр епле ĕҫлесе пынипе паллаштарнă. Пĕтĕмпе ҫак объектсенче 13 лаборатори вырнаҫтарнине, вĕрентӳ пайĕсем  - 6, ĕҫ вырăнĕ – 341 хатĕрленнине те пĕлтернĕ. «Специалистсене хатĕрлеме сахал мар тăкакланнă. Пĕтĕмпе 600 млн пĕтернĕ, вĕсенчен 82 проценчĕ федераци тата регион хыснинчен куҫнă.  Ҫав тери пысăк укҫа», - тесе каланă Михаил Игнатьев сăмаха малалла тăснă май.

Проекта тĕпе хурса, вĕренӳ пайĕнче тăрăшакансем хăйсен квалификаци пĕлĕвне ӳстернĕ. Вĕренĕвĕн 16 программипе 2795 ҫын тарăн пĕлӳ илнĕ. Вĕсем ҫĕршыври 26 регионтан пуҫтарăннă. Тăтăшах ҫак центрта «Ҫамрăк профессионалсем» конкурса ирттереҫҫĕ. Кунсăр пуҫне ытти мероприятисене те сахал мар йĕркелесе пынă.   

«Чи кирли, пирĕн студентсем патриотизм туйăмне вăйлатса пыраҫҫĕ.  Вĕсем хăйсем суйласа илнĕ профессине ăша хывма вĕренеҫҫĕ. Пирĕн тĕллев – ҫамрăксен пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерсе пырасси, вĕсене ҫĕнĕлле ĕҫлеме вĕрентесси, пысăк технологиллĕ хатĕрсене пурнăҫа кĕртсе пырасси те кун йĕркинчех», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Сăмаха пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев ҫапларах каланă: «Раҫҫей Федерацийĕн Вĕренӳпе наука министерствине, унăн Ертӳҫине   Ольга Васильевăна,  Чăваш Республикинчи вĕренӳ тытăмне аталантарса пыма пысăк тĕрев панăшăн тав сăмахĕсем калатăп», - тенĕ вăл.  

 Фоторепортаж



11 декабря 2017
17:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter