Раҫҫей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕнче, ҫĕршывра граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăну ирттерес ĕҫе, Чăваш Республики те хутшăнать

  Раштав уйăхĕн 11-мăшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳҫисемпе тата хăш-пĕр муниципалитет пĕрлешĕвĕсен пуҫлăхĕсемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Ĕҫе пухăннисем РФ Конституцийĕн кунне халалласа ирттермелли ĕҫ планĕ пирки сăмах пуҫарнă.

Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева Чăваш Енри патшалăх органĕсенче тата вырăнти хăй тытăмлăх пайĕсенче пĕтĕмпе 650 ытла мероприяти плана кĕртсе хăварнине палăртнă.  Тĕрлĕ куравсем, конкурссем, ăмăртусем, "ҫавра сĕтел"мелĕпе калаҫусем тата та ытти мероприятисене планпа килĕшӳллĕн ирттерĕҫ.  

Калăпăр, раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Конституцийĕн кунне халалласа Чăваш Республикинче Раҫҫей Президенчĕн йышăну пӳлĕмĕнче халăхсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннине асăннă.  Ҫак ĕҫе Юстици министерствинче тăрăшакансем, «Раҫҫейри юристсен Ассоциацийĕ» пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла организацийĕн пайташĕсем ҫынсене кăсăклантаракан ыйтусене тĕплĕн хуравсем панă.  

Раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче юристсем диктант ҫырнă.

Кашни ҫулах Раҫҫей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕнче халăхсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнасси йăлана кĕнĕ.  Кăҫалхипе ҫак мероприяти пиллĕкмĕш хут иртет.  Ҫак ĕҫе Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе килĕшӳллĕн йĕркелеҫҫĕ. Раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче ҫынсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусемпе влаҫ органĕсенче тăрăшакансем патне кăнтăрла 12 сехетрен пуҫласа каҫхипе 20 сехетччен пыма пултараҫҫĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче пулакан мероприятине регионта та тивĕҫлĕ шайра йĕркелесе ирттерме чĕнсе каланă. «Халăха пăшăрхантаракан мĕнпур ыйтусене тимлĕн итлесе тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварма пĕлмелле, ҫийĕнчех татса пама май килмесен, ҫирĕп тĕрĕслеве илмелле», - тесе хушнă республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев



11 декабря 2017
13:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter