Чăваш Республикин социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн 2035-мĕш ҫулччен валли йышăннă стратегиллĕ проектне Правительство ҫуртĕнче анлăн сӳтсе явнă

Состоялось обсуждение проекта Стратегии социально-экономического развития до 2035 годаЧăваш Республикин социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн 2035-мĕш ҫулччен валли йышăннă стратегиллĕ проектне Правительство ҫуртĕнче, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Экономика канашĕпе Чăваш Республикин экономикăна модернизацилессипе тата техногенлă аталантарассин анлă ларăвĕнче сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче ҫак ҫӳлерех асăннă документ регионăн экономикине ҫитĕнӳсемпе аталантарас тата халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерсе пырассипе йышăннине каланă. «Стратегиллĕ ĕҫ хучĕ чи малтанах халăхăн сĕнĕвне шута илсе тивĕҫтерĕ.  Чăваш Енĕн аталанăвĕ, шăпах та, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерессипе ҫыхăннă», - тенĕ вăл.  Республика Пуҫлăхĕ ĕҫ хутне хатĕрленĕ чухне ытларах ҫынсен сĕнĕвне шута илмеллине, тĕрлĕ специалистсен шухăшĕсем те тĕп вырăнта тăмаллине асăннă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ регионăн ĕҫ климачĕ кулленех ырă енне улшăнса пынине асăннă.  Кун пирки рейтингри кăтартусем те ҫирĕплетсе панине каланă.  Республикăна инвестици явăҫтарни, ĕҫ вырăнĕсем ҫынсем валли хатĕрлени те ҫакнах кăтартса парать.   

«Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин тытса пыракан  экономика курсне тĕпе хурса, юлашки ҫулсенче сахал мар ĕҫ пурнăҫланă. Регионта ĕҫ климатне ӳстерсе пынă, бизнеса аталантарма хăтлă условисем йĕркелесе тăратнă», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕҫ кăтартăвĕсемпе Наци рейтингĕнче Чăваш Республики виҫҫĕмĕш ҫул ĕнтĕ малти вырăнта тăрать. 2017-мĕш ҫулта вара Чăваш Ен ытти 85 субъект хушшинче тивĕҫлĕ 2-мĕш вырăна тухрĕ. Туянусене уҫăмлăн ирттернин кăтартăвĕпе  Наци рейтингĕнче Чăваш Республики чи ҫӳллĕ шайри хаклава тивĕҫнĕ регионсем шутне кĕнĕ. Кун пирки ырă хыпара нумаях пулмасть пĕлтернĕ.

«Малти вырăна тухни, регионта бизнес тытăмра тата влаҫра ĕҫлекенсем пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫленине ҫирĕплетсе параҫҫĕ», - тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Республика аталанăвĕшĕн предпринимательсем пысăк витĕм кӳнине, социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парас ĕҫре сахал мар пулăшу панине те асăннă регион Пуҫлăхĕ.   

Чăваш Республикин 2035-мĕш ҫулчченхи тапхăр валли йышăннă  социаллă экономика аталанăвĕн Стратегиллĕ планĕ пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин тĕплĕн паллаштарнă. Ĕҫ хутне  малта пыракан ют ҫĕршывсемпе Раҫҫейри регионсен паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса йышăнса хăварнине те каланă.  Стратегиллĕ ĕҫ хучĕн тĕп приоритечĕсенчен пĕри – халăх йышне ӳстерессипе ҫыхăннă ыйтусем тата ҫынсен пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пырасси. «Пирĕн тĕллевсенчен пĕри – ҫамрăк яш-кĕрĕме регионта ĕҫлеме кирлĕ пек условисем хатĕрлесе парасси тата ҫакăн пекех ытти регионтан пирĕн тăрăха ĕҫлеме килччĕр тесе меллĕ условисем йĕркелесе тăратасси», - тенĕ вице-премьер.  

Владимир Аврелькин Стратегийĕн тĕп аспекчĕсем пирки чарăнса тăнă.  Вĕренӳ тытăмне вăй илтересси, экологи ыйтăвне уҫăмлатасси, сывлăх сыхлавĕн пайне «уралантарасси», агропромышленноҫ пайĕнче пысăк технологине вăй илтересси, транспорт тытăмне, спорта, культурăна, туризма ҫирĕпрех аталантарса пырасси те кун йĕркинчех.  Енчен те ҫак палăртнă тĕллевсене пĕтĕмпех туллин пурнăҫа кĕртсе пырсан, ĕҫĕн тухăҫлăхĕ хăпарĕ, шалу укҫин виҫи ӳсĕ, таварсен калăпăшĕ нумайланĕ. Халăхăн пурăнас кун-ҫулĕ те вăрăмланасси ун чухне куҫкĕретех пулĕ.  

Ҫак кун асăннă ĕҫ хутне предпринимательлĕх тытăмĕнче вăй хуракансем те сӳтсе явма анлăн хутшăннă. «Союз машиностроителей России» Пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла организацийĕн  регионти уйрăмĕн председателĕ Игорь Гиске хăйĕн сăмахĕнче, 2035-мĕш ҫулччен валли йышăнакан Стратегире промышленноҫ тытăмĕ ҫирĕппĕн аталантарса пымалли мелсене те кĕртсе хăварнăшăн ырланă.   Ҫак кунсенче Раҫҫей Президенчĕ «Ростех» ГК ĕҫченĕсене патшалăх наградисене парса тивĕҫтернине те асăннă ертӳҫĕ.  «Ман шутпа патшалăх машинăсем тăвакан пая сахал мар аталанса пыма витĕм кӳрет, эпир те ҫак енпе ҫине тăрса ĕҫлеме хатĕр», - тенĕ вăл.  

Игорь Гиске хăйĕн сăмахĕнче тата ҫакна та палăртнă, Чăваш Ен предприятийĕсене вăй илсе пыма  Чăваш Республикин Правительстви сахал мар пулăшу панине асăннă.  Кадрсем те упранса юлнă, пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе ĕҫлени те куҫкĕретех тенĕ ертӳҫĕ. «2025-мĕш ҫул тĕлне РФ рынокĕнче промышленноҫ тытăмĕнчи таварсен калăпăшĕ 50 процентран кая мар пулмалла.  Кун пирки ҫĕршыв ертӳлĕхĕ те пĕр хутччен ҫеҫ мар каланă. Ҫĕнĕ предприятисене пĕрле килĕшсе хута ярса вăй илтерсе пырассипе малашне те ĕҫлеме тĕллев лартатпăр», - тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.

Чăваш Республикинчи суту-илӳ промышленноҫ палатин президенчĕ Игорь Кустарин хăйĕн сăмахĕнче, проекта ҫав тери кăткăс хатĕрленине, унти тĕллевсене те тĕрĕс палăртнă тесе мухтанă.  «Калăпăр, республикăри ҫичĕ муниципалитет пĕрлешĕвĕнче ҫĕр ытла вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмне шута илет.  Вак тата вăтам бизнеса аталантарса пыма условисем лайăх пулассине, республикăра лару-тăру тата та экономика ырă енне улшăнса пырасси паллă», - тенĕ вăл.

«Научно-производственный центр «Кейсистемс-Безопасность» ТМЯО Сергей Сергеев хăйĕн сăмахĕнче IT-технологисем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă.

«ЭКРА» НПП ТМЯО Директорсен канашĕн председателĕ Андрей Фурашов  электротехника кластерĕпе паллаштарнă, ҫĕнĕлĕхсем пирки ăнлантарса панă.  

Чăвашстат ертӳҫи Эльвира Максимова хăйĕн сăмахĕнче Стратегиллĕ ĕҫ хутĕнче ҫав тери  кăткăс приоритетлă тĕллевсем палăртнине мухтаса каланă.  

Канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пур-пĕрех Стратегийĕн проект ĕҫне ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварма чĕнсе каланă, тепĕр хутччен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе сӳтсе явма хушнă.  Ҫитменлĕхсене пĕтернĕ хыҫҫăн, 2018-мĕш ҫулта кăрлач уйăхĕнче Правительство членĕсемпе тишкерме палăртса хунă. 

Фоторепортаж



11 декабря 2017
07:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter