Чăваш Республикинчи патшалăх влаҫ органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕҫлекенсен спартакиадин XVI-мĕш финал ăмăртăвĕсем иртнĕ

 Раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче  Ҫĕрпӳ хулинчи «Асамат»  спорт шкулĕнче Чăваш Республикинчи патшалăх влаҫ органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕҫлекенсен спартакиадăн XVI-мĕш финал ăмăртăвĕсем иртнĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев хăй ятĕнчен тата республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе ăмăртăва пухăннисене ăшшăн саламланă, сывă пурнăҫ йĕркине тытса пынăшăн пурне те тав тунă, мероприятинче туслăх ҫĕнтерĕр тесе каланă.

Спартакиада Чăваш Республикинче 16-мĕш хут иртет.  Республикăри патшалăх влаҫ органĕсенче тата вырăнти хăй тытăмлăх пайĕсенче тăрăшакансемшĕн чăн-чăн спорт уявĕ пулса тăчĕ.

Спартакиадăн программине тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене кĕртнĕ. Вĕсем: пăшалтан пересси, йĕлтĕрпе чупасси, шахмат, шашка, сĕтелҫи теннис, мини-футбол, хутăш эстафета, ҫăмăл атлетика, шывра ишесси, дартс тата ытти те.  Ăмăртусем ҫулталăк тăршшĕпе темиҫе тапхăрпа иртеҫҫĕ.

Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче программăна халăх сĕнĕвне шута илсе, ҫитес ҫул спортăн ытти тĕсĕсене те кĕртме пултарассине пĕлтернĕ.

Ҫак кун спартакиадăна пуҫтарăннисене Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Олимп чемпионки Елена Николаева, Ҫĕрпӳ районĕн пуҫлăхĕ  Татьяна Баранова саламланă.

Спартакиада виҫĕ тапхăрпа иртнĕ. Патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансен, федераци службисенче тимлекенсен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче вăй хуракансен хушшинче хĕрӳ тупăшу пулнă.

Дартс ăмăртăвĕнче Чăваш Республикин Спорт министерствине ҫитекенни пулман. Шывра ишекенсем хушшинче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн команди мала тухнă. Волейбол турнирĕнче Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерстви ҫĕнтернĕ.

Федераци службисен хушшинче дартс ăмăртăвĕнче Чăваш Республикинчи налук службинче вăй хуракансем мала тухнă.  Шывра ишессипе вара Чăваш Енри МЧС представителĕсем мала тухнă. Волейбол выляссипе те ҫак асăннă служба ĕҫченĕсене ҫитекеннисем пулман, вĕсем пĕрремĕш вырăна тивĕҫнĕ.  

Республикăри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем хушшинче дартс ăмăртăвĕнче Шупашкар районĕ пысăк ҫитĕнӳ кăтартнă, волейбол выляссипе тата шывра ишессипе Патăрьел командине ҫитекеннисем пулман.

Мĕнпур ăмăртусен кăтартăвĕсем тăрăх, пĕтĕмĕшле илсен, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн команди мала тухнă, иккĕмĕш вырăна Чăваш Республикин Спорт министерстви виҫҫĕмĕшне – Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерстви ҫĕнсе илнĕ.

Федераци службисем хушшинче Налук службин ĕҫченĕсем мала тухнă, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хушшинче Шупашкар районне ҫитекенни пулман.  

Финал ăмăртура мала тухнисене пурне те торжествăлла пулăмра наградăсем парса хавхалантарнă. 

Фоторепортаж



11 декабря 2017
08:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter