Чăваш Республикин патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансемпе вырăнти хăй тытăмлăх пайĕсен XVI-мĕш спартакиадăн ҫĕнтерӳҫисене торжествăлла майпа саламланă

Раштав уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев Чăваш Ен Пуҫлăхĕн Администрацийĕнче вăй хуракансемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ. Чăваш Республикин патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансемпе вырăнти хăй тытăмлăх пайĕсен XVI-мĕш спартакиадин ҫĕнтерӳҫисене торжествăлла майпа саламланă.

Спартакиадăн тапхăрĕсенче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн ушкăнĕ малти вырăнта пынă. Спортăн мĕнпур енĕпе пĕтĕм командăн кăтартăвĕсем тăрăх, пĕрремĕш вырăна тухнă.  Спартакиадăн юлашки тапхăрĕнче ҫĕнтервĕве тивĕҫнисене паян дипломсем парса чысланă.

Спартакиадăн финал ăмăртăвĕсене раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче Ҫĕрпӳ районĕнче «Асамат» спорт шкулĕнче ирттернĕ.  Шывра ишессипе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн ушкăнне ҫитекенни пулман. Вĕсем: Анатолий Алексеев, Людмила Александрова,  Юрий Гордеев, Екатерина Малова тата Николай Иванов.

Кăҫал утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче Канаш районĕнче Асхва ялĕ ҫумĕнчи «Урожай» стадионра канат туртассипе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн команди виҫҫĕмĕш вырăна тухнă, ҫĕнтерӳҫĕ пулса тăнă. Вĕсем ҫаксем: Анатолий Алексеев, Денис Ильин, Евгений Кирчанов, Игорь Николаев тата Алексей Уткин.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев пурне те ăмăртусенче хутшăннăшăн тав тунă, мала тухнисене мухтанă, ҫирĕп сывлăх суннă, ӳлĕмрен те ҫитĕнӳсемпе палăрма каланă.

Палăртса хăваратпăр, кăҫал спартакиада 16-мĕш хут иртнĕ.  Спартакиадăн программине тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене кĕртнĕ. Вĕсем: пăшалтан пересси, йĕлтĕрпе чупасси, шахмат, шашка, сĕтелҫи теннис, мини-футбол, хутăш эстафета, ҫăмăл атлетика, шывра ишесси, дартс тата ытти те.  

Фоторепортаж



11 декабря 2017
15:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter