"Ҫын пурнăҫĕпе ҫыхăннă ыйтусем пысăк пĕлтерĕшлĕ, тимлĕхе самантлăха та ҫухатма юрамасть, кирек епле службăра тăрăшакансен яланах асăрхануллă пулмалла", - тесе чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Раштав уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ятарлă службăсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ, хĕллехи тапхăрта пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх пайĕнче  тимлекенсен нимĕнле кăлтăксемсĕрех халăха пулăшусемпе тивĕҫтермеллине асăрхаттарнă. «Палăртса хунă ĕҫ ушкăнĕсен кулленех сыхă тăмалла, кирек епле сиксе тухакан ыйтусене те вăхăтра татса пама пĕлмелле.  Халăхăн пулăшусене туймалла. Ҫанталăк сиенĕсене вăраха тăсмасăр сирсе ярасси, ЖКХ пайĕнче ĕҫлекенсемшĕн пысăк яваплăх пулмалла. Граждансене шывпа, ăшăпа, ҫутăпа тата газпа тивĕҫтересси тĕп тĕллевсенчен пĕри.  Енчен те аварисем пулас пулсан та, вĕсене йĕркене вăхăтра кĕртессишĕн ятарлă служба пайĕнче тăрăшакансен ҫине тăрсах вăй хума тивĕ», - тенĕ вăл сăмаха тăснă май.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри ГКЧС ертӳҫине Вениамин Петрова  ЖКХ пайĕнче профилактика ĕҫĕсене йĕркелесе ирттерме чĕнсе каланă.

«Ҫын пурнăҫĕпе ҫыхăннă ыйтусем пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Тимлĕхе самантлăха та ҫухатма юрамасть, кирек епле службăра тăрăшакансен яланах асăрхануллă пулмалла», - тесе тепĕр хут чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Ку хутĕнче муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ертӳҫисене хĕллехи тапхăрта территорисене юртан тасатса тăрас ыйтусене куҫран вĕҫертме юраманнине асăрхаттарнă.



11 декабря 2017
14:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter