Пĕтĕм Раҫҫейре граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнмалли кун Чăваш Республикинче 1663 ҫын хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусем ҫине тивĕҫлĕ хуравсем илнĕ

 Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе килĕшӳллĕн, раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче,  РФ Коституцийĕн кунĕнче пĕтĕм Раҫҫейре граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.

Чăваш Республикинче ҫак асăннă мероприятине тивĕҫлĕ шайра йĕркелесе ирттернĕ.  Пĕтĕмпе 1663 ҫын хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусемпе республикăри тата муниципалитетсенчи влаҫ органĕсенче тăрăшакансем патне пынă.

2017 ҫулта раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче пĕтĕм Раҫҫейри йышăну кунĕнче республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче вăй хуракансем пĕтĕмпе 242 ҫынна харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă, видеоҫыхăну  мелĕпе - 33, ҫырупа 38 ҫын тухнă.  Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем патне пурĕ 1421 ҫын кайнă. Ҫырупа 24-ăн тухнă, аудио-видеоҫыхăну мелĕпе хăйсен ыйтăвĕсем пирки 50 ҫын пĕлтернĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн уполномоченнăйĕсем пурĕ 17 ҫынна йышăннă, пĕлтĕрхи ҫул – 16 ҫын.  Вĕсенчен 5-шĕ аудио-видеоҫыхăну мелĕпе хăйсен ыйтăвĕсем пирки каласа кăтартнă, ҫырупа 6 ҫын тухнă.

Республикăри министерствăсенче тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче пурĕ 374 ҫын халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.

Йышăну кунне халăха кăсăклантаракан ыйтусене пĕлессишĕн йĕркелеҫҫĕ, вĕсене тивĕҫлĕ хуравсемпе титвĕҫтересишĕн тăрăшаҫҫĕ.

Пĕтĕм Раҫҫейри халăхсене йышăнмалли кун, раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче 2016 ҫулта  Чăваш Республикинче пурĕ 1587 ҫынна  йышăннă, вĕсене кирлĕ пек хуравсемпе тивĕҫтернĕ. 



13 декабря 2017
08:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter