Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче ҫемьесенче ачасем пуррисене хушма патшалăх пулăшăвĕпе тивĕҫтересси пирки калакан Саккун проектне тишкернĕ

 Раштав уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче ĕҫе пухăннисем Чăваш Енре ҫемьесенче ачасем пуррисене хушма патшалăх пулăшăвĕпе тивĕҫтересси пирки калакан Саккун проектне тишкернĕ.

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хăйĕн сăмахĕнче, проекта Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевăн хушăвĕпе килĕшӳллĕн йĕркеленине пĕлтернĕ.  Чăваш Республикинче ҫемьесене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕҫтерессине  республика хыснинче те ҫителĕклĕ укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă.

«Паянхи кун тĕлне амăшĕн капиталĕпе усă куракансем 10838 ҫынна шута илнĕ», - тенĕ министр. Сăмаха май, ытларах ҫак пулăшупа ҫемьесем ҫурт-йĕр условисене лайăхлатма тăкакланнине асăннă вăл сăмаха тăснă май.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ -  финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн докладĕнче республика хыснинче 2018-2020-мĕш ҫулсем валли пĕтĕмпе ҫак ҫӳлерех асăннă ĕҫсене пурнăҫлама кашни ҫулталăка 196,8 млн тенкĕ пăхса хăварнине каланă сăмаха малалла тăснă май.

«Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин яваплă  пуҫаруллă ĕҫ йышăннă. Ҫемье институтне ҫирĕплетес, ача ҫуратакансене пулăшу парас тĕлĕшпе патшалăх енчен укҫа уйăрма йышăннă. Амăшĕн капиталне 2021-мĕш ҫулччен тивĕҫтермелли пирки ĕҫ хутне ҫирĕплетнĕ.  Ҫак йышăнусене тĕпе хурса, регион шайĕнче те тивĕҫлĕ мерăсем пăхса хăварнă. Пулăшу ашшĕ-амăшĕшĕн паха пулĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ саккун проектне вăраха тăсмасăр йышăнасса шанатпăр», - тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   

Раштав уйăхĕн 13-мĕшĕнче республика Правительстви ҫакăн пекех Чăваш Республикинче потребительсен корзини пирки калакан саккуна кĕртнĕ ҫĕнĕлĕхсене те тишкернĕ.  

Раҫҫей Федерацийĕнче потребительсен корзинине пиллĕк ҫулта пĕрре ҫĕнĕлĕхсем кĕртеҫҫĕ.  Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев палăртнă тапхăр кăҫал раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче унăн тапхăрĕ вĕҫленсе пынине пĕлтернĕ.    Саккун проекчĕпе килĕшӳллĕн социаллă ушкăнри халăха пулăшупа тивĕҫтерессин йĕркине 2020-мĕш ҫулта раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен тăсмаллине асăннă.  



13 декабря 2017
12:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter