Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче актуаллă ыйтусене пăхса тухнă

 Раштав уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче таварсене курттăмăн туянас, пулăшусене, тĕрлĕ ĕҫсене пурнăҫлассипе йышăнмалли Йĕркене сӳтсе явнă.  Вĕсене финанс тĕлĕшĕнчен республика тата муниципалитет хыснисенчен субсиди мелĕпе тивĕҫтермелли пирки сăмахланă.   Ҫак асăннă ĕҫ хучĕпе ытларах торгисем тунă чухне усă кураҫҫĕ.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче муниципалитетсен харпăр хăй пурлăхĕ шутлансан, ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркелеме тĕрлĕ хатĕрсене туянма пĕрле курттăмăн илес ĕҫре усă курăнассине асăннă.  Анчах та вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 30 млн ытларах пулсан, енчен те тата укҫана федераци, республика хыснинчен хушса тӳлеҫҫĕ пулсан тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.

Владимир Аврелькин хальхи вăхăтра Шупашкар хула администрацийĕ ĕҫ хучĕпе килĕшни пирки алă пусса ҫирĕплетменнине палăртнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев таварсене централизовăннăй майпа туянни, бюджет укҫине перекетлеме витĕм кӳнине палăртнă.  

Патшалăх туянăвĕпе, 2017-мĕш ҫулта Шупашкар хулинче Пихтулин свалкин строительство ĕҫне пурнăҫлама, контракта ĕҫ хучĕсене вăхăтра тирпейлесе ҫитерейменнине кура, авăн уйăхĕнче ҫеҫ алă пусма май килнĕ. Федерацин монополие хирĕҫ кĕрешекен служби кăмăллă пулманни сисĕнчĕ хăй вăхăтĕнче тенĕ сăмаха тăсса регион Пуҫлăхĕ.  

«Эпир патшалăх тата муниципалитет туянăвĕсен пахалăх шайне чакарса лартассишĕн тăрăшмастпăр.  Пирĕн пĕр тĕллев, плана кĕртсе хăварнă социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене вăхăтра хута ярасси.  Бюджет укҫине тĕлли-паллисĕр салатма никамăн та ирĕк ҫук.  Пурин те халăхăн ырлăхĕшĕн таса чунпа, яваплăха туйса, саккунсене пăхăнса ĕҫлемелле», - тесе тепĕр хут чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин калаҫăва пĕтĕмлетнĕ май, ҫапларах палăртнă: «Кун пек ҫӳлерех асăннă ĕҫ хутне йышăнса хăварни – патшалăх программисемпе тухăҫлăрах ĕҫлеме май парать», - тенĕ. 



13 декабря 2017
14:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter