Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫ тата суту-илӳ Министрĕ Денис Мантуров ирттернĕ видеоканашлăва республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

 Раштав уйăхĕн 13-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫ тата суту-илӳ Министрĕ Денис Мантуров промышленноҫ таварĕсене саккунсăр майпа халăхра ҫаврăннине тимлекен Патшалăх комиссийĕн черетлĕ ларăвне видеоканашлу мелĕпе ирттернĕ. Унта  республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хутшăннă.  

Раҫҫей Федерацийĕн Минпромторг Ертӳҫи хăйĕн сăмахĕнче, калаҫăва пуҫланă май таварсен ҫаврăнăшне сарассипе  ют ҫĕршывсенчи патшалăхсемпе килĕшӳ хутне алă пусса ҫирĕплетнине пĕлтернĕ.  Ĕҫе тĕрĕслесе тăракан орган пулма Раҫҫей Федерацине ҫирĕплетсе хăварнине каланă.

«2018-мĕш ҫулта Раҫҫейре «Антиконтрафакт-2018» Пĕтĕм халăхсен хушшинчи VI-мĕш форумĕ иртет.  Пирĕн тĕллев – актуаллă кун йĕркине ҫирĕплетсе хăварасси.  Партнерсене хамăр тăрăха ытларах та ытларах явăҫтарма витĕм кӳресси», - тенĕ Министр.  

Таварсене маркировка туса ҫирĕплетсе паллă туни – контрафакта хирĕҫ кĕрешме витĕм кӳрет. Денис Мантуров ҫакăн пек йышăну юлашки ҫулталăк ҫурăра хăйĕн тухăҫлăхне сахал мар кăтартса панине каланă.

РФ Правительствин Председателĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн, 2024-мĕш ҫул тĕлне мĕнпур таварсене пĕрлĕхлĕ маркировка туса ҫирĕплетмелле.   Министр ҫак ĕҫ Раҫҫейре пуҫланнине, сахал мар мерăсем йышăннине палăртнă, регионсене активлăрах хутшăнма чĕнсе хăварнă, ыйтăва бизнес-пĕрлешӳсемпе сӳтсе явмаллине те палăртнă, тĕрлĕ пуҫаруллă шухăшсене те тĕпе хума ыйтнă. Строительство хатĕрĕсене туяннă чухне, саккунсăр майпа таварсене сутнин тĕслĕхĕсем те пуррине, ятарлă таварсене сертификатпа тивĕҫтермеллине асăннă.

Денис Мантуров тата ҫакна та каланă, строительство пайĕнче пахалăх ҫук таварсемпе усă курсан, йывăрлăхсем те сиксе тухма пултарассине пĕлтернĕ.

Палăртса хăваратпăр, регионта таварсен ҫаврăнăшĕ кирлĕ пек шайра, саккунсăр майпа халăх патне ан салантăр тесе, Чăваш Республикин Экономика министерстви республикăри ятарлă организацисемпе килĕшӳ тума проект хатĕрленĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ, «Международная ассоциация «Электрокабель» пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли пирки ĕҫ хутне йышăнма тĕллев лартнă, ҫитес Комиссийĕн ларăвĕнче Килĕшĕве алă пусма плана кĕртсе хăварнă.    Канашлăва хутшăннисем, ытти актуаллă ыйтусем тавра та сăмахланă, сăран, кĕрĕксенчен таварсене, ятарлă эмелсене маркировка тусан та аван пулнă пулĕччĕ тесе палăртнă, пилотлă проекта пурнăҫа кĕртсе хăварасси пирки калаҫнă.  

Фоторепортаж



13 декабря 2017
15:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter