Ĕҫ укҫине вăхăтра тата туллин тивĕҫтерес ыйтусемпе тимлекен ведомствăсен хушшинчи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел заседание Межведомственной комиссии по вопросам своевременности и полноты выплаты заработной платы, снижения неформальной занятостиРаштав уйăхĕн 13-мĕшĕнче Ĕҫ укҫине вăхăтра тата туллин тивĕҫтерес ыйтусемпе тимлекен ведомствăсен хушшинчи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.

Ларăва уҫнă май, регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫ йĕркипе ҫыхăннă саккунсене еплерех пăхăнса пынин ыйтăвне республика Правительстви кулленех ҫирĕп тĕрĕслевре тытнине каланă. Ыйту кашни ҫыншăн социаллă пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Пĕтĕмĕшле илес пулсан, республикăри предприятисемпе организацисенче халăха вăхăтра шалу укҫипе тивĕҫтерсе пынине, саккунсен йĕркисене те ҫирĕп пăхăннине пĕлтернĕ. Пур-пĕрех уйрăм предприятисенче лару-тăрăва уҫăмлатмаллине чĕнсе каланă, кăлтăксем пуррине асăннă.

Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем строительство енĕпе ĕҫлекен предприятисенче ĕҫ укҫин парăмĕсем пирки сăмах пуҫарнă. Халăха вăхăтра ĕҫ укҫипе тивĕҫтермелли мерăсем ҫинчен калаҫнă.

Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов хăйĕн сăмахĕнче строительство тытăмĕнче пухăнса кайнă парăмсем ытларах организацисен ĕҫ калăпăшĕ пĕчĕкленнипе сăлтавланă.  Предприятисен харпăр хăй тупăшĕ чылай чакнине ҫирĕплетнĕ. «Гэсстрой» АО 2017 ҫул чӳк уйăхĕ тĕлне пухăнса кайнă 930 пин тенкĕ парăма пĕтĕмпех парса татнă организаци. «СУОР»  ТМЯО юпа уйăхĕшĕн парăмсене тивĕҫтерет, кăтарту 95 процентпа танлашать. Чӳк уйăхĕшĕн пухăннă шалу укҫин парăмне раштав уйăхĕн 15-мĕшĕччен парса татма тĕллев лартнă», - тесе пĕлтернĕ хыпарсене министр.

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев министра строительство пайĕнче йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене кулленех тĕрĕслевре тытма сĕннĕ.

Ҫул-йĕр строительствин пайĕнче те йывăрлăхсем ҫук мар. «Чувашавтодор»  АУО тата «Чувашавтотранс»  ГУПăн та шалу укҫипе кăлтăксем тухса тăраҫҫĕ, халăха вăхăтра тивĕҫтерменни самай сисĕнет, организацисен панкрута тухас хăрушлăх пысăк.   

Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх, «Чувашавтодор»  АУО паянхи кун тĕлне парăм 54 млн пухăнса кайнă. «Предприяти пурлăхсене сутма пуҫланă, ҫулталăк вĕҫлениччен 300 млн тенкĕлĕх сутăнасси паллă. Кун хыҫҫăн, ҫынсене пĕтĕмпех ҫак укҫана шалу вырăнне валеҫсе пама тĕллев лартнă. 2018 ҫулта пĕрремĕш кварталта ыйтăва татса пама плана кĕртнĕ», - тенĕ министр. 

Чăвашавтотранс пайĕнче паянхи кун тĕлне парăмсем ҫук.  Предприяти тупăшĕн ытларах пайĕ ĕҫ укҫине тӳлеме куҫать, ГСМ тата ытти тăкаксене саплаштарма вырнаҫăнать.

Ларура конкурс управляющийĕсем йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки каласа кăтартнă.

«Чувашавтодор»  АУО конкурс управляющийĕ Евгений Добрынин  хăйĕн докладĕнче предприятире ĕҫлекенсене 2018 ҫулта нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕччен пĕтĕмпех шалу укҫисене парса татасси пирки хыпарланă, парăм пĕтĕмпех хупланассине асăннă.  

«Инстрой» ТМЯО паянхи кун тĕлне парăм 7,6 млн пухăнса кайнă, вĕсенчен 6 млн ĕҫ укҫипе. «Инстрой»  ТМЯО конкурс управляющийĕ Евгений Грабалин хăйĕн сăмахĕнче парăмсене саплаштарасси пирки сăмах панă, анчах та хăш вăхăт тĕлне тивĕҫтересси пирки каласа хăварман.

«Альянс-Инвест» ТМЯО генеральнăй директорĕ Александр Хазов хăйĕн сăмахĕнче ĕҫ укҫипе парăмсене парса татма шантарнă. Кăҫалхи ҫул чӳк уйăхĕ тĕлне организацийĕн парăмĕ 4 млн пуҫтарăннă, вĕсенчен пурĕ те 1,5 млн ҫеҫ парса татнă-ха.

Федерацин налук службин Чăваш Енри Управленийĕн ертӳҫи Марина Петрова хăйĕн докладĕнче тĕрĕслевпе асăрхав службисемпе тачă ҫыхăнса ĕҫленине пĕлтернĕ.  Республикăри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем парăмҫăсемпе кашни уйăхрах тĕл пулнине, ятарлă комиссийĕн ĕҫне те кулленех йĕркелесе ирттернине асăннă. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕпе тачă ҫыхăнура тăнине каланă.

Предприятисемпе организацисенче нумай чухне ертӳҫĕсем хăйсем патĕнче тăрăшакансен шалу укҫине чи пĕчĕккине кăтартса панине, ĕҫе вырнаҫни пирки килĕшӳ хучĕсене ҫирĕплетменнине тата та ытти пăтăрмахсем туса пынине пĕлтернĕ, налуксен пайне пĕчĕклетессишĕн сахал мар суя ĕҫ хучĕсене пуҫтарнине каланă. Пĕр сăмахпа каласан, организацисемпе предприятисен хăш-пĕр ертӳҫисем ыйтăва пăрма тăрăшни сисĕнет тенĕ вăл. 

2017-мĕш ҫулта пурĕ мĕнпур ятарлă службăсемпе пĕрле 434 комисси ĕҫне йĕркелесе ирттернĕ, вĕсенче 1858 ертӳҫĕне  итленĕ,    «сăрă» ĕҫ укҫипе тивĕҫтерекенсене те сахал мар тупса палăртнă. Йĕрке пăсакансем бюджета 14,2 млн тавăрса панă, страховани взносне те 20,5 млн тивĕҫтернĕ.  Ӳлĕмрен те Федерацин налук службин Чăваш Енри Управленине йĕрке пăсассинчен кулленех тĕрĕслесе тăма сĕннĕ регион Ертӳҫи.

Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх  органĕсенче тăрăшакансене, тĕрĕслевпе асăрхав службисемпе пĕрле ҫӳлерех асăннă ыйтусене ҫивĕч тĕрĕслеве илме сĕннĕ республика Пуҫлăхĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче республикăра предприятисен шучĕ ӳснине, вĕсенчен чылайăшĕ хăйсем ҫине илнĕ ĕҫе таса чунпа яваплăха туйса пурнăҫласа пынине пĕлтернĕ. 

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина республикăн пĕрлештернĕ бюджетне налуксенчен тата ытти уйрăм пайсенчен 6804 млн тупăш кĕнине пĕлтернĕ.   Кăтарту пĕлтĕрхинчен пысăк, 104,5 процентпа танлашать тенĕ.  Сăмаха май, аренда парăмĕсем пирки чарăнса тăнă вăл. Ку енĕпе Шупашкар хулин парăм чылай тенĕ сăмаха тăсса.  Светлана Енилина хула администрацийĕн «Коммуналлă технологисем» ТМЯО пур-пĕрех йывăрлăхсем пур тенĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хула администрацине пухăнса кайнă парăмсемпе тĕллевлĕн ĕҫлеме хушнă. «Элитстрой» ТМЯО тата «Стройсфера» организацисем НДФЛ кирлĕ пек шайра тӳлесе пыманнине тепĕр хут асăнса хăварнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн докладĕнче регионти предприятисемпе организацисене патшалăх енчен тивĕҫтернĕ пулăшусем пирки паллаштарнă, 117 вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне патшалăх пулăшăвĕпе тивĕҫтенине пĕлтернĕ. Хăшĕсем тĕллевлĕн усă курманшăн, укҫасене каялла та патшалăха тавăрса панă, кăтарту 25,3 млн танлашать. Йĕрке пăсакансем пирки хыпарсене прокуратура пайне ҫитернĕ, мерăсем йышăнма пăхса хăварнă. 

Лару ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кун йĕркинчи мĕнпур ыйту  кулленех тĕрĕслевре пулмаллине, ятарлă служба ĕҫченĕсен тимлĕхе самантлăха та ҫухатма юраманнине асăрхаттарнă.

 Фоторепортаж



14 декабря 2017
10:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter