Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Санаторий «Чувашиякурорт» АО ĕҫĕпе паллашнă

Обсуждены вопросы дальнейшего развития АО «Санаторий «Чувашиякурорт» Раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Санаторий «Чувашиякурорт» АО ĕҫĕпе паллашнă. Учрежденийĕн хуҫипе «Завод «Чувашкабель»  АО генеральнăй директорĕпе Игорь Кортуновпа тата «Санаторий «Чувашиякурорт» АО тĕп врачĕпе Алла Самойловăпа республика Пуҫлăхĕ санаторине малашнехи тапхăрта епле реконструкцилесси пирки ыйтусене сӳтсе явнă, ҫĕнĕ инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртсе пырасси ҫинчен те канашланă.  

Ку хутĕнче тĕплĕ калаҫăва Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков, хулари депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Олег Кортунов, «Группа «Компании Системной Консолидации» АО директор ĕҫне пурнăҫлакан Андрей Тимофеев, Шупашкар хулин Мускав районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Андрей Петров хутшăннă.

Игорь Кортунов хăйĕн сăмахĕнче сиплев учрежденине 138,5 млн тенкĕлĕх инвестици хывнине палăртнă. Объектăн строительствăпа монтаж ĕҫне халлĕхе 74,3 млн тăкакланине пĕлтернĕ. Учреждени валли тĕрлĕ хатĕрсем туянма 64,2 млн уйăрнине каланă.  Ҫитес виҫĕ ҫул хушшинче «Ильинский» ачасен сиплев учрежденийне, хăнасен ҫурчĕн комплексне тата та ытти объектсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркелеме плана кĕртнĕ. Хуҫа ҫак мĕнпур ыйтусене туллин пурнăҫлама 366 млн тăкаклама палăртнине каланă.  

Республика Пуҫлăхĕ пĕр килнĕ пек чухне объектри условисемпе кăсăкланнă, медицина пайĕнчи ыйтусем тавра сăмах хускатнă, халăхпа курнăҫнă.

Алла Самойлова паянхи кун тĕлне, санаторинчи ресторана реконструкцилени пирки пĕлтернĕ. Мĕнпур лаптăка 70 процента ҫити тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркеленине асăннă.  Сахал мар пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсене туянни ҫинчен те палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май. Рентген-аппарат, УЗИ хатĕрне,  ЭКГ, спирометр тата та чылай япаласемпе сиплев учрежденийĕ пуянланнине пĕлтернĕ тĕп врач.

2017-мĕш ҫулта ҫурла уйăхĕнчен пуҫласа  сиплев учрежденийĕнче кăнтăрлахи уйрăм хута кайнă. Пурĕ 190 ҫын хăйсен сывлăхне ҫирĕплетнĕ, вĕсенчен 116-шĕ ОМС шучĕпе сывалнă.  2018-мĕш ҫулта 600 ҫынна плана кĕртнĕ, вĕсенчен 70 проценчĕ ОМС пайĕпе сипленме пултарĕ. Ульяновск облаҫĕпе тата  Марий Эл Республикипе килĕшӳ хучĕсене алă пуса ҫирĕплетнине асăннă, час-часах вăл тăрăхран ҫынсем хăйсен сывлăхне ҫирĕплетме килнине пĕлтернĕ.

«Завод «Чувашкабель» АО инвестици хывнипе «Чувашиякурорт» санатори Шупашкар хулине йĕркелесе янăранпа 550 ҫул, Чăваш автономи облаҫне туса хунăранпа 100 ҫитнĕ май, объект тата та илемленесси паллă, кунта сипленме килекенсен йышĕ те ӳссе каясси куҫкĕретех пулĕ тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, санатори ертӳлĕхне ҫакăн пек пысăк ĕҫсем йĕркелесе пынăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

Михаил Игнатьев санаторине канма пынисемпе тĕл пулса калаҫнă, вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлнĕ, ОМС шучĕпе сипленекенсемпе курнăҫнă.

Фоторепортаж



14 декабря 2017
14:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter