Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Инвестици климатне лайăхлатма пулăшакан канаш тата Приоритетлă проектсемпе стратегиллĕ аталанас енĕпе ĕҫлекен канашăн пĕрлехи ларăвне ирттернĕ

Перечень основных направлений стратегического развития Чувашской Республики в 2018 году дополнит раздел «Цифровая экономика» Раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Инвестици климатне лайăхлатма пулăшакан канаш тата Приоритетлă проектсемпе стратегиллĕ аталанас енĕпе ĕҫлекен канашăн пĕрлехи ларăвне ирттернĕ.

Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче хальхи вăхăтра 2035-мĕш ҫул валли Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн Стратегине тĕпрен хатĕрлесе ҫитерес ĕҫ хĕрӳ пынине палăртнă.  Ĕҫ хутне ытларах халăхăн сĕнĕвне те шута илсе пурнăҫланине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. «Ҫынна аталанса пыма условисем хатĕрлесе тăратасси, пурăнма хăтлă майсем йĕркелесе пырасси тĕп приоритетсем пулса тăраҫҫĕ», - тенĕ вăл.  

РФ Президенчĕ Владимир Путин Федераци Канашне ҫулсерен тухакан Ҫырăвĕнче  ҫĕршыв Правительствине кадрсем хатĕрлеме, пысăк технологине аталантарма, пĕр сăмахпа каласан, цифрăллă экономикăна вăй илтерме майсем тупма чĕнсе калани пирки аса илсе хăварнă Михаил Игнатьев. Ҫак ыйтусене Чăваш Республикине 2018-мĕш ҫулсенче тата 2025-мĕш ҫулсем валли йышăннă стратегинче те кĕртсе хăвармаллине асăрхаттарнă. Цифрăллă технологисем халăх хуҫалăхĕн тытăмне кĕнине уйрăммăн палăртнă вăл, экономикăна хăватлăрах аталантарма май панине пĕлтернĕ.   Тĕслĕх вырăнне «МРСК Волги»  ПАО «Чувашэнерго» филиалĕ Шупашкарта уҫăлни ҫинчен каласа хăварнă.  Сăмаха май, регионсен хушшинчи центрсен ĕҫĕ пирки те чарăнса тăнă, вĕсене хута яма 600 млн тăкакланине каланă. Специалистсен пĕлӳ шайне ӳстерсе пыни, республикăн экономикине тата та вăйлăрах аталантарма пулăшать тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, калаҫăва пĕтĕмлетнĕ май, патшалăх влаҫ органĕсенче, бизнес-пĕрлешӳсенче, обществăлла организацисенче вăй хуракансем мĕнпур ҫынсем пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесен, ҫитĕнĕсем тата та пулассне чĕнсе каланă.

Ĕҫĕн тухăҫлăхне ӳстерес тата халăха ĕҫпе тивĕҫтерес ыйтусемпе программăри тĕп приоритетсемпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин тĕплĕн каласа кăтартнă.  Программăна 2018-2025-мĕш ҫулсем валли йышăннине аса илнĕ. Тĕп ыйтусем – пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсемпе халăха тивĕҫтересси, кадрсен тытăмне тĕпрен ҫĕнетесси те кун йĕркинчех тăнине асăннă вăл сăмаха тăсса. Чăваш Республикинче 50 ытла предприятине модернизацилемеллине палăртнă. Промышленноҫа аталантарас тата экономикăна инновацилле вăй илтерессипе пăхса хăварнă программăна пурнăҫа кĕртме 5 млрд 230,4 млн тенкĕ тăкакланма палăртса хунине пĕлтернĕ.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов медицина ыйтăвĕсем пирки каласа кăтартнă. Стратегийĕнчи сывлăх сыхлавĕн ҫул-йĕрĕсем ҫинчен чарăнса тăнă. 2018 ҫулта  медицинăна ҫĕнĕлле аталантарассипе йышăннă приоритетлă проекта пурнăҫакан РФ 10 регионĕ шутне Чăваш Республики кĕнине пĕлтернĕ. Проектăн тĕллевĕ медицина ĕҫченĕсене тухăҫлă ĕҫлеме чăрмав кӳрекен факторсене пăрахăҫласси. «Пилотлă» медицина проектне Шупашкарти 10 сиплев учреждени кĕнĕ, вĕсенчен 5-шĕ аслисемпе ĕҫлекеннисем, тепĕр 5-шĕ ача-пăчасен поликлиникисем. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ пациентсемпе врачсем хушшинче кăмăллă ҫыхăну яланах пултăр тесе чĕнсе каланă, ҫакă та тепре чухне пысăк витĕм кӳнине асăннă.  

Профильлĕ министрсем хăйсен ĕҫ планĕсем пирки каласа кăтартнă, ҫĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă.

Чăваш Республикинчи cуту-илӳпе промышленноҫ палатин президенчĕ Игорь Кустарин  налукпа ҫыхăннă ыйтусем тавра калаҫнă.

Михаил Игнатьев канашлу ĕҫне пĕтĕмлетсе ҫапларах каланă: «2018-мĕш ҫулта министерствăсен ертӳҫисен Чăваш Республикин стратегиллĕ аталанăвĕнчи тĕп ҫул-йĕрсемпе йышăннă приоритетлă проектсем еплерех пурнăҫа кĕрсе пыни ҫинчен отчетсем тума тивĕ», - тенĕ.  

Фоторепортаж



14 декабря 2017
15:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter