Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионта право йĕркипе тивĕҫтерессипе ĕҫлекен Координаци канашĕн черетсĕр ларăвне ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел внеочередное заседание Координационного совещания по обеспечению правопорядка в Чувашской Республике Раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче право йĕркипе тивĕҫтерессипе ĕҫлекен Координаци канашĕн черетсĕр ларăвне ирттернĕ. Видеоконференци ĕҫне республикăри мĕнпур районсемпе хуласен администрацийĕсен ертӳҫисем хутшăннă.

«Кун йĕркине кĕртнĕ ҫивĕч ыйтăва кирлĕ пек шайра пурнăҫласа пырасси – ведомствăсем хушшинче тухăҫлă ĕҫленинчен тата йĕрке пăсассинчен асăрханса профилактика ĕҫĕсене кулленех ирттернинчен, право хуралĕнче тăрăшакансем мĕнпур тытăмри влаҫ органĕсемпе килĕшсе ăнланса пынинчен те сахал мар килет.  Пирĕн пурин те пĕр командăра ĕҫлесе, инкексем пулассинчен асăрханса, тĕллевлĕн ыйтăва пурнăҫламалла», - тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ларăва уҫнă май.  Муниципалитетсен ертӳлĕхĕсен хăйсен территорийĕнче патшалăх тата граждансен прависене хӳтĕлессишĕн яваплăха туйса ĕҫлемелле, ҫакă чи пысăк тĕллевсенчен пĕри пулса тăмалла. «Криминогенлă лару-тăрăва кулленех тĕрĕслесе пыни, профилактика мероприятийĕсене ирттерни, ҫынсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерни – халăха ыранхи куна шанса пурăнма чĕнет», - тесе сăмаха малалла тăснă вăл.

Влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, Чăваш Республикин Прокуратуринче вăй хуракансем, йĕрке хуралĕнче ĕҫлекенсем планпа килĕшӳллĕн мĕнпур ĕҫсене кулленех ирттерсе пыни - йĕрке пăсакансен шучĕ сахалланнине ҫирĕплетеҫҫĕ. «Кăтарту та ҫук мар,  ҫитменлĕхсем те тăрса юлнă-ха. Вĕсене те куҫран вĕҫертме юрамасть», - тенĕ Михаил Игнатьев. Кăҫал 11 уйăхри ĕҫ кăтартăвĕсем тăрăх, йĕрке пăсакансен йышĕ 11 процента ҫити сахалланнă.  Пур-пĕрех йывăр преступленисен шучĕ куҫа курăнать-ха, кăтарту хăпарни сисĕнет.

«Пурсăмăра та пăшăрхантараканни – ҫемьере пулнă пăтăрмахсем», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ сăмаха тăсса.

Чăваш Республики прокурорĕ Василий Пословский, Чăваш Енри шалти ĕҫсен министрĕ Сергей Неяскин,  РФ Следстви комитечĕн Чăваш Енри Управленийĕн ертӳҫи Александр Мигушов, РФ айăплав пурнăҫлав службин Чăваш Республикинчи пуҫлăхĕ Александр Робота хăйсен доклачĕсенче ҫӳлерех асăннă ыйтупа пурнăҫланă ĕҫ кăтартăвĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă.

Василий Пословский хăйĕн сăмахĕнче, республикăри прокуратура тытăмĕнче тимлекенсем право хуралĕнче тăрăшакансемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче вăй хуракансем,  профилактика ĕҫĕсене пурнăҫланин пĕтĕмлетĕвĕсем пирки чарăнса тăнă. Кăтарту 2017 ҫулта 11 уйăх хушшинче районсемпе хуласенче лайăхланнине пĕлтернĕ. Пур-пĕрех лару-тăру кăткăс районсемпе хуласем те пуррине асăннă. Вĕсем: Элĕк, Ҫĕрпӳ, Елчĕк, Шупашкар хулинчи Калинин районĕ, Канаш районĕпе Канаш хули.  

Ҫамрăксем йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ кăҫал 11 уйăх хушшинче чакни сисĕнет, кăтарту 17,3 процент сахалланнă. Тепĕр пысăк пурсăмăра та хумхантаракан ыйту – халăх хушшинче наркотик сарăлни. Инкеке пăрса яма пулать, анчах та республикăри уйрăм хăш-пĕр районсемпе хуласенче ҫула ҫитмен ҫамрăксемпе профилактика ĕҫне кирлĕ пек шайра ирттерсе пымаҫҫĕ, тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Республикин прокурорĕ, темăна куҫран вĕҫертме юраманнине тепĕр хут асăнса хăварнă. Йывăр ҫемьесенче ӳсекен ачасем ытларах йĕрке пăсас хăрушлăх пур, вĕсемпе те кулленех профилактика ĕҫне ирттерсе пымаллине каланă вăл.

«Координаци канашлăвĕн кун йĕркине кĕртнĕ чи ҫивĕч ыйтусем пурсăмăра та хумхантараҫҫĕ, никамăн та лăпланса ларма ирĕк ҫук.  Палăртнă ыйтусемпе ячĕшĕн кăна ĕҫлеме юрамасть, инкек никама та савăнтармасть», - сăмаха пĕтĕмлетнĕ Василий Пословский.  

Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен министрĕ Сергей Неяскин хăйĕн сăмахĕнче республикăра ирттерекен профилактика ĕҫне ҫĕнĕлле ирттерсе пыма чĕнсе каланă, ҫирĕп мерăсене шута илмеллине те асăннă. Районсенче тата хуласенче профилактика комиссийĕсен ĕҫне анлăрах, ятарлă службăсемпе тачă ҫыхăнса пыма сĕннĕ. Регионта Ҫĕрпӳре, Патăрьелĕнче, Вăрнарта, Канашра, Хĕрлĕ Чутайĕнче, Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче те лару-тăру ҫăмăлах маррине пĕлтернĕ.

Усал шĕвеке, эрехе пула, нумай чухне халăх йĕрке пăсни сисĕнет.  Ку енĕпе кăтарту 83 процента ҫитнине пĕлтернĕ министр.

Канашлура республикăри районсемпе хула администрацийĕсен ертӳҫисем доклад тунă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Президенчĕ Владимир Путин регионсенчи ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен ертӳҫисен тухăҫлăхне шăпах та, йĕрке пăсакансен шучĕ пуррипе ҫуккине, ӳсĕм палăраканнисене пăхма сĕннине тепĕр хут аса илсе хăварнă. Енчен те, ку енĕпе  кăтарту япăх пулсан, ыррине кĕтме хĕн тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

Михаил Игнатьев республикăри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансене профилактика ĕҫне ҫĕнĕ форматпа, яваплăха ытларах туйса пурнăҫласа пыма хушнă.   

Фоторепортаж



15 декабря 2017
09:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter