Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри малта пыракан аслă шкулсен ректорĕсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с руководителями ведущих высших учебных заведений Чувашской РеспубликиРаштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри малта пыракан аслă шкулсен ректорĕсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Тĕплĕ калаҫăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев, Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев хутшăннă.

Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем вĕренӳ пайĕнчи актуаллă ыйтусене сӳтсе явнă.  Вĕрентӳ тытăмне ҫĕнĕлле аталантарса пырасси ыйту кун йĕркинчех тăнине асăннă вĕсем.

Аслă шкулсенче волонтерсен юхăмне вăй илтересси пирки те чылай сăмахланă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Президенчĕ Владимир Путин Раҫҫейре ҫитес ҫул Ырă ĕҫ тăвакансен ҫулталăкĕ тесе йышăннине тепĕр хут аса илсе хăварнă.  Ҫакна тĕпе хурса, регионта ытларах та ытларах ҫамрăксем хушшинче ырă ĕҫ тăвакансен юхăмне ҫĕнĕлле аталантарса пырса вăй илтерсе ямалли пирки сӳтсе явнă.

«Савăнтарать, юлашки ҫулсенче регионта студентсем ырă ĕҫсем тума хăйсен ирĕкĕпе хутшăнни. Ҫак ĕҫе пуҫарса яракансене витĕм кӳме тăрăшмалла, обществăлла пурнăҫа явăҫтарса халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа, яваплăха туйса ĕҫлеме вĕрентсе пымалла. Чи пахи, паянхи пурнăҫ таппинче ҫамрăксем социаллă пĕлтерĕшлĕ ҫĕнĕ проектсем шыраса тупни. Сывă пурнăҫ йĕркине ҫынсем пăхăнса пурăнччĕр тесе те вĕсем сахал мар тăрăшаҫҫĕ. Экологи енĕпе ирттерекен акцисене хапăл тусах хутшăнаҫҫĕ. Пирĕн тĕллев – вĕсен проекчĕсем пурнăҫа кĕрсе пыччĕр тесе, условисем йĕркелесе тăратасси», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Фоторепортаж



15 декабря 2017
15:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter