Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикинче право йĕркине пăсасран асăрхаттарассипе ĕҫлекен Комиссийĕн ларăвне ирттернĕ

Состоялось очередное заседание Комиссии по профилактике правонарушений в Чувашской РеспубликеРаштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев, Чăваш Республикинче право йĕркине пăсасран асăрхаттарассипе ĕҫлекен Комиссийĕн ларăвне ирттернĕ.  

Канашлăва уҫнă май, Юрий Васильев иртнĕ кунра Чăваш Енре право йĕркипе тивĕҫтерессипе тимлекен Координаци канашĕн черетсĕр ларăвĕнче регионта йывăр киревсĕр ĕҫ тăвакансен йышĕ нумайланнине асăннине тепĕр хут палăртса хăварнă.  Ҫынна вĕлерекенсен шучĕ ӳснине каланă, кăтарту пысăк 17 процента ҫити хăпарнă тесе пăшăрханса пĕлтернĕ. Комиссийĕн Председателĕ кирлĕ пек ҫирĕп мерăсем йышăнма республикăри мĕнпур службăсенче тăрăшакансен пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пырассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемеллине тепĕр хут асăрхаттарнă.

Полици ĕҫченĕсен кăтартăвĕсемпе Чăваш Республикин шалти ĕҫсен министерствинче пай пуҫлăхĕн ҫумĕ пулса ĕҫлекен Александр  Макаров тĕплĕн чарăнса тăнă,  2017-мĕш ҫулта 11 уйăх хушшинче пĕтĕмпе 11953 йĕрке пăснă тĕслĕхе шута илнине пĕлтернĕ, кăтарту пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе танлаштарсан 6,8 процента ҫити чакнине каланă. Хальхи вăхăтра шалти ĕҫсен пайĕнче пурĕ 5665  ҫын учетра тăнине асăннă вăл сăмаха тăснă май, ҫемьесенче харкашса йĕрке пăсакансем те пуррине асăннă.   Чи лайăх кăтартусенчен пĕри - ҫамрăксем киревсĕр ĕҫсем туманни, кăтарту та ку енĕпе ырă енне улшăнни.  Ку ыйтупа та хăш-пĕр йывăрлăхсем пуррине асăннă вăл.  Ачасене шкул ҫулĕсенче ытларах йĕрке пăсассинчен сыхă тăма, кулленех профилактика ĕҫне йĕркелеме чĕнсе каланă.  Паянхи пурнăҫ таппинче ҫула ҫитмен ҫамрăксене обществăлла ĕҫсене, спорта, сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнса пыма вĕрентмелле. Ашшĕ-амăшĕсемпе вĕрентекенсен хушшинче уҫă калаҫусем тăтăшах пулмаллине асăрхаттарнă.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев хăйĕн докладĕнче хальхи вăхăтра мĕнпур ачасенчен 63 проценчĕ тĕрлĕ кружоксемпе секцисене ҫӳренине палăртнă. Ахаль усăсăр ҫӳрекенсем сахал тесе ҫирĕплетнĕ. Апла пулсан, вĕрентӳ тытăмĕнче ҫак ĕҫсем планпа килĕшӳллĕн пулса пыни куҫкĕретех.  Енчен те ачасем кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен улшăнса пынине сиссенех,  вĕсемпе ятарлă профилактика ĕҫĕсене ирттернине, кирлĕ пулсан психологи службисемпе те ҫыхăнса мерăсем йышăнса хăварнине асăннă.  Ку енĕпе регионта «Чувашия в защиту детства» текен автокараван лайăх ĕҫлесе пынине мухтанă, кăҫал ҫак мероприятине 2 пин ачана явăҫтарнине пĕлтернĕ, ашшĕ-амăшĕсем те хутшăннине каланă. Кăтарту та ҫук мар, кăҫал ҫулталăк пуҫланнăранпа ӳсĕрле ачасем йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ 8,3 процент чакнă. Полици ĕҫченĕсем эрех-сăра ĕҫекенсене, йĕрке пăсакансене куҫран вĕҫертме юраманнине асăрхаттараҫҫĕ. Наркăмăша ĕҫсе айăпланакансен шучĕ пур-пĕрех тимлĕхе ҫухатма юраманнине аса илтересех тăрать.

Ку хутĕнче ларăва пухăннисем халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче усал шĕвеке ĕҫме юраманни пирки уйрăммăн чарăнса тăнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев паянхи пурнăҫ таппинче халăх дружинисем пысăк витĕм кӳме пултарасса, апла пулсан, вĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансен кулленех ҫирĕп ҫыхăнура пулмаллине асăннă. Ырă ĕҫ тăвакансене пулăшу парса тивĕҫтерсен те аван пулнă пулĕччĕ тенĕ вăл сăмаха тăсса.   

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн ҫумĕ Светлана Ананьева хăйĕн докладĕнче регионта психиатри учрежденийĕсенчи лару-тăрупа паллаштарнă.   Наркотик «аллине» лекнисем пирки чарăнса тăнă. Кăтарту пĕлтĕрхинчен лайăхланнине, 21 процент чакнине пĕлтернĕ министр ҫумĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн тĕрĕслевпе обществăна хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе ĕҫлекен Управленийĕн ертӳҫи Алексей Метёлкин право йĕркине пăсасран асăрхаттарассипе ĕҫлекен Комиссийĕн пĕтĕмлетĕвĕпе тĕплĕн паллаштарнă,   ҫитес 2018-мĕш ҫул валли лартнă тĕллевсем пирки каласа кăтартнă. 

Фоторепортаж



15 декабря 2017
14:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter